Ҫумӑр


«Кайрăн-им, çумăр...»


Кайрăн-им, çумăр,

кайрăн-им

таçта — çума?..

Ун чух пулни

таврăнмĕ

манпах юлма.

 

Вилнĕ хумсен

юхăмĕ

суять тăна.

«Суннĕ тесеччĕ —

юлнă-мĕн.

Кăштах кăна.»

 

Сӳннĕ тесеччĕ —

Юлнă-мĕн...

Паллах, паллах!

Халь пурăнатпăр.

Улĕм-и? —

Шăппăн кăна...

«Хушӑран пур тӗнче — йӑлӑнтарнӑ экран...»


Хушăран пур тĕнче — йăлăнтарнă экран,

Чи юнтармăш сассем те халь темшĕн паха.

Ĕнерхи куççульне манайман кантăкран

Сапалапчăк хĕвел ăшăтмасăр пăхать.

 

Хама хам ăнланасшăн çӳретĕп паян.

Хампа хам юлниех — тӳсмелле мар асап.

Эс ялан систермесĕр килен те каян,

Эп ... пĕлмен чĕнеймесĕр тăрса юласса.

 

Сассăрлантăм ятна асăна-асăна,

Тавçăраймăп, темле тĕлĕнтермĕш хăват...

Аслатисĕр те çиçĕмсĕр шăппăн кăна

Вĕтĕ çумăр тулта асăрханнăн çăвать...

Ҫумӑр ташши


Пысăк ялăн çийĕнче

Пысăк пĕлĕт чарăнчĕ,

Унăн йывăр кутамккинчен

Çумăр пĕрчи сапăнчĕ.

Шăпăр-шăпăр юрласа,

Тăпăр-тăпăр ташласа

Ак пĕри çĕре сикет,

Ак теприйĕ сирпĕнет...

Шăппи-шаппи, пăтти-пат,

Çара ури çăтти-çат.

Йывăç тăрри, пӳрт тăрри,

Курăк тăрри, шыв тăрри,

Çумăр пĕрчипе пĕр харăс

Тапăртатса-шапăртатса

Çатăлтатса юлтăр-и?..

«Кăвак кантăк куçне йĕпетсе...»


Кăвак кантăк куçне йĕпетсе,

Шĕпĕр-шĕпĕр саспа çуса иртрĕ вĕт çумăр.

Мĕн тăран тĕнчерен тĕлĕнсе? —

Çумăрсем кĕрсерен чарăнмасăр та çунă.

 

Пĕр самант манăçам-и йăлтах

Шурă юр шуррине асăма илеймесĕр.

Çав хĕле астăватăп, паллах...

Иртнĕ кун йӳççинчен мĕн упратăн халь эсĕ?

 

Халлĕхе эп никамăн та мар.

(Нихăçан та, ниçта та, никамăн та пулмăп),

Эсĕ тар ман патран, эсĕ тар!

Чи ачаш куллăмпа унчченех эп йăл кулнă.

 

Çĕр каçасчĕ пĕччен чăтлăхра,

Тен, ун чух ыйхăри вăрмана ăнланаттăм.

Мана тăвăр кун пек хăтлăхра!

Илсе кай... Эп пыратăп санпа... тамăка та...

«Ҫумӑр ҫурӗ, ҫурӗ...»


Çумăр çурĕ, çурĕ...

Кĕркунне-и, çур-и —

Куçăм хупăнать...

Пулать!

(Йĕрекен — йĕрет,

Кулакан — кулать).

Пуласси пулать те —

Вăшт тăрса юлать.