Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Республика кунӗ тӗлӗнче Шупашкарта Наци эпосӗнчи паттӑрсен аллейи уҫӑлӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 31.03.2017 18:48 | 2358 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Паян, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн тата Шупашкар хулин архитектура управленийӗн Хула тӑвакан канашӗсен пӗрлехи ларӑвӗ иртнӗ. Унта Шупашкарта тӑвакан «Этника Чӑваш Енӗ» туризмпа рекреаци кластерне тӑвас ыйтӑва черетлӗ хутчен хускатнӑ.

Кластер икӗ пайран тӑрать: Шупашкара 500 ҫул паркра ҫӗкленекен «Амазони» комплексран тата Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ҫывӑхӗнчи «Ясна» экоялтан.

Проект менеджерӗ Марина Федорова паянхи канашлура пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен ӳснӗ-йывӑҫ тӗм вырӑнне хаклӑ йышши хитрисене лартӗҫ, чечек нумай ӳстерӗҫ тата икӗ ҫӗрте музыка фонтанӗ вырнаҫтарӗҫ.

Республика кунӗ тӗлне тӑван халӑхӑмӑрӑн наци эпосӗнчи паттӑрсен аллейине уҫӗҫ.

Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ «Этника Чӑваш Енӗ» проекта пурнӑҫламашкӑн Ростуризм тепӗр 200 миллион ытла тенкӗ уйӑрнине пӗлтернӗччӗ.

#Шупашкар районӗ, #канашлусем, #тӳре-шара, #Амазони, #укҫа-тенкӗ, #проектсем, #туристсем, #Кӑшавӑш, #чӑвашлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем