Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: «Чӑваш бройлерӗпе» мӗн пулӗ?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 10.02.2016 17:29 | 1689 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ

Нарӑсӑн 8-мӗшӗнче, «Чӑваш бройлерӗ» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗле Чӑваш Енӗн Арбитраж судӗнче пӑхса тухассине эпир пӗлтернӗччӗ.

Аса илтеретпӗр, суда тавӑҫпа тухаканни — республикӑн Пурлӑх комитечӗ. Вӑл хапрӑкӑн директорӗ Алексей Подорванов тӗлӗшпе тавӑҫ шӑрҫаланӑ. Суда тухнӑ хутра патшалӑх комитечӗ «Чӑваш бройлерӗ» пуҫлӑхӗнчен 14 миллион тенкӗ шыраса илес кӑмӑллине палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне ҫав ведомство Краснодар енӗнчи Арбитраж судне те ҫитнӗ. Унта вӑл «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен обществине «Каневӑри ҫӑкӑр продукчӗсен комбиначӗ – инвест» тулли мар яваплӑ общество туяннипе килӗшменнине палӑртнӑ.

Тавӑҫҫӑ судра ӑнлантарнӑ тӑрӑх, предприяти Курск тӑрӑхӗнчи «Каневской комбинат хлебопродуктов – инвест» текен тулли мар яваплӑ обществӑпа — тулӑ туянасси пирки килӗшӳ тунӑ. Пурлӑх комитечӗ шутланӑ тӑрӑх, хапрӑк тырра пасарти вӑтам хакран 25 процент ытларахпа туянма килӗшнӗ. Тата вӑл тырӑ киличченех укҫана куҫарса янӑ имӗш. Кун валли хапрӑк 30 млн кредит та илнӗ. Тавӑҫ тӑратнӑ вӑхӑта нимле тырӑ та килмен. Апла пулсан хапрӑк укҫана айккинелле ӑсатасшӑн.

Ҫав вӑхӑтрах Курскри «УК АНИ Менеджмент» текен общество Шупашкарти кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗ валли (сӑнавҫӑсем сӑмахӗ «Чӑваш бройлерӗ» пиркиех пуль тесе тӗшмӗртеҫҫӗ) пуҫлӑх шырани ҫинчен пӗлтернӗ. Уйӑхри шалӑва 500 пин тенкӗ тесе кӑтартнӑ.

Судӑн ҫитес ларӑвне пуш уйӑхӗн 2-мӗшне куҫарнӑ. Хапрӑкӑн хальхи директорӗ Алексей Подорванов тӑван тӑрӑхне, Украинӑна, тухса кайсан унтан нимӗн те шыраса илеймӗн тесе шухӑшлакансем те пур.

Пирӗн республика вара хапрӑкӑн 49 акцийӗсен 49 процентне тытса тӑнине палӑртмалла. Анчах кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта вӑл ӑна сутасшӑн-мӗн.

#Шупашкар районӗ, #Пурлӑх комитечӗ, #ял хуҫалӑхӗ, #Чӑваш бройлерӗ, #экономика, #судсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем