Любовь Оланьгай


Любовь Александровна Федотова-Оланьгай 1963 çулхи нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Хуравар ялĕнче çуралнă.

Тавăтри вăтам шкула (1980), Шупашкарти машинăсем тăвакан техникума (1986), бухгалтерипе менеджерсен курсĕсене (1993) пĕтернĕ. 1980-1993 çулсенче Шупашкарти приборсем тăвакан заводăн ача-пăча садĕнче, механика цехĕнче токарьте, инженер-диспетчер, экономист пулса ĕçленĕ. 1994-2006 çулсенче — республикăри акционерсен çурт-йĕр тăвакан «Монолитстрой» уçă обществин яваплă специалисчĕ. 2006 çултанпа тулли мар яваплă «Трейд-Инвест» ĕç коллективĕнче суту-илĕвĕн ыйтăвĕсене татса парас ĕçре вăй хурать.

Л.Федотова-Оланьгайăн пĕрремĕш сăвă йĕркисем 1986 çулта хут çине выртнă.

Л.Оланьгай тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленсех тăрать. Унăн хайлавĕсене «Ялав», «Тăван Атăл» тата «Лик» журналсенче, «Кладовая природы», «Православный собеседник», «Молодежный курьер», «Çамрăксен хаçачĕ», «Советская Чувашия» республика хаçачĕсенче тата «Тăван ен», «Пурнăç çулĕпе» район хаçачĕсенче тупса вулама пулать.

Л.Федотова-Оланьгай харăссăнах вырăсла тата чăвашла çырать. Виçĕ кĕнеке авторĕ: «Лань луговая», «Атте пехилĕ», «Белые Одежды».


Хайлавĕсем