Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Пӗвесем тарӑнланаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 04.09.2010 12:34 | 1997 хут пӑхнӑ
Вӑрманхӗрри Шӑхаль ялӗнче
Вӑрманхӗрри Шӑхаль ялӗнче

Ҫуллахи шӑрӑх кунсем иртсе кайрӗҫ пулин те чӑваш халӑхӗ ҫӑлсемпе пӗвесем пирки манмасть. Ак, нумай пулмасть, Патӑрьел районӗнче пӗвесене тарӑнлатрӗҫ. Кун пирки «Хыпар» хаҫат пӗлтерет.

Хуравай ҫырми Патӑрьел районӗнче вырнаҫнӑ Вӑрманхӗрри Шӑхаль ҫумӗнчи вӑрман уҫланки урлӑ хӑйне валли ҫул уҫнӑ. Тахҫан тунӑ пӗве вӗҫне ӗнесем тапӑра анатчӗҫ. Пуҫӗнче, тарӑнрах вырӑнта, ял ҫыннисем ҫӑвӗпех ӑшӑ шывра чӳхенсе уҫӑлатчӗҫ. Шел, иртнӗ ӗмӗр вӗҫнелле ҫурхи шыв-шур татса кайнӑ хыҫҫӑн курорт евӗр хитре вырӑн юрӑхсӑра тухрӗ. Кӑҫалхи шӑрӑхра кӳлленчӗксем кӑна мар, ҫырми хӑй те типсе ларчӗ. Ӑна чӗртсе тӑратасчӗ тесе халӑх сахал мар шухӑшланӑ. Улатӑрпа Йӗпреҫ енче вӑрмансем ҫунни те ял пуҫлӑхне ҫирӗп утӑмсем тума хистерӗ пулӗ. Вут-ҫулӑм тухас-тӑвас пулсан таврара пӗр витре шыв ӑсмалӑх ҫӑл ҫук!

Патӑрьелӗнчи Шӑнкӑртам строительство организацийӗ пархатарлӑ ӗҫе пурнӑҫлама килӗшнӗ. Бульдозерсемпе скреперсем хытнӑ ҫӗре хырса тикӗсленӗ хыҫҫӑн шыв управӗ тепӗр хут «шӑтса» тухрӗ. Кӗркуннепе ҫуркунне унта сахалтан та 71 пин кубла метр пуҫтарӑнӗ, «тӗкӗр» лаптӑкӗ вара 23 пин тӑваткал метра ҫитмелле. Хуравай чапӗ таврана каллех сарӑласси халӗ никама та иккӗлентермест.

Вырӑнти «Труд» ял хуҫалӑх предприятийӗ те ҫак ыйтусенчен айккинче тӑмасть. Вӑл тӑрӑшнипех асӑннӑ ҫырман тепӗр юппине те пӗвеленӗ. Малашне унта Вӑрманхӗрри Шӑхаль ял кӗтӗвӗсене шӑварма меллӗ пулӗ. Унсӑр пуҫне эртел вӑйӗпе пӗве тирпейленӗ. Ҫитес ҫул унти шывпа ҫывӑхри лаптӑксене шӑварма палӑртаҫҫӗ.

Нӑрваш Шӑхалӗнчи ҫӗнӗ касра пурӑнакансем тата Ясная Поляна хастарӗсем нимелле пуҫтарӑнса пурте усӑ курма икӗ пусӑ чавнӑ.

#Патӑрьел районӗ, #Нӑрваш Шӑхаль, #Вӑрманхӗрри Шӑхаль, #ҫӑлсем, #пӗвесем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем