Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чупайри пӗвене тарӑнлатрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 11.08.2010 18:05 | 1873 хут пӑхнӑ
Трактор ӗҫлет кӑна
Трактор ӗҫлет кӑна

Кӑҫалхи шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑ май ял халӑхӗн ҫӑлсемпе ҫӑлкуҫсен тирпейлӗхӗ пирки ҫеҫ мар, пӗвесен тарӑнлӑхӗ пирки те шутлама тивет. Кам ялсене ҫитсе курнӑ, пӗлет — пӗвесенчи шыв типсе ларман пулсан та, шыв шайӗ самай чакнӑ. Ҫавах та шывпа тивӗҫтерес ыйтӑва пӗве пуртан татса пама ҫӑмӑлрах — ҫӑлкуҫран пӗр цистерна шыв тултар-ха — халран кайӑн. Пӗве пулсан вара — насусна чӗрт те тултар кӑна. Пушар тухсан ялта пӗве пурри ӑна сӳнтерме самай пулӑшать, ҫаванпа пушарниксем те пӗвесене тирпейлӗ тытнине ырлаҫҫӗ.

Пур ялта та пӗве ҫук ҫав. Теприсенче малтан пулнӑ та, е татса кайнипе, е юшкӑнланса ларнине пула типсе ларнӑ. Вӑрмар районӗнчи Чупайра та пӗве малтан пулнӑ. Кӑҫал ҫав типсе ларнӑ пӗвене ял тӑрӑхӗн администрацийӗ пулӑшнипе тарӑнлатма шут тытрӗҫ. Ку ыйтӑва ял халӑхӗ пухусенче темиҫе хут те ҫӗкленӗччӗ ӗнтӗ, нумай пулмасть вара Чупай ял тӑрӑхӗн администрацийӗ «Иванов» КФХ-па килӗшӳ турӗ. Вӗсен техникине усӑ курса темиҫе пӗве тасатрӗҫ, тарӑнлатрӗҫ. Пӗве валӗсене те ҫирӗплетрӗҫ. Техника техниках ҫав вӑл — трактор пӗрре ӑвӑсса илес тӑпрапа тӑма темиҫе ҫынӑн пӗр сехет чакаланмалла. Ҫапла май вара Чупай пӗвисене хӑвӑрт алтрӗҫ — халӗ ентӗ шыв туласса ҫеҫ кӗтмелле.

 

Сӑнсем

#пӗвесем, #Чупай, #Чупай ял тӑрӑхӗ, #Вӑрмар районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем