Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарти Гузовский паркӗнче вӗрентен парк тӑвӗҫ. Унта аттракцион вырнаҫтаракан организацие йывӑҫсем касма ордер-ирӗк панӑ.
Вӗрен паркӗ тӑвакан подрядчик-предприятие ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче палӑртнӑ.
Аукцион условийӗнче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, 9987 тӑваткал метр ҫинче кӑткӑслӑх енчен расна пилӗк трассӑран кая мар вырнаҫтарӗҫ. Вӗрен тӑршшӗ пурӗ 2400 метр пулӗ. Аттракцион 2022 ҫулхи ака уйӑхӗн 22-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Парк тума хӑрӑк, чалӑш тата илемсӗр йывӑҫсене касӗҫ.
Шупашкарти Лакрей вӑрманӗнче вара ҫывӑх вӑхӑтра Алтай пакшисем пурӑнма пуҫлӗҫ. Вӗсене ҫӗнӗ вырӑна хула кунӗ тата парк 60 ҫул тултарнӑ вӑхӑтра ярӗҫ. Шупашкарта Трактор тӑвакансен культура керменӗ хыҫӗнче кадет корпусӗ хута кайӗ, ун хыҫӗнче ҫынсем валли канмалли вырӑн та пулӗ.
