Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр пулӑшу кирлисене май килнӗ таран пурне те алӑ пама тӑрӑшать. Теприсем, тен, ҫын пулӑшӑвне йышӑнасшӑнах та мар пулӗ, ҫапах та центр специалисчӗсем вӗсене те тимлӗх уйӑрма ӑнтӑлаҫҫӗ.
Ишек ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан Мария Никиолаева ӗмӗрне пӗччен пурӑнса ирттернӗ. Нумаях пулмасть вӑл 90 ҫул тултарнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫемье пурнӑҫӗ ӑнман та, шӑпа ҫавӑн пек пӳрнӗ пуль тенӗ-ши, Мария Никифоровна кун хыҫҫӑн куна никамсӑрах кунланӑ. Вӑй-халӗ тапса тӑнӑ чух ӗне те усранӑ. Халӗ, ҫул кайнӑҫемӗн, унтан-кунтан ыратаканӗ те сиксе тухать, выльӑх-чӗрлӗхпе аппаланма ҫӑмӑл мар. Пӗччен чуна йӑпатма кинеми темиҫе кушак та усрать, чӗлхесӗр янаварсемпе чунне йӑпатать.
Нумаях пулмасть 90 ҫулхи ватӑна ҫуралнӑ кунпа Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр пуҫлӑхӗ Любовь Ананьева саламланӑ. Кинемее кӑштах та пулин пулӑшу кӳрес тесе социаллӑ ӗҫчен ҫирӗплетесси пирки калаҫса татӑлнӑ.