Парнене çухатни
Хĕрарăмсен уявĕнче мана анне кукăль парнелерĕ. Ахальли мар, çавраки. Уйăх пек çавраскер çап-çутă çуталса выртать. Аннене чуп турăм, тав турăм, кукăле сĕтел çине хутăм та çĕçĕ илме кухньăна кайрăм. Каялла килсен пăхатăп, сĕтел çинче кукăль çук. Ниçта та çук: сĕтел çинче те, сĕтел айĕнче те, шкапра та. Анне парнеленĕ кукăль çук! Кукăле тупмаллах. Тупаймасан анне мана мĕн калĕ? Анне ман çине хытах кӳренĕ.
Кукăль шырама тухса кайрăм. Вăрман тăрăх, уй тăрăх, тусем тăрăх утрăм. Мана хирĕç пĕр старик килет. Эпĕ унран: «Эсир çаврака кукăль тĕл пулмарăр-и?» — тесе ыйтрăм.
— Вăл уйăх евĕр çутатмастчĕ-и?
— Çапла, уйăх пекехчĕ.
— Апла пулсан ăна уйăх илсе тарнă.
— Мĕн тăвать вăл ман кукăльпе? Ăна мана анне парнеленĕ-çке!
— Уйăх хăйне валли тус тупасшăн пулнă. Санăн кукăльне курсан вăл: «Тинех тус тупрăм», — тесе хĕпĕртерĕ пулĕ-ха.
— Уйăх ăçта пурăнать?
— Ăна çĕрле çеç курма пулать. Пĕлĕт çинче.
— Ун патне епле çитмелле-ши?
— Тĕнче хĕрне кайса лар та çĕрле пуласса кĕт. Çĕрле пĕлĕт çинчи çăлтăрсем çине пăх. Пĕлĕт çинче икĕ уйăх пулсан, пĕри санăн кукăлӳ. Çĕрле, шăп та лăп 12 сехетре, йĕри-тавра пăх, пĕр енче çул курăн, çав çул сана уйăх патне илсе çитерет. Çул тăрăх чупмалла, утмалла мар. Питĕ нумай утмалла, сехет хушшинче те çитейместĕн. Çак çул çĕрле 1 сехетре çухалать, санăн унччен палăртнă вырăна чупса çитмелле, пĕрре те каялла ан пăх, чуп та чуп.
Эпĕ старике тав турăм, хăвăртрах малалла утрăм. Кĕçех вăл каланă вырăна çитрĕм. Çĕрлене кĕтме пуçларăм. Хам та сисмен, çывăрса кайнă. Вăрансан пĕлĕт çине пăхрăм, унта икĕ уйăх çутатать, çăлтăрсем курăнмаççĕ.
Старик сăмахне аса илтĕм те çул шырама пуçларăм. Çул хатĕр-мĕн. Пĕр чарăнми чупрăм, чупса çитрĕм-çитрĕмех. Уйăх мана тĕлĕнсе кĕтсе илчĕ:
— Мĕн кирлĕ сана, пĕчĕк хĕр пĕрчи?
Эпĕ хамăн хуйхă çинчен каласа парсан уйăх кулянсах кайрĕ: «Манăн туссем çук».
— Епле çук? Çăлтăрсем юнашарах-çке!
— Вĕсем таçта çухалчĕç, тусанланса ларчĕç, çутатаймаççĕ. Енчен те эсĕ вĕсене тасатсан эпĕ сана хăвăн кукăльне каялла тавăрса паратăп.
Тӳрех ĕçе пикентĕм. Пĕлĕтри шывпа çăлтăрсене çурăм, пурне те тасатрăм. Вĕсем каллех çутатма пуçларĕç. Уйăх хĕпĕртесех кайрĕ:
— Тавтапуç сана, пĕчĕк хĕр пĕрчи, акă санăн кукăлӳ, ил ăна.
Уйăх мана хăех çĕр çине антарса ячĕ, шăпах хамăр çурт тăрри çине анса лартăм. Тӳрех пӳрте чупса кĕтĕм, кукăле касрăм.
Кукăль ăшĕнче, ĕненетĕр-и, ĕненместĕр-и, ылтăн сехет, алла çыхмалли сехет! Сехете çыхрăм, çывăрма выртрăм.
Ир çинче аннене уйăх патĕнче хăнара пулни çинчен каласа парсан вăл мана ĕненесшĕн пулмарĕ, анчах та сехете курсан ĕненчĕ. Çав сехете эпĕ халĕ те упратăп, вăл тĕрĕсех шаккать, мана телейлĕ пурнăç парнелет.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...