Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн уявӗ ячӗпе саламлани

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 15.10.2011 10:07 | 1396 хут пӑхнӑ

Ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

«Ҫулсем — регион сӑн-сӑпачӗ, унӑн ытлӑх-ҫитлӗхӗн тата социаллӑ пурнӑҫпа экономикӑн ӑнӑҫлӑ аталанӑвӗн никӗсӗ», — текен каларӑш чӑннипех тӗрӗс. Эсир пурнӑҫлакан ӗҫ пахалӑхӗпе водительсемпе пассажирсен, ҫуран ҫынсен пурнӑҫӗпе хӑрушсӑрлӑхӗ, машинӑсем чӑрмавсӑр ҫӳресси тата таварсене кирлӗ ҫӗре вӑхӑтра илсе ҫитересси тӳрремӗнех ҫыхӑннӑ.

Паян Чӑваш Ен ҫул-йӗр хуҫалӑхӗнче палӑрмаллах улшӑнусем пулса иртеҫҫӗ: ҫӗнӗ аслӑ ҫулсем хута каяҫҫӗ, юханшывсем урлӑ кӗперсем хываҫҫӗ, ҫулсене юсассипе тата тытса тӑрассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене пурнӑҫлама уйӑракан укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗ ӳсет. Отрасль аталанӑвне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин «Раҫҫей хулисенчи ҫӗнӗ ҫулсем» проекчӗ те пысӑк тӳпе хывать, ӑна пурнӑҫлани республикӑн тӗп хулинчи ҫул-йӗре юсаса ҫӗнетес ӗҫ калӑпӑшне палӑрмаллах пысӑклатать. Чӑваш Ен Ҫул-йӗр фондне туса хуни вара республикӑри ҫулсен тытӑмне малалла ҫирӗплетме ҫӗнӗ майсем уҫать.

Ҫапах та ҫак ырӑ улшӑнусене тӗп вӑйсӑр — ҫынсемсӗр, вӗсем тӳрӗ кӑмӑлпа тата хӑйсене шеллемесӗр пурнӑҫлакан ӗҫсӗр — тума ҫук. Ҫирӗплетсех ҫапла калама пулать: республикӑри тӗп автомобиль ҫулӗсене шанчӑклӑ тата яваплӑха туякан ҫынсем пӑхса, асӑрхаса тӑраҫҫӗ. Республикӑри ҫул-йӗр ӗҫченӗсем хӑйсен умӗнче тӑракан тӗллевсене ҫӗнӗ технологисене ӗҫе кӗртсе, хальхи йышши техникӑна явӑҫтарса пысӑк ӑсталӑхпа татса параҫҫӗ. Паян вӗсем хӑйсен ырми-канми ӗҫӗпе Чӑваш Енри автомобиль ҫулӗсен тытӑмне лайӑх шайра тытса тӑраҫҫӗ кӑна мар, ҫул хӗрринчи сервиса та лайӑхлатаҫҫӗ, пулӑшу ӗҫӗсем паракан сферӑна анлӑлатаҫҫӗ. Малашне тумалли те чылай-ха, анчах та эпир пӗрлехи вӑйпа ҫитӗнӳ тума пултарасси пирки эпӗ пӗрре те иккӗленместӗп.

Сире хӑвӑр суйласа илнӗ ӗҫе чунтан парӑннӑшӑн чӗререн тав тӑватӑп. Ҫирӗп сывлӑх, ҫитӗнӳсем, телей тата ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Президенчӗ М. Игнатьев.

#Чӑваш Ен, #саламсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем