 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
    
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх Чӑваш Енри ҫул хакӗ кӑҫалхи 10 уйӑх хушшинче 5% кӑна ӳснӗ. Хулара — унтан та сахалтарах, 4,8% ҫеҫ. Ведомство пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх пирӗн республикӑри хаксем Атӑлҫи тӑрӑхӗнче ыттисенчен пысӑк мар. Хулара халӑх 10 тенкӗ тӳлет — мартшрутлӑ автобуссенче те, троллейбуссенче те, ахаль автобуссенче те хакӗ пӗрех.
Танлаштарса пӑхсан ҫул хакӗ Пушкӑртстанра чи хакли — унта пӗр енне ҫитмешкӗн 15 тенкӗ тӳлеҫҫӗ (эп пурӑнакан Чулхулара пӗр вӑхӑт хӑш-пӗр маршрутлӑ таксисенче 20 тенкӗ тӳлени те асрах-ха /халӗ 14 тенкӗ/). Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх чи йӳнӗ хак Мӑкшӑ республикинче — халӑх 9 тенкӗ те 21 пус ҫеҫ тӳлет иккен (21 пусне епле тӳлени пирки пӗлтермеҫҫӗ-ха...). Ӗренпур облаҫӗнче электротранспортра (троллейбус) ярӑнма вара 8 тенкӗ ҫеҫ кирлӗ. Самар облаҫӗнче троллейбусра вара 14 тенкӗ таран кӑларса пама тивет.
Чулхула облаҫӗнче нумай пулмасть электротранспортри тӳлеве ӳстерме шут тытнӑ — хальхи 11 тенкӗрен 12 тенке ҫити. Автобуссенче ку хулара 14 тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Маршрутлӑ таксисенче тӗрлӗрен — 10 тенкӗ ыйтакансем те пур, 12 тенкӗ тӳллетерекенсем те, 14 тенкӗпе илсе ҫӳрекенсем те.
//Наци райдиовӗн хыпарӗ тӑрӑх
