Тинĕс


Тинĕсе


Вĕçсĕр-хĕрсĕр тинĕсĕм,

Хуп-хуран, сип-симĕсĕн,

Кăпăк тумлăн, хумлăн, хумлăн

Çырана çапса, хăюллăн

Хумлă сулнăксемпе сулăн,

Хумлă кăпăкпа вĕре.

Ман çунатлă вутлă чунăм,

Çĕн çĕре чĕнен чĕре

Кĕрешу вăйне анчах

Кăмăллать çак тĕнчере.

 

Тинĕс, тинĕс, вăйлăрах

Хыççăн-хыççăн хум пăрах.

Тамăк вутлăн, тамăк çутлăн,

Вут-кăварлăн, хар-хаяррăн,

Тайăн-тайăн, çырăн-варăн

Хутлă хумлăн сулăн-уткăн.

Кĕрешӳ сассипеле —

Вăйлă мĕкĕрлеш саспа

Йăвăр пĕл[ĕ]тсене силле,

Хумсемпе çапа-çапа

Чуллă çырана тапрат,

Хулăм чулсене ташлат.

 

Тинĕс, тинĕс, — умăнта

Çĕн чăвашăн çĕн поэчĕ;

Авалхи кунсен ĕречĕ

Ун чунне тапта-тапта,

Ун чунне, чĕри тĕпне

Хурлăхлăх юрри хăварнă.

 

Тинĕс, тинĕс, эс хаяррăн

Сăвăçăн юнне-чунне

Вăйлă хумлă юрăпа,

Кĕрешме чĕнен саспа

Нишлĕлĕхсенчен тасат.

Вăйлă паттăрлăх, хăват

Вырнаçтар ун чĕрине.

Чунĕ ун хăюллă пултăр,

Малалла

Çапкаланчăк


Эп çӳрерĕм тĕнче тăрăх,

Пултăм тинĕс леш енче.

Кăнтăрта çунтарчĕ шăрăх,

Шăнтăм сивĕ çĕрсенче.

 

Инçетри çулсен тусанĕ

Ларчĕ манăн ӳпкене.

Сивĕ тинĕс-океанăн

Лекрĕм эп штормĕсене.

 

Килсе çитрĕм — эс чĕнмерĕн,

Пăхрăн сиввĕн куçсенчен.

— Кая юлтăн эсĕ, — терĕн, —

Тĕнче касрăн çак кунччен.

 

Маншăн эсĕ — çапкаланчăк,

Ĕçсĕр-тĕлсĕр ăçтиçук!

Кай кунтан эс — килсĕр анчăк,

Ăш сăмахăм саншăн çук.

 

...Тинĕс шывĕ пит тăварлă.

Йӳç тăварлă ман куççуль.

Ăçта-ши ман шĕл-кăварлă

Юрату? Çухалчĕ пуль!

«Маншăн пурнăç — тĕпсĕр тинĕс...»


Эп çакна пĕлетĕп

чарлансем çинчен:

ĕмĕрне тухмаççĕ

тинĕсе пĕччен.

Мих.Васильев

 

Маншăн пурнăç — тĕпсĕр тинĕс,

Ĕмĕтпе виçми инçет.

Çук, пулмасть вăл тинĕс тикĕс,

Тăвăлра вăй-хал виçет.

 

Аслати те çиçĕм-хĕмĕ...

Хум силлет те ывăтать.

Пурпĕрех ишет-çке кимĕ,

Тăвăлра çеç чун канать.

 

Тинĕсе пĕччен тухманшăн

Шăпама тăвтапуçах.

Ална пар мана, юлташăм,

Вăй-халсем чакман пачах.

 

Малалла ишер, хум тивмĕ,

Чарăнмасăр пырĕ кимĕ.

Тинĕсре


Тинĕс, кала-ха мана:

Эс хумусен айĕнче

Ĕнтĕ мĕн чухлĕ çынна

Урăх кăтартрăн тĕнче?

 

Манăн çав чĕмсĕр йыша

Пач та кĕрес шутăм çук.

Çирĕм çулхи шухăша

Ан лапчăт эс, мăлатук.

 

Тинĕс — ялти пĕве мар,

Вăл — улăпла çăпала:

Тек пăтратать васкавар,

Тек пăтранать хăй çапла.

 

Тен, кăларасшăн ăсса

Вăл ылтăн пулă пĕрре?

Тен, çут-кĕрен парăса

Вăл кăтартасшăн пире?

 

Илĕртмĕше ан ĕнен,

Ан çывăхлан унпала:

Е мĕкĕрет вăл ĕнен,

Е ӳхĕрет упалла...

 

Эй, аслă шыв, ăçталла

Халĕ карапăн шăвас?

Эсĕ пин-пин Атăла

Шăнăçтарма та хавас.

 

Ĕлĕк каланă пĕри,

Петĕр патша ятлăскер:

Тинĕс — тĕнче кĕперри,

Çӳрĕр ун тăрăх чипер.

 

Эччĕ те çав, çамрăка

Мĕншĕн ытла хĕн кӳрес?

Тинĕс — е хăтлă сăпка,

Е — шутсăр йывăр хĕрес.

 

Тинĕс, куççуль те пайтах,

Хăсăк та, юн — сан çинче,

Пурпĕр санран тасарах

Малалла

«Ăстампулта виç тинĕс...»


Ăстампулта виç тинĕс,

Сапса йăлтăр хумне,

Илемлĕн, лăпкăн, тикĕс,

Кăваккăн, тĕксĕм-симес

Кăтартрĕç хăй сăнне.

 

Çăтмах çапла-ши тетĕп

Е тамăк çакăн пек?

Пăхатăп, тĕлĕнетĕп,

Ăшчикĕмпе телейлĕн

Савса çуйлантăм эп.

 

Хам ăнланман чĕлхе те,

Хам калайман сăмах

Манра çуратрĕ хевтĕ,

Раскаллă эпĕ тетĕп,

Инçет те ман çумрах!

 

Аэропорт - Вакиф - Полис еви.

«Тинĕс хумĕ пек пирĕн пурнăç...»


Гювен Бургула,

Киарис ачисен ертӳçине~

 

Тинĕс хумĕ пек пирĕн пурнăç,

Вĕçсĕр çаврăм пек пирĕн çул.

Хумсемпе хумсем ма тĕл пулмĕç?

Тен, тĕл пулăпăр тепĕр чух!

 

1997, çу, 24.

Телей утравĕ


Пĕр патшалăхра Лаша пурăннă. Вăл Çилçунат ятлă. Ятне кура питĕ вĕçме ĕмĕтленнĕ, çавăнпа та телей утравĕ çине кайма шутланă. Çул çинче Мăрмăр кушак аçине тĕл пулнă. Кушак аçи макăрса ларнă.

— Кушак аçи, мĕншĕн макăратăн? — ыйтнă Лаша.

— Эпĕ ишме пĕлместĕп, — тет кушак аçи.

— Кушаксем шывран хăраççĕ, çавăнпа та ишме пĕлмеççĕ, — тет Çилçунат.

— Эпĕ хăйне евĕр кушак аçи! — хирĕçлет кушак аçи.

— Эпĕ телей утравĕ çине кайма тухрăм, унта пурин те ĕмĕчĕ пурнăçланĕ, пĕрле кайрăмăр, санăн та ĕмĕтӳ пурнăçланĕ, — тенĕ Лаша.

— Тавтапуç, эсĕ ырă кăмăллă Çилçунат.

Вĕсем иккĕшĕ пĕрле малалла кайнă. Кушак аçи питĕ савăннă, пăлханнă. Пăлханнипе унăн урисем те тарласа кайнă.

Çапла вĕсем уй-уй урлă, вăрман витĕр нумай утнă. Утсан-утсан хырăмĕ выçса кайнине туйса илнĕ, анчах вĕсем хăйсемпе пĕрле апат-çимĕç илмен пулнă. Кушак аçи кĕçех курăк хушшинче пĕр питĕ пысăк кăмпа курнă. Кушак аçи питĕ выçă пулнипе çур кăмпине чĕрĕллех çисе янă. Çилçунат хăй пайне пĕçерсе çинĕ. Чĕрĕ кăмпа çинĕ хыççăн кушак аçине йывăр пулнă. Унăн çывăрас килнĕ, урисем утман. Лаша кушак аçине çурăм çине лартса малалла кайнă.

Малалла

Санпа эпирчченех çак çăлтăрсем çуталнă...


Санпа эпирчченех çак çăлтăрсем çуталнă,

Эпир сĕмленĕпĕр — çуталĕç çаплипех.

Анчах шанас пулать: çын çăлтăрпа çуралнă,

Ун куçĕ хупăнсан — пĕр çăлтăр сӳнетех.

 

Санпа эпирчченех шавланă çакă тинĕс,

Эпир шăпланăпăр — вăл шавлĕ çав-çавах.

Анчах шанас пулать: ăна илтетĕн тин эс,

Эгем чĕнми пулсан — пĕр хум чарать шава...

Тинĕспе сывпуллашни


Сыв пул, тинĕс, килсе куртăм!

Сывă юл та ан кӳрен!..

Тинĕс чакрĕ пĕр-ик утăм,

Унтан сикрĕ ман çине.

 

Мана хыттăн ыталарĕ

Чи юратнă тусăм пек,

Хăйĕн ăшă та тăварлă,

Çуйкăн, вăйлă хумĕпе.

 

Ыталарĕ хыттăн-хыттăн,

Йăтса ывăтрĕ инçе.

Юлашки хут эпĕ выртрăм

Ун сенкер ытамĕнче.

 

Нумайччен вара сиктерчĕ

Вăл мана сăпкари пек,

Савăнтарчĕ, килентерчĕ

Ялтăн янкăс ирĕпе.

 

Çитĕ, çитĕ, сыв пул, тинĕс!

Пушкин пек эп хурланса

Уйрăлмастăп. Кунсем иртĕç,

Каллех çитĕп çаврăнса.

«Урса çĕкленчĕ тинĕс — ватă урхамах...»


Урса çĕкленчĕ тинĕс — ватă урхамах,

Шап-шурă çилхипе ватса ман çырана.

Ун хумĕсем паян ту тăррипе танах,

Кама çилленнĕ, тинĕс, каласам мана.

 

Мĕн-ма çапла кĕтсе илетĕн, каласам.

Тен, эс аса илетĕн пулĕ Çеçпĕле.

Тăван Чăваш çĕршывĕ уншăн ют пулсан,

Эс, тинĕс, тарăхрăн çапла унпа пĕрде.

 

Аса илетĕп ватă аннене кучух.

«Ачам, кĕтет-шим Çеçпĕлĕн шăпи сана?»

Тесе ăсатнăччĕ тăшман пит урнă чух

Куççульпеле йĕрсе ют çĕрсене мана.