Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Чӑваш тумӗн ытамӗнче» конкурс-курав иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Зинаида Михайлова 11.03.2017 10:53 | 1539 хут пӑхнӑ
Культура
Курав саманчӗ
Курав саманчӗ

Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Красноармейски районӗн Культура ҫуртӗнче регионсем хушшинче иртекен «Чӑваш тумӗ — халӑх пуянлӑхӗ» конкурсӑн районти тапхӑрӗ иртрӗ. Трак енсем хӑйсен арчи-ҫӳпҫинчи капӑр ҫипуҫа халӑха кӑтартма пултарчӗҫ. Чӑваш тумӗ вара чӑннипех те капӑр. Ҫав ҫипуҫра халӑхӑн кун-ҫулӗ, философийӗ, этикипе эстетики палӑрса тӑрать. Кашни капӑрлӑхӗ, кашни тӗрри-эрешӗ чунра лӑпкӑлӑхпа мӑнаҫлӑх ҫуратать. Кашни япали чӑваш ҫыннин пултарулӑхӗпе ӑсталӑхне, чун-чӗре пуянлӑхне, сапӑрлӑхне кӑтартать.

«Чӑваш тумӗн ытамӗнче» конкурс-курава районти Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Трак ен» фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи Антонина Никонорова) уҫрӗ, чӑваш халӑх юррисене шӑрантарчӗ, авалхи чӑваш тумӗпе, капӑрлӑхӗпе илемлетрӗ.

Куравра ытларах авалхи тата хальхи маҫтӑрсем тӗрлесе илемлетнӗ хӗрарӑм тата арҫын кӗписем, сурпансем, масмаксем, тутӑрсем, саппунсем, хушпу-тухья, капӑрлӑхсем пулчӗҫ.

Курава тӑратнӑ япаласене жюри (председателӗ — ЧНК ӗҫченӗ Нина Андреева, членӗсем — район администрацийӗн социаллӑ аталанупа архив ӗҫӗсен пайӗн ертӳҫи тата Чӑваш наци конгресӗн Красноармейскинчи уйрӑмӗн ертӳҫи Зинаида Михайлова) пахаласа хак пачӗ, регионсем хушшинче иртекен ӑмӑртӑва хутшӑнма ҫичӗ ҫынна палӑртрӗ. Вӗсем: Эльвира Петрова — Шывпуҫ кану ҫурчӗн ӗҫченӗ, Людмила Игнатьева — районти Культура ҫурчӗн аслӑ методисчӗ, Зинаида Васильева — Красноармейски шкулӗн физкультура вӗрентекенӗ, Зинаида Михайлова — Красноармейски шкулӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗ, Валентина Тихонова — районти таврапӗлӳ музейӗн йӗркелӳҫи, Жанна Михайлова — «Заволжски» клубӗн ачасемпе ӗҫлекен специалисчӗ, Светлана Мефодьева — тивӗҫлӗ канӑва тухнӑскер, районта иртекен ырӑ та пархатарлӑ ӗҫсен обществӑлла хастарӗ).

Районта илемлӗ те пысӑк пӗлтерӗшлӗ курав ирттерме хавхалантарнӑ, ырӑ сӗнӳсем панӑ Чӑваш наци конгресӗн пайташӗсене (халӑх ӑстисен ассоциацийӗн ертӳҫине Зинаида Вороновӑна, йӗркелӳ комитечӗн председательне Нина Андреевӑна), курава йӗркелесе ирттерме пулӑшнӑ районти краеведени музейӗн тата районти Культура ҫурчӗн ӗҫченӗсене, конкурс-курава хутшӑннӑ пултаруллӑ та маттур ентешсене, конкурс ҫӗнтерӳҫисене тав тӑватпӑр, малашне те тӑван халӑхӑн пурлӑх культурипе кӑсӑкланма, мӑн асаттесен ӑруран ӑрӑва куҫса пыракан паха туприне упрама, ҫав иксӗлми пуянлӑхпа мӑнаҫланса та савӑнса пурӑнма ҫирӗп вӑй-хал, чун-чӗре пуянлӑхӗ, ырӑ кӑмӑл та хастарлӑх сунатпӑр.

#конкурссем, #Красноармейски, #куравсем, #Красноармейски районӗ, #культура, #Шывпуҫ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuv-krarm.3dn.ru
 

Сӑнсем (7)

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем