Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Красноармейски район пуҫлӑхӗн ӗҫне Николай Антонов туса пырӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 27.05.2010 18:27 | 1539 хут пӑхнӑ
Ларура
Ларура

Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Красноармейски район администрацийӗн лару залӗнче район депутачӗсен тӑваттӑмӗш суйлаври Пухӑвӗн черетлӗ 41-мӗш ларӑвӗ иртрӗ.

Унӑн ӗҫне район депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗсемсӗр пуҫне ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, район центрӗнчи предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертӳҫисем, шкулсен директорӗсемпе ача сачӗсен заведующийӗсем, район администрацийӗн управленийӗпе пайӗсен пуҫлӑхӗсемпе секторӗсен заведующийӗсем хутшӑнчӗҫ.

С. А. Николаев район пуҫлӑхӗн полномочийӗсене срокчен хӑварма — хӑй ирӗкӗпе отставкӑна кайма заявлени ҫырнӑ. Депутатсемпе пухӑннисем умӗнче Станислав Андреевич сӑмах каларӗ, пӗрле килӗштерсе ӗҫленӗшӗн пурне те тав турӗ. Ку ыйтупа район депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗ В. В. Александров, район администрацийӗн культура, спорт, ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ А. Н. Лебедев, ӗҫ ветеранӗ Н. М. Матвеев, район пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Н. И. Антонов сӑмах илчӗҫ, С. А. Николаева район аталанӑвӗшӗн тунӑ ӗҫсемшӗн тав сӑмахӗсем каларӗҫ. Депутатсем Станислав Андреевич ыйтӑвне тивӗҫтерчӗҫ.

Чӑваш Республикин Президент Администрацийӗн йӗркелӳпе тӗрӗслев Управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ В. Г. Орлов Станислав Андреевич Николаев ячӗпе ӑшӑ сӑмахсем каласа ӑна вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче тухӑҫлӑ вӑй хунӑшӑн ЧР Президенчӗн Тав ҫырӑвне пачӗ.

Депутатсем район депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗ — район пуҫлӑхӗ пулма В. Н. Григорьева, район депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗн ҫумне В. И. Петрова суйларӗҫ.

В. В. Александров хӑйне район депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтра пулӑшу кӳнӗшӗн пухӑннисене тав турӗ.

Депутатсем ҫавӑн пекех Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхне контрактпа ҫирӗплетиччен пурнӑҫласа пыма район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Н. И. Антонов ҫине хучӗҫ.

Депутатсем кунпа пӗрлех Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗн должноҫне ҫирӗплетме район депутачӗсен Пухӑвӗнчен конкурс комиссийӗн йышне 5 ҫынна кӗртрӗҫ, конкурс комиссийӗн членӗсене ҫирӗплетме ЧР Президенчӗ патне тухасси пирки йышӑну турӗҫ.

Малалла ларура финанс пайӗн пуҫлӑхӗ Р. А. Николаева (Роза Александровна депутатсемпе пухӑннӑ ҫынсен ыйтӑвӗсене те хуравларӗ), пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен секторӗн заведующийӗ В. П. Петров, вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ М. Д. Голубев, йӗркелӳпе тӗрӗслев ӗҫӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ В. Ю. Иванов, культура, спорт, ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ А. Н. Лебедев тухса каларӗҫ. Депутатсем вӗсемпе те тивӗҫлӗ йышӑнусем турӗҫ.

 

Сӑнӳкерчӗксем

#Красноармейски районӗ, #Красноармейски, #ларусем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем