Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра туризм троллейбусӗсем ҫӳреме пуҫлӗҫ. Кун пирки республикӑн тӗп хулин сити-менеджерӗ Алексей Ладыков хушу кӑларнӑ. Унта туризм троллейбусӗсемпе автобусӗсен маршрутне те ҫирӗплетнӗ.
Туристсене турттаракан маршрутсем ҫак ҫулпа ҫӳрӗҫ: Хӗрлӗ лапам, Президент бульварӗ, Воробьев композиторсен урамӗ, Карл Маркс урамӗ, Ленин проспекчӗ, И.Я. Яковлев проспекчӗ, Мир проспекчӗ, Калинин урамӗ, Воробьев композиторсен урамӗ, Ленинград урамӗ, Хӗрлӗ лапам.
Троллейбус виҫӗ вырӑнта чарӑнӗ: Хӗрлӗ лапамра, Николаев космонавт урамӗнче, Мир проспектӗнчи агрегат савучӗ тӗлӗнче.
Туристсене турттаракан автобуссен маршручӗ ҫапларах пулӗ: Юханшыв порчӗ патӗнчи лапам, Сергий Радонежский урамӗ, Шупашкар кӳлмекӗн дамби, Константин Иванов урамӗ, Мускав проспекчӗ, Воробьев композиторсен урамӗ, Калинин урамӗ, Текстильщиксен урамӗ, Зоя Яковлева урамӗ, Иван Франко урамӗ, Калинин урамӗ, Сергий Радонежский урамӗ, Хусан Турӑ амӑшӗн чиркӗвӗн умӗ, Юханшыв порчӗ умӗнчи лапам.
Автобус Юханшыв портӗнче, Константин Иванов урамӗнчи Ҫветтуй Троицки мӑнастир, К. Иванов урамӗнчи 53 тата 55А ҫуртсем, Оперӑпа балет театрӗ, «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗ чарӑнӗ.
Яваплисен халӗ чарӑну вырӑнӗсене йӗркелемелле. Маршрутсене хӑҫан ӗҫлеттерсе ярассине каярах пӗлтерӗҫ.