Шупашкар районӗнчи Атайкасси ялӗнчи Шкул урамӗ пуҫласа уяв ирттернӗ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку мероприятие кӳршӗ-арша хисеплеттерме хӑнӑхтарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Кунсӑр пуҫне кӑҫал Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ пулнине те, панулми сӑпасӗ ҫитнине те асӑнса хӑварнӑ.
Уяв ирттерекен вырӑнта ӗлӗкхилле вӑрӑм сӗтел вырнаҫтарса лартнине те пӗлтереҫҫӗ. Хуранта вара... ҫук, шӳрпе мар, чашлама вӗренӗ. Кавказ кухни шутланакан ҫак апата ҫиме лариччен вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ю.В. Башкиров ҫынсене урама хӑтлӑх кӗртнишӗн тав тунӑ. Вӑл хӑйӗн ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхне те аса илнине пӗлтернӗ ял тӑрӑхӗн сайчӗн урам уявӗ пирки хыпарланинче. Ветерансен канашӗн ертӳҫи А.И. Николаева вара урамри чи ҫамрӑк пурӑнакана парне тыттарнӑ. Юбиляр-ӗҫ ветеранӗсене те ҫав ҫын саламланӑ. А.Н. Польков депутат тата староста та тухса калаҫнӑ. Вырӑнти юрӑ-ташӑ ӑстисем уяв сӗмӗ кӗртни урам ӗҫкине пухӑннисемшӗн чӑннипех те ырӑ кӗтменлӗх пулнине пӗлтереҫҫӗ.