Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Купӑста» фермерсене пуҫтарчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 25.10.2011 10:16 | 1873 хут пӑхнӑ

Куславкка районӗнчи паллӑ фермер Василий Семенов 2009 ҫултанпа купӑста фестивальне ирттерет. Малтан ӑна Карач ял тӑрӑхӗнче йӗркеленӗ, унтан вӑл Куславкка хулине куҫнӑ, республика шайне ҫитнӗ.

Кредит илсе пысӑк стройка пуҫланӑран Василий Николаевич уяв тума кӑҫаллӑха тӑхтас, ӑна ҫитес ҫула куҫарас тӗллевлӗччӗ. Раҫҫей ял хуҫалӑх банкӗн Чӑваш Енри филиалӗ вара вӑй-халне шеллемен фермера пулӑшма шухӑшларӗ. Ҫапла май вара кӑҫалхи фестиваль Шупашкарта иртрӗ.

Василий Николаевичӑн ырӑ пуҫарӑвне малалла аталантарса банк пархатарлӑ ӗҫ турӗ. Халӑх йӑлине манӑҫтарманни ҫитӗнекен ӑрушӑн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Пӗрле пуҫтарӑнса купӑста тӳсе йӳҫӗтесси ӗлӗкех пулнӑ, вӑл чӑн-чӑн уява ҫаврӑннӑ. Чӑваш кирек мӗнле ӗҫе те пӗччен-иккӗн мар, йышпа (нимелле) пурнӑҫланӑ. Ҫавӑнпа ывӑннине туйман, ӗҫӗ те ӑннӑ. Хамӑр ҫитӗнтернӗ экологи енчен таса пахча ҫимӗҫе йӑран ҫинченех йӳнӗпе сутни мӗн усси? Ӑна вырӑнта тирпейлесе хӗл каҫипе тупӑшлӑ вырнаҫтарни лайӑхрах. Ҫакӑн ҫинчен те пычӗ калаҫу уявра, малта пыракан опытпа та паллашрӗҫ.

Фестивале хӑйӗн патӗнче йӗркелени банкшӑн та усӑллӑ пулчӗ. Кунта республикӑри фермерсем, пахча ҫимӗҫ ҫитӗнтерекенсем пухӑннӑ. Филиал вӗсемпе «ҫавра сӗтел» йӗркелерӗ, конференци ирттерчӗ. Хресчен хуҫалӑхӗсене йӗркелеме пулӑшас, кредитсем илме явӑҫтарас тата тӗрлӗ ыйту хускатрӗ.

 

Сӑнӳкерчӗксем

#фестивальсем, #ял хуҫалӑхӗ, #Куславкка районӗ, #Шупашкар, #Карач ял тӑрӑхӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем