Чӑваш патшалӑх филармонине йӗркеленӗренпе авӑнӑн 3-мӗшӗнче 75 ҫул ҫитнӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх хорӗн (1939 ҫултанпа — Юрӑпа ташӑ ансамблӗ), симфони тата вӗрсе калакан оркестрсене пӗрлештернӗ. Унсӑр пуҫне филармони ҫумӗнче ҫамрӑк мусӑкҫӑсен — Шупашкарти музыка техникумне пӗтернисен — хӗлӗхпе калакансен квартечӗ чӑмӑртаннӑ. Кӗсле калакансен ансамблӗ те йӗркеленме пуҫланӑ. 1959 ҫулта 325 вырӑнлӑ концерт залне хута янӑ. Филармонин пӗрремӗш директорӗ — Иосиф Люблин композитор тата пианист. Хальхи вӑхӑтра асӑннӑ учреждени республикӑри культура пурнӑҫӗнче пысӑк вырӑн йышӑнать. Вӑл классикӑна, хальхи вӑхӑтри (ҫав шутра чӑваш профессионал музыка ӳнерӗнче те) хайлавсемпе халӑха савӑнтарать.
Филармонин пултарулӑх йышӗнче ҫак ушкӑнсем ӗҫлеҫҫӗ: «Ҫавал» фольклорпа эстрада, «Ҫеҫпӗл» эстрада ансамблӗсем, «Чӑваш Ен» ушкӑн, камерлӑ оркестр, музыка лекторийӗ, хӑйне евӗрлӗ жанр артисчӗ Святослав Шаронов, миниатюра театрӗ.
Чӑваш патшалӑх филармонийӗн пӗлтерӗшлӗ проекчӗсен хушшинче халӑхра палӑрнисем: «Нарспи» мюзикл, «Авалхи сас» музыкӑпа театрализациленӗ программа (вӗсене ЧР Президенчӗн гранчӗн укҫипе кӑларнӑ), ачасен чӑваш юррин «Мехел» республика телекурав конкурсӗ.
Кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче филармони йӗркеленнӗренпе 75 ҫул ҫитнӗ ятпа кунта концерт иртӗ, сире прне те унта йыхравлатпӑр! Билетсем туянӑр!