Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауриачӗсен кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.03.2011 21:05 | 1771 хут пӑхнӑ
Преми лауриачӗсем
Преми лауриачӗсем

Паян, ҫуркуннен (календарь тӑрӑх ӗнтӗ) пӗрремӗш кунӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн акт пулӗмӗнче пӗлтӗр «Ҫӗнӗ вӑхӑт» издательствӑра тухнӑ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауриачӗсен биографиллӗ кӗнекен хӑтлавӗ иртрӗ. Вӑл 13 сехет ҫурӑра пуҫланчӗ, Валери Туркай ертсе пычӗ.

Хӑтлава халӑх, ытларах пайӗпе университет студенчӗсем пулчӗҫ пулин те, акт пӳлӗмӗ туллиех пухӑнчӗ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауриачӗсем зал варрине вырнаҫса тухрӗҫ.

Хӑтлава ача-пӑчасен «Эревет» ушкӑн (вӑл та ҫак премие тивӗҫнӗ) уҫрӗ. Шел те чӑвашла тумланнӑ ачасем вырӑс чӗлхипе ҫеҫ усӑ курчӗҫ. Ҫав шутра вырӑс халӑх юррине чӑвашла тумсемпе юрлани питӗ хӑйне евӗрлӗ пулчӗ — те Ҫеҫпӗл Мишшине сума сурӗҫ, те чӑваш тумӗ вырӑсла та юрлама юрӑхлине кӑтартасшӑн пулчӗҫ. Ертӳҫи маттур-ха, сӑмах ҫук, анчах залра ларакансенчен чылайӑшне ку ытлах килӗшмерӗ. Уйрӑмах, мероприятие «вырӑсла» уҫни.

Валерий Туркай преми ҫинчен кӗскен каласа пачӗ — вӑл мӗнле ҫуралнӑ, епле тӗрекленнӗ. Премие пӗрремӗш хут 1967 ҫулта панӑ иккен, 1-мӗш номерлӗ удостоверение Леонид Агаков тивӗҫнӗ. Премие тивӗҫнисенчен 15-ӗшӗ шел те ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. 43-ӗшӗ халӗ сывӑ.

Хӑтлав иртнӗ май мероприятие килнӗ кашни лауриат сӑмах тухса каларӗ, мӗншӗн тивӗҫни ҫинчен пӗлтерчӗ. Юрӑпа саламлакансен шутӗнче ҫаван пекех Виталий Адюковпа «Юрай» ушкӑн пулчӗҫ — вӗсем пурте хӑй вахӑтӗнче ҫак премие тивӗҫнӗ.

Юрий Яковлев шухӑшӗпе хӑтлав яланхилле «Тилли, шарт-шарт» евӗрлӗ иртрӗ. «Шел пулин те, чӑваш халӑх шӑпи пирки чуна ыраттарса шухӑшлани пулмарӗ», — терӗ вӑл. — «Пурнӑҫ мар, курнӑҫ».

Кӗнекене ҫыракансем — Валери Туркайпа арӑмӗ Ольга. Кӗнеке вырӑсла. Уншӑн вӑрҫма кирлӗ мар пулӗ — халӗ чылай кӗнеке, чӑвашла тухнине шансах кайманран, вырӑсла тухать. Валери Туркай та, кӗнеке лайӑх саланасса шанса, ӑна вырӑс чӗлхеллӗ тунӑ пулӗ.

 

Сӑнсем (44)

#хӑтлавсем, #ЧППУ

 

Комментари:

2011.03.02 17:19
Аçтахар Плотников
Кĕнеки йăлт вырăсла тени йăнăш иккен — Иосиф Трер биографийĕ чăвашла. Статья вĕçенче каçару ыйтнăн асăрхаттару пур: статья авторĕ çине тăнипе, тенĕ, ку статьяна чăвашла вырнаçтартăмăр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем