Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сӗнтӗркасси культура ҫурчӗ умӗнче Пӑкачав вӑрҫи вӑхӑтӗнче чапа тухнӑ Некей паттӑра халалланӑ палӑка хатӗрлеме пуҫланӑ.
Хусанушкӑнь ял тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсемпе депутачӗсем виҫӗ кун тӑрӑшрӗҫ — малтанхи кун хӑрнӑ улмуҫҫисене касрӗҫ, тымарӗсене кӑкларӗҫ, кайран вара никӗс ярса палӑка вырнаҫтармалли тӗпе кирпӗчрен купаларӗҫ. Халӗ ӗнтӗ палӑка вырнаҫтармалли ҫеҫ юлать.
Некей — Пӑкачав вӑрҫи вӑхӑтӗнче чапа тухнӑ чӑваш. 1774 ҫулта вӑл Пӑкачавпа пӗрле Кӑрмӑш хулине илме хутшӑннӑ. Ун хыҫҫӑн, Пӑкачав Улатӑр енне кайсан, чӑвашсене ҫӗклес тӗлӗшпе чӑваш ҫӗрне таврӑнать. Хусантан ҫитнӗ ҫар Кӑрмӑша ярса илсе унӑн тусӗсене тыткӑна илнине пӗлсен вӑл хулана ҫитет, юлташӗсене ҫӑлать. Хулара ҫирӗпленеймен хыҫҫӑн Сӑр хӗррине куҫаҫҫӗ. Некей малалла та вӗсене хирӗҫ янӑ вырӑс салтакӗсене хирӗҫ хастар кӗрӗшет, ҫарсене пысӑк шар кӑтартать. Некей ҫав ҫулах патша ҫарне лекет, ӑна асаплантарса вӗлереҫҫӗ.