Ҫурлан 29-мӗшӗнче, шӑматкун, Чӑваш Енӗн президенчӗ улшӑнчӗ — Николай Васильевич вырӑнне Михаил Васильевич йышӑнчӗ. Чаплӑ церемоние нумай ҫын килнӗччӗ — Атӑлҫи федераллӑ округри Раҫҫей президенчӗн полномочиллӗ представителӗ Григорий Рапота та пурччӗ.
Ҫӗнӗ президентӑн сайчӗ те ҫӗнӗ — вӑл ҫурлан 29-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Николай Васильевичӑн сайчӗпе (ӑна хӑварнӑ — кунта тупма май пур) танлаштарсан вӑл ҫӗнӗлле курӑнать — хальхи вӑхӑтра усӑ куракан дизайн мелӗсене унта чылай усӑ курнӑ. Движокӗ малтанхиех пулас, ҫӗнӗ сӑрӑсем ҫеҫ кӗртнӗ. Шел те, Михаил Васильевич валли те пулин чӑвашла верси туса паман — вырӑсла ҫеҫ.