Чӑваш хастарӗсем Конституцие патшалӑх ӑнлавне тавӑрма ыйтнӑ. «Ирӗклӗх» общество ЧР Патшалӑх Канашӗн председательне кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче ыйту ҫырса янӑ.
Хастарсем ҫырура 2012 ҫулта Чӑваш Республикин ӑнлавӗнчен «патшалӑх» сӑмах ҫухалнине аса илтернӗ. Пӗр сӑмахпа, Чӑваш Ен Раҫҫейре республика ҫеҫ. Хастарсен шухӑшӗпе, ку регионти Конституци тытӑмне пӑсать. Ҫавӑнпа «Ирӗклӗх» Конституцие «патшалӑх» сӑмаха тавӑрма ыйтать.
Ҫырура РФ Конституци сучӗн 2000 ҫулти определенине палӑртнӑ. Ун чухне суд «республика (патшалӑх)» субъектсен патшалӑх суверенитетне палӑртнине пӗлтерменнине, Конституципе право статусне ҫеҫ кӑтартнине каланӑ.
Ҫавӑн пекех хастарсем ытти 17 республика Раҫҫейри демократиллӗ патшалӑх пулнине палӑртнӑ. Ҫапла Алтай, Хакас, Калмӑк тата Чӑваш республикисем ҫеҫ палӑртман.