Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Николай Теветкел 79 ҫул тултарнине палӑртрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 11.07.2016 22:49 | 1683 хут пӑхнӑ
Персона
Ҫуралнӑ кун тӗлне хатӗрленӗ плакат. Николай Плотников тунӑ сӑн
Ҫуралнӑ кун тӗлне хатӗрленӗ плакат. Николай Плотников тунӑ сӑн

Наци вулавӑшӗнче паян Николай Теветкелӗн ҫуралнӑ кунне палӑртса культура ӗҫченӗсем тата тӑванӗсем пухӑнчӗҫ. Мероприятие вулавӑшӗн «Чӑваш кӗнеки» пайӗн ертӳҫи Галина Соловьева ертсе пычӗ.

Николай Теветкел 1937 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗн чикки ҫумӗнче вырнаҫнӑ Савкка ялӗнче ҫуралнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл тӗрлӗ ӗҫе алла илнӗ, тӗрлӗ вырӑнта ӗҫленӗ — платникре те, малярта та, ӳнерҫӗре те. Паллӑ сӑвӑҫ 20 ытла кӗнеке авторӗ, унӑн пултарулӑхӗпе эпир «Ҫамрӑклӑх сӑввисем», «Ҫын чӗртнӗ ҫутӑсем», «Хура сулӑ», «Сывлӑмпи», «Хӗвел кӗлти», «Авӑн уйӑхӗ», «Марине вӑййисем», «Пушӑ гильза» тата ытти кӗнекесенче паллашма пултаратпӑр. «Киремет» трагедийӗ тӑрӑх вара К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче спектакль те лартнӑччӗ.

Николай Теветкел чӑваш культурине ытларах енӗпе сонетсем ҫырса пуянлатрӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ӑста тӑлмач та. Вӑл тӑрӑшнипе эпир А. Рембон, В. Гюгон, Р. Киплингӑн, А. Мацкевичӑн, Уильям Шекспирӑн тата ыттисен пултарулӑхӗпе чӑвашла паллашма пултартӑмӑр.

Пултарулӑх каҫӗнче Николай Теветкелӗн ӑсталӑхне палӑртрӗҫ, сӑвӑҫ питӗ пысӑк сӑмах ӑсти пулнине каларӗҫ. 80 ҫул тултариччен ӑна Чӑваш халӑх поэчӗн ятне памаллах тесе ҫирӗплетрӗҫ. Сӑмах калакансен йышӗнче Марина Карягина, Василий Кервен, Надежда Кириллова, Василий Пушкин, Любовь Фёдорова тата ыттисем пулчӗҫ.

#пултарулӑх каҫӗсем, #наци вулавӑшӗ, #культура, #вулавӑшсем, #Савкка, #Йӗпреҫ районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем