Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Митта Ваҫлейӗн Астӑвӑм кунӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Ille21 11.06.2010 00:03 | 1992 хут пӑхнӑ

17 ҫул Сталин тӗрмисенче асапланнӑ чӑваш сӑвӑҫӗ тиран вилсессӗн ҫеҫ ирӗке тухать. Анчах сывлӑха асапсем ҫисе янӑ… Вӑл икӗ ҫул ытларах ҫеҫ астивет ирӗклӗх сывлӑшне. 1957 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗнче тӑван Аслӑ Арапуҫӗнче акатуйра пулать, халӑх пултарулӑхӗн ушкӑнӗсен-маттурӗсен ӗҫне хаклакан ушкӑнра ӗҫлет, кунӗпе хӗвел айӗнче, пӑлхану-хавхалану та хӑй ӗҫне тӑватех ӗнтӗ… Тепӗр кунне… Юлашки сӑмахӗсем ҫапларах пулнӑ теҫҫӗ: «Хӑйӗн тӑван ҫӗрне таврӑнса вилекен телейлӗ».

Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 26-мӗш ҫурт ҫинче — асӑну хӑми. Шӑпах ун умне чӗрӗ чечексем хучӗ те ӗнтӗ паян миттаҫӑсен пӗр ушкӑнӗ.

Митинга Митта хунтин (фончӗн) ертӳҫи, пӗтӗм тӗнчери Абдӳлхак Хамид Тархан поэзии премийӗн лауреачӗ Илле Иванов ертсе пычӗ. Унта Митта премийӗн лауреачӗсем Евгений Турхан (Тутарстан), ЧР тава тивӗҫлӗ актриси Надежда Кириллова, филологи ӑслайӗсен докторӗ Василий Пушкин, Лидия Ковалюк сӑвӑҫ, чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗн хисеплӗ элтеперӗ Олег Цыпленков, Ангелина Медведева вӗрентекен, филологи ӑслайӗсен кандидачӗ Виталий Станьял сӑмах каларӗҫ.

Тӑван правительствӑна та ӳпкев сӑмахӗ тиврӗ: 1998 ҫултах Шупашкарта Миттан бюст-палӑкне лартма йышӑннӑ, конкурс ирттернӗ, вырӑнне палӑртнӑ… та манса кайнӑ. Манма хушнӑ тени тӗрӗсрех те пуль. 17 ҫул Сталин тӗрмисем Аслӑ сӑвӑҫа ҫителӗксӗр тенӗ пулас — репрессие тата 12 ҫула тӑснӑ. Тен, хальхисем авалхисенчен те ирттерӗҫ-ха.

Аҫа ҪИҪӖМ.

#Митта Ваҫлейӗ, #асӑну кунӗсем, #Шупашкар, #Аслӑ Арапуҫ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем