Чӑваш Енӗн ҫурт-йӗр инспекцийӗ Канашри «Телеком Плюс» компани» тулли мар яваплӑ обществӑна кирлӗ мар ҫӗртенех тӗрӗсленӗ.
Чӑваш Енӗн прокуратурине кун пирки асӑннӑ компанин пуҫлӑхӗ ҫӑхавланӑ. Обществӑна ертсе пыракан шутланӑ тӑрӑх Ҫурт-йӗр инспекцийӗ саккунлӑ мар хӑтланнӑ пулать. Пӗлтерни тӑрӑх прокуратура тӗрӗслев йӗркеленӗ. Алексей Мишин аслӑ ҫурт-йӗр инспекторӗ инспекци пуҫлӑхӗн ҫумӗн утӑн 7-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн предприятире асӑннӑ уйӑхӑн 8 тата 9-мӗшӗсенче планпа пӑхман тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫапла тума инспекцие нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакан ҫын пӗтӗмӗшле харпӑрлӑхпа усӑ курас ыйтупа ҫыхӑннӑ ыйтӑвне пӑхса тухма тивни хистенӗ. Анчах прокуратура Ҫурт-йӗр инспекцийӗн тӗрӗслеме сӑлтав пулманнине асӑрханӑ. Ҫавӑншӑн инспектора административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ.