Тăпачă


Хĕр-агронома


Эсĕ йывăр тăмлă атăпаччĕ,

Путнăччĕ пуль тарăн шухăша.

«Ун пек чух эп тытнăччĕ тăпачă, —

Терĕ ват хĕрарăм,

Шӳт туса.

 

— Вăл илмен пуль аллине тăпачă,

Тен, çурла та вăл курман хальччен».

Эй, тăхлачă, ытарми тăхлачă,

Ма куласшăн атăллă хĕртен?!

 

Аттине вăл хывĕ те — вара ху

Тĕлĕнсех сăмахлăн: ай-тур-тур...

Ан çиллентĕр, — уттăр-ха вăраххăн, —

Ун çине пăхмашкăн шухăш пур.

 

Уттинче эс курăн

пурнăç витĕр

Тикĕссĕн хăварнă йĕрсене...

Юрату çĕкленĕ чун кĕвви те

Çырăнса юлать ав йĕр çине.

Авăн уйăхĕ


Шăпа пит çамрăкла хăварчĕ

Мана аттеçĕм вырăнне,

Тыттарчĕ сулăмлă тăпачă,

Тăратрĕ сарăм варрине.

 

Пĕрмай эп сылтăмпа çапаттăм,

Сулахайне питех шанман;

Кӳрше лектересрен хăраттăм

Асăрхаймасăр çамкаран.

 

Çапах та чĕререх янратчĕ

Тăпачăн тăпăртăк ташши;

Сарăм вĕçне тухсан аванччĕ

Ӳпĕнтерме пĕр алтăр шыв.

 

Ытарайми таса çăл шывĕ,

Йăлтах уçатчĕ ăшăма...

Эп çитĕнтĕм патвар та сывă, —

Мухтав тăван çĕршывăма!

 

Халь ĕнтĕ акă сулăнатăп

Çул иртнĕçемĕн ватталла;

Чи малтанхи мăнукăма та

Кăçал ак тытрăм хам алла.

 

Анчах эп чунăмпа пĕрре те

Туймастăп ватлăх çитнине;

Районсене тухса çӳретĕп,

Сăнатăп пурнăç таппине.

 

...Тăван уй-хир, тӳлек ял каçĕ,

Мăнаçлă çăлтăрлă тӳпе.

Çул тăрăх çутăсем куçаççĕ

Сӳнме пĕлмесĕр çĕрĕпе.

 

Тахçан ытла шăп пулаканччĕ

Кун пек ĕççийĕнче çĕрле.

Итле, юлташăм, тăнласамччĕ —

Халь çĕрĕпех мотор кĕрлет.

Малалла

Уйри йĕтем çинче çапатчĕç авăн...


Уйри йĕтем çинче çапатчĕç авăн

хĕрарăмсем сулмаклă тăпачпа.

Тар каснăран хуралнăччĕ, çĕр чавнăн,

Пир кĕписем — йĕпеннĕччĕ лачкам.

 

Мĕскер кăна курмарĕ пирĕн ӳсĕм?

Паян ун аллинче машшин улать.

Çавах пуçри сайра вăрман пек çӳçĕм

çитес çулсен усравĕнче юлать.

 

Ĕçри халпа çуралнă чи сулмаклă

кĕлте, çĕмел сăмахсене чĕлхе

пăрахрĕ асăнма ĕмĕрлĕхе:

асра вĕсен пĕлтерĕшĕ сăваплă.

 

Чĕре тесе, анне кĕтмен çĕртен

машшин лартса паманшăн хĕпĕртем.