ҪҪХПИ ҫӑхав ҫырмалли ҫӗнӗ сайт хута яма палӑртнӑ. Унта ҫул-йӗр ҫинчи йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем пирки пӗлтерме май пулӗ.
ҪҪХПИ ертӳҫи Виктор Нилов каланӑ тӑрӑх, сайтӑн техника пайӗ хатӗр. Халӗ ҫӑхавсене пӑхса тухмалли йӗркене ансатлатас тесе саккуна пӑхса тухмалла.
Тӗнче тетелӗнчи сайта пуш уйӑхӗнче Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче хӑтласшӑн. Ҫул ҫинчи йӗркене пӑсни пирки ҪҪХПИн официаллӑ сайтӗнче пӗлтерме пулать. Хальӗхе каланӑ тӑрӑх, ҫӑхава анонимлӑ мелпе ҫырма май пулӗ.
Сӑмах май, ӗнер, нарӑсӑн 16-мӗшӗнче, Патшалӑх Думинче саккун проектне пӑхса тухнӑ. Унпа килӗшӳллӗн, судсем административлӑ ӗҫсене пӑхса тухнӑ чухне сӑнӳкерчӗксемпе тата видеосемпе ӗнентерекен фактсем пек усӑ курма пулать.