Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Платкан савӑк уявӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 21.07.2010 20:18 | 1974 хут пӑхнӑ
Платка ялӗ картта ҫинче
Платка ялӗ картта ҫинче

Утӑн 17-мӗшӗнче Платкари «Униче» уҫланкӑра 11-мӗш хут ял уявӗ иртрӗ. «Вӗрентекен ҫулталӑкӗ» ячӗпе Ҫырмапуҫ ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Сергей Ванюшкин ялти хисеплӗ вӗрентекенсене Ю. Федотовӑна, А.Михайловӑна, З. Николаевӑна, А. Андреевӑна, Н. Васильевӑна ачасемпе ҫамрӑксене тӗрӗс воспитани парас ӗҫре вӑй хунӑшӑн тав хучӗсем пачӗ, ӳлӗмрен те ял халӑхне пархатарлӑ ӗҫсемпе савӑнтарма ыр сунчӗ.

Ҫавӑн пекех платкасене сумлӑ хӑнасем те саламларӗҫ.

Чӑваш патшалӑх ялавне ҫӗклени — уяв уҫӑлнин палли. Кӑҫалхи уявра ӑна ӑна ҫӗклеме Н. Михайлова педагог тата Раҫҫей Федерацийӗн музыка обществин членӗ, тыл ӗҫченӗ Л. Ильина тивӗҫрӗҫ.

Платка ял старости Зоя Андреева Аслӑ Ҫӗнтерӗве туптанӑранпа 65 ҫул ҫитнӗ ятпа вӑрҫӑ ветеранне — Алексей Скворцовӑна, ҫавӑн пекех тыл ӗҫченӗсене, ялти чи ватӑ ҫынсемпе чи кӗҫӗннисене парнесем парса чыс турӗ.

Вунпӗрмӗш хут иртекен уява «Янра, юрӑ» эстрада ансамблӗ илемлетрӗ. Ҫак кун «Униче» уҫланкӑ хаваслӑ юрӑ-кӗвӗпе янраса ҫеҫ тӑчӗ. Ял ҫыннисене вырӑнти «Ҫӑлкуҫ» халӑх пултарулӑх ушкӑнӗ тата «Сипет» ташӑ ушкӑнӗ пысӑк концерт лартса пачӗ. Шкул ачисем те хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ: тӗрлӗ конкурс, спорт вӑййисем йӗркелерӗҫ.

Пурте пӗрле хуранпа пӗҫернӗ техӗмлӗ шӳрпе тутанни — чи авалхи йӑласене халӑх манманни ҫинчен калать. Савӑк юрӑ-ташӑ, паллах, кӗтӳ кӗртнӗ хыҫҫӑн та вӗҫленмерӗ-ха, платкасем Чӑваш Республики йӗркеленнӗренпе 90 ҫул ҫитнине халалланӑ фильмсем пӑхрӗҫ.

#Шупашкар районӗ, #ял уявӗсем, #уявсем, #Платка

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем