Чӑваш культурин тӗчевҫи, ҫыравҫӑ Геннадий Иванов-Орков ӳнерҫӗсем тата ӳнерпе ҫыхӑннӑ кӗнекесем кун ҫути кӑтартнӑччӗ. Унӑн «Чувашский мир Терентия Дверенина» кӗнекине тата ытти ҫавӑн йышши ӗҫсене Чӑваш кӗнеке издательстви, сӑмах май, «Либер-2016» Барселонӑри курава та илсе кайнӑ.
Халӗ Геннадий Иванов-Орков тата тепӗр ӗҫе пуҫӑннӑ. Ӑста искусствовед «Фейсбукри» хайӗн странцинче юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пӗлтернӗ тарӑх, вӑл хальхи вӑхӑтри художниксем ҫинчен кӗнеке-альбом ярӑмне хатӗрлет. Пултарулӑх ушкӑнӗпе канашланӑ хыҫҫӑн кӗне ятне те шухӑшласа кӑларнӑ. «Пространство, Дом, Художник!» ят панӑскере Георгий Фомирякова халалласшӑн. Кӑларӑма художникӑн 60 ҫулхи тӗлне — ҫитес ҫулхи ҫу уйӑхӗ валли — кун ҫути кӑтартасшӑн.