Шупашкарта хула пухӑвӗн депутачӗсене суйлас тӗлӗшпе маларах пуҫланнӑ суйлава вӑхӑтлӑха чарса лартнӑ. Ҫапла майпа республикӑран авӑнӑн 13-мӗшӗччен тухса каякансен граждан тивӗҫне пурнӑҫлама май ҫук. Ҫапла «Правда ПФО» сайтра пӗлтереҫҫӗ.
Сайтра ҫапларах ҫырнӑ: «Маларах суйланисем улталаннӑ, мӗншӗн тесен вӗсен «сасӗ» вӑйра шутланмасть».
Авӑнӑн 5-мӗшӗнче суйлав комиссийӗ РФ Тӗп суйлав комиссийӗн йышӑнӑвне пурнӑҫласа «Раҫҫей патриочӗсем» парти списокне регистрациленӗ. Ҫапла майпа маларах пичетленӗ бюллетеньсем макулатура пулса тӑнӑ.
ЧР Тӗп суйлав комиссийӗн «хӗрӳ линийӗ» пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес кунсенче ҫӗнӗ бюллетеньсем пичетлӗҫ, вӗсене участокри комиссийӗсене хӑвӑрт валеҫӗҫ. «Хальлӗхе маларах суйлама май ҫук», — тенӗ унта.
«Раҫҫей патриочӗсем» бюллетеньре ҫиччӗмӗш номер илӗҫ. Парти хӑйсенчен килмен сӑлтавсене пула шӑпа янӑ ҫӗре хутшӑнайман.
«Раҫҫей патриочӗсем» парти лидерӗ Владислав Солдатов каланӑ тӑрӑх, унчченхи бюллетеньсене пӑрахӑҫламасан та пултарӗҫ. Анчах кунашкал пулсан парти суда ыйту ҫырӗ.