Иртнӗ ҫулшӑн ҫӗр, транспорт тата пурлӑх налукӗсене тӳлес ыйтусене уҫӑмлатма Федерацин налук службин инспекцийӗсенче Уҫӑ алӑксен кунне ирттереҫҫӗ. Ӑна хальхинче авӑнӑн 18, 19-мӗшӗсенче йӗркелеме палӑртнӑ.
Маларах каланӑ налуксене ҫитес уйӑхӑн 1-мӗшӗнчен кая юлмасӑр тӳлемелле.
Ыйтса пӗлес тесен специалистсем патне ҫитсе килме ан ӳркенӗр. Вӗсенчен вӑл е ку территорире мӗнле виҫепе тӳлеттерни тата ҫӑмӑллӑхсем пуррипе ҫукки пирки ыйтса пӗлме май килӗ.
Унсӑр пуҫне налук органӗсем ярса панӑ уведомленисенчи ҫӗр, транспорт, пурлӑх налукӗсен виҫисем тӗлӗшпе тӳрлетӳсем кӗртмешкӗн ыйтса ҫырма пулать.
Уҫӑ алӑксен кунӗсенче налук инспекцийӗсем ҫак графикпа ӗҫлӗҫ: авӑнӑн 18-мӗшӗнче — 8-тан пуҫласа 20 сехетчен, авӑнӑн 19-мӗшӗнче — 10-ран пуҫласа 15 сехетчен.