Елчӗк районӗнче пурӑнакан ватӑ ҫынна РФ УКн 228-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн айӑпланӑ. Вӑл наркотик килте упранӑ. Килте ватлӑх кунӗсемпе киленес вырӑнне вӑл йӗплӗ пралук леш енне лекнӗ.
Следстви тата суд акӑ мӗн палӑртнӑ: кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче 62 ҫулти арҫын наркотик хутӑшӗллӗ ӳсен-тӑран пухнӑ, ӑна килте упранӑ. Хутӑш пӗтӗмпе 738,2 грамм тайнӑ.
Ҫакӑншӑн тивӗҫлӗ канури арҫыннӑн явап тытма тивнӗ. Суд ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 3 ҫул та 6 уйӑхлӑха ӑсатнӑ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, приговор вӑя кӗнӗ.