Элӗкри «Хӗвел» 2-мӗш ача пахчинче шӑпӑрлансене тӑван чӗлхене юратма пӗчӗкрен вӗрентессипе ҫине тӑни пирки ӗнентереҫҫӗ вырӑнтисем.
Чӑн та, мӗн акатӑн, ҫавӑ шӑтать тесе ахальтен каламан пуль ҫав ваттисем. Наци чӗлхине перекетлессине, унӑн пуян йӑли-йӗркипе мӑнаҫланассине пӗчӗкрен ӑша аслисем хывтармасан камӑн хывтармалла ӗнтӗ?
«Хӗвел» ача пахчинче чӑваш культурипе чӗлхи эрнине ирттересси ырӑ йӑлана кӗнӗ. Хальхинче вӑл ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Чӑваш чӗлхипе тӑван халӑхӑмӑрӑн пуян эткерлӗхне пӗчӗккисем патне аслисем фольклор, музыка ӳнерӗн чи лайӑх хайлавӗсем, чӑваш халӑх ваййисем урлӑ ҫитерме тӑрӑшаҫҫӗ.
Тематика занятийӗсенче чӑваш тӗррин орнаменчӗсемпе, республика элемӗсемпе, тӑван тӑрӑхӑмӑрти паллӑ вырӑнсемпе паллаштарнӑ, чӑвашла хайлавсем вуланӑ, Иван Яковлев пирки каласа кӑтартнӑ, унӑн калавӗсене те вуласа панӑ.