Айăп


Айăплă эпĕ... айăплă...


Айăплă эпĕ... айăплă...

Аннем умĕнче питĕ айăплă.

— Вĕренсе ăс пух

хавал çитнĕ чух, —

Турткалантăм чунтан чăхăм-кайăкла...

 

Айăплă эпĕ... айăплă...

Аттем умĕнче питĕ айăплă.

— Кил-çурта эс пăх,

тĕреклентĕр йăх, —

Çил çунатлăх тартрĕ çиçĕм-кайăкла...

 

Айăплă эпĕ... айăплă...

Ял-йыш умĕнче питĕ айăплă.

— Ĕç-хĕлпе пит шух(ă),

юл яла ку чух, —

Ирĕке эп саврăм иртĕн(нĕ) кайăкла...

 

Айăплă эпĕ... айăплă...

Тус-йыш умĕнче питĕ айăплă.

Çилĕ-тăвăлĕ çавăрттарнă чух

Çунат сарма çук ăмăрт кайăкла...

 

Айăплă эпĕ... айăплă...

Тĕнче умĕнче питĕ айăплă.

Вут(лă) хура çĕлен хĕн-хур сапнă чух

Сирме халăм çук Турă-Кайăкла...

 

Айăплă эпĕ... айăплă...

Вĕçĕ-хĕррисĕр

эпĕ

айăплă...

Айăпĕ камра?


Куллен вăрçатпăр пурнăçа,

Айăплисем, тен, хамăрах?

Хушаççĕ: «Тăвăр ак çапла!»

Тăвасчĕ пирĕн лайăхрах.

 

Хăратпăр кăтартма шăрта,

Киревсĕр ĕçсем те çумрах.

Йĕретпĕр, хурланатпăр та

Шыратпăр: «Айăпĕ камра?»

 

Сĕтел çинче пылпа сар çу,

Вăрçатпăр: «Пурнăç каялла».

Пĕрмай вăрçнин усси те çук,

Мул хăй кĕрсе ӳкмест алла.