Парне


Тутăр


Вăтăр çул каялла, хĕсметре тăнă вăхăтра, Хветура аппаран çыру илтĕм. «Отпуска килсен пирĕн пата кĕрсе тухма вăхăт туп-ха, — тет. — Аçӳ-аннӳне курманни те виçĕ-тăватă çул çитет. Питĕ пуплес килет. Тăвансем вĕт эпир».

Ай, вăхăт шăвать. Хветура аппана курманни, чăнах та, çĕр çул та пулĕ. Çырура тăвансем çинчен тĕплĕн пĕлтерет. Асанне вунултă ывăлпа пĕр хĕр çуратнă. Кукамайăн та ратни питĕ йышлă. Ăçтан пĕлсе çитерĕн пурне те. Хветура аппа пурне те астăвать, паллать. Кам ăçта ĕçлет, мĕнле хваттер илнĕ, ачи-пăчи мĕнле пурăнать — ним те пытарай-мăн Хветура аппаран. Хăйĕн çемйи çинчен те манса хăварман.

«Эпир чиперех пурăнатпăр. Çĕнĕ хваттер илтĕмĕр. Питĕ хăтлă! Ай-яй, ваçка, ĕлĕкхипе танлаштарсан пурнăç халĕ пыл та çу. Стенка текенни ялтăртатса кăна ларать, кавирсем, телевизор та тĕрлĕ тĕспе кăтартаканни. Мĕн тери ырлăх. Эп сана вăрттăн çакна та каласшăн: мана, карчăка, ваннăй çăтмахри пекех туйăнать. Ыраш пăтри пек шăмпăлтатса анчах вырт. Мунча çинчен те манма пуçларăм. Санпа пĕрле шкула чупнă Лёнькка ывăлăм пысăк пуçлăх. Халĕ кăна арăмĕпе курортран килчĕç. Мана валли тутăр туяннă. Тутри вара — чĕнтĕрлĕ, эрешлĕ. Ай, хитре-çке. Павлово-Посадра тĕртеççĕ ун пеккисене. Ку хула ĕлĕкех тутăр тĕртсе чапа тухнă...»

Малалла

Парнене çухатни


Хĕрарăмсен уявĕнче мана анне кукăль парнелерĕ. Ахальли мар, çавраки. Уйăх пек çавраскер çап-çутă çуталса выртать. Аннене чуп турăм, тав турăм, кукăле сĕтел çине хутăм та çĕçĕ илме кухньăна кайрăм. Каялла килсен пăхатăп, сĕтел çинче кукăль çук. Ниçта та çук: сĕтел çинче те, сĕтел айĕнче те, шкапра та. Анне парнеленĕ кукăль çук! Кукăле тупмаллах. Тупаймасан анне мана мĕн калĕ? Анне ман çине хытах кӳренĕ.

Кукăль шырама тухса кайрăм. Вăрман тăрăх, уй тăрăх, тусем тăрăх утрăм. Мана хирĕç пĕр старик килет. Эпĕ унран: «Эсир çаврака кукăль тĕл пулмарăр-и?» — тесе ыйтрăм.

— Вăл уйăх евĕр çутатмастчĕ-и?

— Çапла, уйăх пекехчĕ.

— Апла пулсан ăна уйăх илсе тарнă.

— Мĕн тăвать вăл ман кукăльпе? Ăна мана анне парнеленĕ-çке!

— Уйăх хăйне валли тус тупасшăн пулнă. Санăн кукăльне курсан вăл: «Тинех тус тупрăм», — тесе хĕпĕртерĕ пулĕ-ха.

— Уйăх ăçта пурăнать?

— Ăна çĕрле çеç курма пулать. Пĕлĕт çинче.

— Ун патне епле çитмелле-ши?

— Тĕнче хĕрне кайса лар та çĕрле пуласса кĕт. Çĕрле пĕлĕт çинчи çăлтăрсем çине пăх. Пĕлĕт çинче икĕ уйăх пулсан, пĕри санăн кукăлӳ. Çĕрле, шăп та лăп 12 сехетре, йĕри-тавра пăх, пĕр енче çул курăн, çав çул сана уйăх патне илсе çитерет. Çул тăрăх чупмалла, утмалла мар. Питĕ нумай утмалла, сехет хушшинче те çитейместĕн. Çак çул çĕрле 1 сехетре çухалать, санăн унччен палăртнă вырăна чупса çитмелле, пĕрре те каялла ан пăх, чуп та чуп.

Малалла

Чи хаклă парне


Юрлă-çумăрлă çанталăк

Тăват çул алхасрĕ тек:

Юнлă-çулăмлă çулталăк —

Кашниех çур ĕмĕр пек.

 

Юрĕ-çумăрĕ татахчĕ...

Пуля — кĕтнĕ çимĕç мар.

Кашни пуля — пĕр салтакчĕ,

Ман юлташчĕ, нимĕç мар.

 

Урлă-пирлĕ шăхăратчĕ,

Суккăр пуля ши те ши!

Ман пуçа вăл шав шыратчĕ —

Тупĕ-ши те тупмĕ-ши?

 

Ах, аннем, вилес килместчĕ

Ют çĕрте вунсаккăрта!

Пурăнас тесех сикетчĕ

Яш чĕреçĕм кăкăрта.

 

Хамăр çĕр енне пăхаттăм

Вĕçмен чух хăруш йĕтре,

Хамăр кил тĕлне шыраттăм

Ăш вăрканă сехетре.

 

Ман чĕрем сире сунатчĕ:

«Пултăр ирĕк ĕмĕр сыв!»

Хамăр кил пек туйăнать-çке

Манайми Тăван çĕршыв.

 

Çавăнпа эп тупа турăм

Çапăçмашкăн çич ютпа,

Фашиста хăйне тĕп турăм —

Ан юнатăр тек вутпа!

 

Каçарсам, аннем, кӳмерĕм

Парнесем ют çĕршывран:

Хаклăран хакли вăл терĕм,

Çĕнтерӳ — парнеçĕм ман!

Аннене парне илсе патăм


Хĕрарăмсен кунĕ çитнĕ май анне валли парне илме кайрăм. Лаша кӳлтĕм те çула тухрăм. Вăрман çулĕпе вĕçтерсе пыратпăр. Йĕри-тавра епле хитре, кашни йывăç юр пĕркенчĕкĕ айĕнче ларать, хăшĕ-пĕри кĕрĕк тăхăннă, тепри шупăрпа,виççĕмĕшĕ - шурă тутăрпа. Темĕнле çурт патне çитсе тăтăмăр. Лашана кăкартăм та пӳрте кĕтĕм. Шалта никам та çук. Алăк патĕнче илемлĕ патак тăрать. Кушак мяуклатса пычĕ, патака тĕкĕнчĕ те, кушакран сысна пулса тăчĕ. Тĕлĕнсех кайрăм. Сак çине пырса лартăм. Пӳрте старик пырса кĕчĕк Шурă, вăрăм сухаллăскер.

— Мĕн кирлĕ сана? — ыйтать старик манран.

— Анне валли парне шыратăп.

— Мĕн парнелесшĕн эсĕ ăна?

— Хитре тутăрпа илемлĕ чечек çыххи.

— Юрĕ, сана хитре тутăр та, чечек те парнелетĕп, киле кайма пултаратăн.

Лаша çине лартăм çеçю вăл çунатлă пулчĕ тăчĕ. Çӳлелле вĕçсе хăпарчĕ. Пĕлĕтре вĕçсе пыратпăр. Пăхатăп та, лаша çухалнă, çуни çеç. Çаплипех вĕçетĕп-ха. Киле çитрĕм. Манăн лаша витере тăра парать. Эпĕ шăпах мартăн 8-мĕшĕнче киле çитнĕ иккен. Пӳрте чупса кĕтĕм те аннене юрă юрласа патăм, сăвă каласа савăнтартăм, тутăр çыхтартăм, чечек çыххи парнелерĕм. Анне питĕ-питĕ савăнчĕ.