Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗн, Ҫӗнӗ Шупашкара никӗсленӗренпе 50 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисен шутне кӗртсе ҫурлан 23-мӗшӗнче кил-йышри пӗрремӗш ача-пӑча сачӗ уҫӑлчӗ. Ача-пӑча сачӗн альтернативлӑ формӑллӑ учреждение Белинскийсен ҫемьи йӗркеленӗ. Вӗсен кил-йышӗнче пурӗ 7 ача — чи аслине, Лизӑна, 12 ҫул. Шкул ҫулне ҫитменнисем виҫҫӗн — ултӑ ҫулти Андрей, виҫӗ ҫулти Анюк, тата ҫулталӑк ытларах тултарнӑ пӗчӗк Виктор.
Кил-йышри ача-пӑча сачӗ «Калинка» ятлӑ 2№ ШАПМУ-на пӑхӑнать. Амӑшӗ, воспитатель пулса ӗҫленӗскер, ачисене килте пӑхӗ. Ачасен сывлӑхне «Калинкӑра» тӗрӗслесе тӑрӗҫ. Ҫаван пекех физкультура тата музыка урокӗсене те ачасен ача-пӑча садне ҫӳреме тивӗ.
Кил-йышри ача-пӑча сачӗ виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерте вырнаҫнӑ. Белинскийсем ӑна нумай ачаллӑ ҫӗмьесене хваттерпе тивӗҫтерекен республика программипе илнӗ пулнӑ. Хваттерте мӗн кирли пурте пур: спорт кӗтесӗ те; ҫывармалли, апат ҫимелли пӳлӗмсем те.
Ҫак кил-йышри ача-пӑча садне уҫма Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Владимир Тимофеев та килчӗ — вӑл ачасемпе пӗрле хӗрлӗ хӑйӑва касрӗ. Белинскийсен ачисем ҫак савӑнӑҫлӑ самант валли концерт та хатӗрленӗ иккен — хаклӑ хӑнасем умӗнче юрласа пачӗҫ.
