 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
     
 Юпан 10-мӗшӗ яланлӑхах республикӑн историйӗнче ҫырӑнса юлчӗ — эфира Наци телевиденийӗ тухрӗ.
Наци телевиденийӗн кун-ҫулӗ 2010-мӗш ҫултан пуҫланать. Ун чухне Чӑваш Енри наци радио йышӗнче 4 ҫынран тӑракан видео ушкӑн йӗркеленнӗ. Вӗсен тӗп тӗллевӗ Патшалӑх органӗсен сайтӗнче пысӑк пӗлтерӗшлӗ хыпарсене ҫутатса парасси пулнӑ. Ҫулталӑк иртсен радиопа телевиденине пӗрлештерсе Наци теллерадиокомпанине йӗркелеме шут тытнӑ.
Кӗске вӑхӑтрах телеканал валли Наци библиотекин ҫӗнӗ ҫуртӗнче уйрӑм пӳлӗм хатӗрленӗ, хальхи вӑхӑта тивӗҫтерсе тӑракан, цифра мелӗпе йӗркеленекен эфира тухма пултаракан ӗҫ хатӗрӗсем илсе студи йӗркеленӗ.
Ҫав вӑхӑтрах Наци телевиденийӗн пултарулӑх ушкӑнӗ йӗркеленсе пынӑ. Кунта операторсем те. режиссерсем те, редакторсем те, журналистсем те, программистсемпе инженерсем те.
Паян кӑнтӑрла 13 сехетре Наци телевиденийӗ тӗрӗслевлӗ эфира тухрӗ. Наци телерадиокомпанин программисемпе передачисене 18-мӗш «ВТК-Информ» каналӗ ҫинче курма пулать.
Ҫитес эрнере Наци телевиденийӗн хӑйӗн кӑларӑмӗсем тухӗҫ. Мӗн пулса иртнипе пире «Республика» паллаштарӗ. Палӑртнӑ тӑрӑх хыпарсен кӑларӑмӗсем чӑвашла та, вырӑсла та пулӗҫ.
| Аксар Чунтупай // 1928.3.0635 2011.10.10 19:27 | |
|  | 18-мĕш «ВТК-Информ» каналĕ тенине мĕнле ăнланмалла? | 
| inzet // 2067.60.2448 2011.10.10 23:19 | |
| Кабель телевиденийĕ пулас вăл. | |
| Чипер // 4109.2.9620 2011.10.12 21:56 | |
| Спутник тарелкипе курма пулать-и ку канала? | |
| Аксар Чунтупай // 1045.6.3746 2011.10.13 18:47 | |
|  | Кабель телевиденине хула халăхĕ пăхмасть те... Ку телевидени апла каллех чăвашсем валли пулмасть... | 
| Эп // 1877.32.0003 2011.10.15 22:53 | |
| Кабель телевиденине шăпах хулара пăхма пулать. Каярах Наци ТВ республикипех кăтартма пуçлать. | |
| Евгений Мадуров // 3723.96.7455 2011.10.16 20:15 | |
| Наци телевиденине интернетра ăçта шырамалла? | |
