«Ирӗклӗх» пӗрлӗх Чӑваш Республикин элтеперӗн администрацине тепӗр ҫыру шӑрҫаланӑ — хальхинче вӗсем республикӑна таврӑнма шухӑшлакан чӑвашсене пулӑшма ыйтнӑ.
«Ирӗклӗх» палӑртнӑ тӑрӑх Раҫҫейре ятарлӑ программа пур иккен, ун тӑрӑх инҫетре пурӑнакан Раҫҫей халӑхӗ хӑйӗн тӑван ҫӗршывне куҫнӑ чухне тӗрлӗ пулӑшу илейрет. Пӗрлӗх шухӑшӗпе ҫав программа евӗр чӑвашсем валли те ятарлине хатӗрлеме пулать.
Республикӑна таврӑнма шутлакансен йышне «Ирӗклӗх» ҫак ушкӑнсене кӗртме сӗннӗ: хуть те ӑҫта ҫуралнӑ чӑвашсем, хуть те ӑҫта ҫуралнӑ ашшӗ е амӑшӗ чӑваш пулнӑскерсем, чӑваш чӗлхине пӗлекен хуть те мӗнле халӑх ҫынни, Чӑваш Республикинче ҫуралнӑ хуть те хӑш халӑх ҫынни. «Ирӗклӗх» хастарӗсем сӗннӗ тӑрӑх, пулӑшма тивӗҫ таврӑнакан ҫыннӑн чӑвашла пӗлмелле.
Таврӑнакан чӑвашсене республикӑра тӗпленме укҫа уйӑрса пама тата республика шучӗпе пурӑнмалли ҫуртпа тивӗҫтерме сӗнеҫҫӗ. «Ирӗклӗх» шучӗпе унашкал программа республикӑра ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме, экономикӑна аталантарма пулӑшӗ. Ҫавӑн пекех демографи енчен те улшӑнусем лайӑх енне пулӗҫ-мӗн.