Юлашки ҫулсенче пӗр ведомствӑпа тепри электрон меслетпе пӗр-пӗринпе ҫыхӑну тытма пуҫларӗ. Ҫакӑ тӳре-шаран ӗҫне те, ахаль ҫынсене пӗр пуҫлӑх патӗнчен теприн патне хутлассинчен те хӑтарать.
Патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗ кӳнӗ чух ведомствӑсем пӗр-пӗринпе епле ӗҫленине иртнӗ шӑматкун Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев районсемпе хула администарцийӗсен пуҫлӑхӗсемпе видеоселектор ирттернӗ чух тишкернӗ.
ЧР информаци политикин тата массӑлла коммуникацин министрӗн ҫумӗ Александр Сидоренко канашлура пӗлтернӗ тӑрӑх, ведомствӑсен хушшинчи электрон ҫыхӑнупа республикӑра патшалӑхӑн 62, муниципалитетӑн 34 пулӑшӑвне кӳнӗ чух усӑ кураҫҫӗ.
Ҫак енӗпе Комсомольски, Йӗпреҫ, Красноармейски, Тӑвай районӗсем юлсарах пыраҫҫӗ. Федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсене Канашпа Етӗрне районӗсем, Канаш хули хуравламанни ытларах тӗл пулнӑ.