Иртнӗ ҫул Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнине шутласа кӑларнӑ. Унӑнне кӑна мар, унӑн кил йышӗнчисенне те. Кӑна вӑл налук декларацийӗ тӑрӑх палӑрнӑ.
Михаил Игнатьевӑн тӗп вырӑнти тупӑш 3,5 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Унсӑр пуҫне Элтепер урӑх тупӑша 342 пин тенкӗ курнӑ. Михаил Васильевичӑн мӑшӑрӗ Лариса Юрьевна 481 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Вӗсен ҫул ҫитмен ывӑлӗн тупӑшӗ 4 пин тенкӗрен кӑшт кӑна иртнӗ.
Игнатьевсен харпӑрлӑхӗнче 5 ҫӗр лаптӑкӗ. Ку пурлӑх пурӗ 58 пин ытларах тӑваткал метр йышӑнать. Кунсӑр пуҫне икӗ ҫурт тата 129,5 тӑваткал метр калӑпӑшлӑ хваттер пур. 282,6 тӑваткал метр йышӑнакан пурӑнмалли тепӗр лаптӑка та шута илнӗ. Михаил Игнатьев мӑшӑрӗн ҫӗр лаптӑкӗ, хваттер тата гараж боксӗ пур. Тата вӑл «Mercedes-Benz B 170» урапаллӑ.