 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
    
Авӑнӑн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Элтеперӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикинче право йӗркине тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта тӗрлӗ хӗсмет ертӳҫисем, хуласемпе районсен пуҫлӑхӗсем хутшӑннӑ.
Канашлӑвӑн тӗп ыйтӑвӗ — Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен суйлавӗсене хатӗрленсе ирттерессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене тимлесси пулнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ хӑйӗн сӑмахӗнче ҫапла палӑртрӗ: «Суйлавсем нимӗнле пӑтӑрмахсемсӗр, граждансен прависене пӑсмасӑр, суйлав саккунӗпе килӗшӳллӗн питӗ таса иртмелле. Пирӗн паянхи тӗллев — республикӑра пурӑнакансен хӑрушсӑрлӑхне сӑнаса тӑрасси, халӑха тӗрӗс информацие пӗлтересси», — тенӗ Чӑваш Ен Президенчӗ. Культура, вӗренӳ, спорт учрежденийӗсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси ҫинчен те уйрӑммӑн каланӑ.
Шалти ӗҫсен пайӗсемпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем пӗр-пӗринпе мӗнлерех хутшӑнса ӗҫленипе муниципалитетсен пуҫлӑхӗсем тӗплӗн паллаштарнӑ. «Эпир тӑвакан пур ӗҫӗн те халӑхсем хушшинчи йӗркелӗхе тытса пыма, ҫынсен сывлӑхне упрама, вӗсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерме пулӑшмалла», — тенӗ канашлӑва пӗтӗмлетнӗ май Михаил Игнатьев.
Ӗнер вара Михаил Игнатьев «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» пухӑвне хутшӑннӑ.
