Сурăм


Сурăм пуххи


Сурăм ялĕ тесессĕн

Пурте лайăх пĕлеççĕ,

Чăваш Сурăм салинче

Пухă пулать тееççĕ.

 

Çулла, утта тухиччен,

Хĕрӳ ĕç пуçланиччен

Сурăм пуххи уявне

Пуçтарăннă чăвашсем.

 

Таврари тăван-пĕтен

Пухăнсассăн пĕр йышпа

Така пусса шӳрпепе

Сăйланаççĕ кăмăлпа.

 

Сурăм ялĕ кĕр те кĕр

Кĕрлет уяв сассипе,

Купăспала параппан

Ăмăртаç пĕр-пĕринпе.

 

Аслă урам варринче

Ача-пăча хĕвĕшет,

Хитре пысăк круççельпе

Вĕсен çаврăнас килет.

 

Шурă тумлă хĕрĕсем

Алран-алла çавтăнса,

Урам тăрăх ярăнса

Утаç шурă акăшла.

 

Ытарма çук хĕрĕсен

Кĕпи арки чĕнтĕрлĕ,

Умне çакнă саппунсем

Йăлтах хитре тĕрĕллĕ.

 

Хĕрсем хыççăн каччисем

Пит маттуррăн утаççĕ,

Шухă чунлă йĕкĕтсем

Пикесене суйлаççĕ.

 

Хăш пики илемлĕрех,

Хăш пики-ши ĕçченрех,

Хăш хĕрне качча илсен

Пурнăç пулĕ хитререх?

 

Малалла

Сурăм вăрманĕнче


Аннен ялĕ çумĕнче

Сурăм шывĕ сарăлать.

Сурăм шывĕ хĕрринче

Аслă вăрман каш! кашлать.

 

Пысăк вăрман хӳттинче

Тĕрлĕ чĕр чун пурăнать.

Çӳлте, йывăç тăрринче,

Пакша сикни курăнать.

 

Кăшт шаларах кĕрсессĕн

Курах каян мулкача.

Çын сассине илтсессĕн

Тапса сикет чăтлăха.

 

Вăрман пуян чĕр чунтан:

Кашкăрĕ те пур кунта,

Тиллийĕ те чупкалать,

Чĕрĕпĕ те хускалать.

 

Эп çӳретĕп вăрманта,

Карçинкка тулли кăмпа.

Вăрман илĕртет мана.

Килсе курăр-ха кунта.

Сурăм вăрманĕ


Ман тăван кĕтесри

Çутçанталăк тĕрри —

Сарлака, анлă Сурăм вăрманĕ!

Сан илемлĕ сăнна,

Сан таса сывлăшна

Кам-ха тытмĕ асра? Кам-ха манĕ?

 

Тăхăнсан ешĕл тум,

Ывăтсан кăтра хум

Атте сачĕ пекех туйăнаттăн.

Ырлăх-сывлăх сĕнсе,

Илĕртӳллĕн чĕнсе

Хăв патна мана кăчăк туртаттăн.

 

Çеçкеленнĕ вăрман,

Эс мана ачаран

Анне пек юратса çупăрлаттăн.

Чĕвĕлти сасăпа,

Чи ачаш туйăмпа

Чунăма йăпатса калаçаттăн.

 

Ман тăван кĕтесри

Çутçанталăк тĕрри —

Сарлака, анлă Сурăм вăрманĕ!

Сан илемлĕ сăну,

Сан таса сывлăшу

Асăмра ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ.

Вырăс Сурăм сали çинчен хывнă халап


Эп çуралнă ял-сала

Сурăм хĕрне вырнаçнă.

Çак илемлĕ вырăна

Мĕн пĕчĕкрен юратнă.

 

Çак вырăнта ĕлĕкрех

Пысăк вăрман кашланă.

Вăрман витĕр çĕлен пек

Юхан шывĕ чашланă.

 

Вăрманĕнче куç тулли

Кайăк-кĕшĕк юрланă.

Тĕрлĕ чĕр чун туп-тулли

Ирĕклĕхпе савăннă.

 

Юханшывĕ тап-таса

Пуян пулнă пулăран.

Кукăр-макăр çулпала

Юхнă вăл Çавал таран.

 

Çак ирĕклĕ вырăна

Мĕнле этем юратмĕ.

Юханшывĕн хĕррине

Пурăнмалли çурт лартмĕ.

 

Ларса тухнă йĕркипе

Улăм тăрăллă пӳртсем.

Чакнă çапла майĕпе

Çĕр çулхи ват юмансем.

 

Тырă-пулă ӳстерме

Вăрман çĕрне тасатнă.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме

Улăхсене пайланă.

 

Çапла çулсем иртнĕрен

Вăрман пырать сайралса.

Пурнăç ăнса пынăран

Уй-хир пырать сарăлса.

 

Пĕррехинче çак яла

Килсе çитнĕ пĕр манах.

Çичĕ вăкăр выртмалăх

Çĕр ыйтнă тет, ах, анчах.

Малалла

Çĕнĕ тĕлпулу


Тăван ене çитсен,

Пĕр тăхтамасăр

Эп антăм Сурăм хĕррине каллех.

Хумсем çине пăхса сывларăм ассăн, —

Чупаççĕ-мĕн вĕсем, кунсем пекех.

 

Мана авал, яш каччă чух,

Вăл ыррăн

Кĕтсе илетчĕ сумлăха кура.

Ун тăрă шывĕнче хавассăн, сыввăн

Чӳхеннипе вылятчĕ вăй ăшра.

 

Çыран хĕрне вăййа тухсан,

Хĕрӳллĕн

Пĕрлешĕнсессĕн хĕмлĕ алăсем,

Вĕçетчĕç Сурăм тăрăх çĕкленӳллĕн

Савнисемпе янратнă юрăсем.

 

Паян мĕскер?

Илемлĕ кĕвĕ-çемĕ

Янкăсланмасть пачах та — шăпăртах.

Мĕн пулнă çамрăк халăха ку темĕн? —

Шута ярать мана ку самаях.

 

Пăхатăп та,

Тавралăх шупкаланнă,

Шур хурăн хăрнă темĕншĕн тата.

Ун айĕнче эп сăвăсем хайлаттăм,

Кун-çул пирки шутлаттăм çакăнта.

 

Çыр хĕррипе выртатчĕ эп йĕрленĕ

Çинçе сукмак авкаланса...

Халь çук.

Сукмак кăна-и, çул та çеремленнĕ, —

Ик вăхăтăн çукрах-мĕн çураçу.

 

Шыв çеç çаплах-ха çутă,

Калăн, тĕкĕр!

Малалла

Таркăн салтак варĕ


Сурăм шывĕ хĕрринче

Аслă улăх варринче

Ешерет, илемленет,

Чулкаç ялĕ çĕкленет.

Çулсерен вăл сарăлать

Пысăк вырăн йышăнать.

Çамрăксем те ĕлĕкрен

Пулнă вăйлă, пит ĕçчен.

Питĕ паллă! Чаплă ял!

Пурте уншăн савăнар!

Малалла аталанма

Манар мар телей сунма.

 

Каçсерен кашни ялта

Пухăнать яш калаçма.

Тĕрлĕ халап юптарма

Пултараççĕ пит ăста.

Акă вĕсенчен пĕри:

Пĕр чухăн хресчен пирки.

Лайăх вырнаçса эс лар,

Ун пирки халь халаплар.

Чулкаç ялĕн вĕçĕнче

Сурăм шывĕн хĕрринче

Пурăннă вăл амăшпе

Пĕчĕкçĕ хура пӳртре.

 

Пурте пĕлсе тăмалла.

Раççейре пулнă патша:

Халăха ун тытмалла,

Çирĕп йĕрке тумалла.

Раççей пысăк пулнăран,

Пулнă ун нумай тăшман.

Тăшманран хӳтĕлеме,

Макар тăнă çар ретне.

Шутламан та пуль, наян,

Вăрçа лекессе ыран.

«Вăрçа лекни ним те мар!» —

Шухăшлать пĕлсен Макар.

Кĕç ак вăл хыпар илет:

Амăшĕ йывăр чирлет…

Малалла