Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ


Çтаппанпа Макçăм та сĕтел çинче кĕмĕл укçа нумай юлманнине курса тĕлĕнчĕç: «Кам илме пултарнă?» Анчах кун çинчен шухăшласа вăхăта ирттерес килмерĕ. Хăйсене урăххи тĕлĕнтернипе Макçăм Çтаппана чавсипе кăт! тĕкрĕ. Лешĕ кумĕ мĕн хушнине ăнланчĕ.

— Уретникпе те стражникпе хăратни çитĕ! — сассине хăпартарах татса хучĕ Çтаппан. — Луччă çакна каласа пар-ха: паçăр йăтса кайнă пире ăçтан тупрăн эсĕ?

Ку ыйту ытла кĕтмен çĕртен сиксе тухнипе Платун чĕлхи çыхланчĕ.

— Аха, йĕксĕк пуçĕ, шарламастăн-и?—шăртланса сăмах хушрĕ Макçăм.

Платун кăштах чĕнмесĕр тăчĕ те хăйне алла илчĕ.

— Эпĕ ăçта мĕн туса çӳренипе сирĕн ĕç çук. Ыйтма та пултараймастăр! Вăт эсир, чăн та, кĕмĕл вăрланă! — хăюллăн тавăрса хучĕ те алăк патнелле утрĕ.

— Тăхта, — пӳлчĕ ăна Çтаппан. — Пушăлла халап çаптарнипех пирĕн алăран вĕçернеймĕн. Паçăр йăтса кайнă пире ăçтан тупнине чиперех каласа парăн!

— Ытах шарлас мар тесен, хамăр каласа пама та пултаратпăр! Эсĕ вăл пир тăрăхĕсене çак килте тупнă! — тăна кĕме памасăр çыпăçтарчĕ Макçăм.

— Карчăкне те эсех вĕлернĕ! — çине пачĕ Çтаппан.

Платун пĕр вĕриленсе, пĕр сивĕленсе кайрĕ. Хăйĕн курайман тăшманĕсем вăл хура ĕç тунине чухланине ăнланчĕ. Пурпĕрех парăнма шутламарĕ.

— Эсир хăвăр вăрăсем. Кĕмĕл çаратнă та, инкекрен хăтăлма тăрăшса, мана элеклеме хăтланатăр. Пулаймĕ! Акă стражник килтĕр-ха...

— Хупла çăварна, каяннăй! — хăтăрса парахре Çтаппан. Платуна кăкăрĕнчен ярса тытрĕ. — Халех чунна пăвăртса кăларăп!

— Тăхта, кум, — хăраса ӳкрĕ Макçăм.—Луччă урама илсе тухар та халăха пухар. Унта вăл çаратнă мула ăçта пытарнине те каласа парĕ.

Çтаппанпа Макçăм Платуна пӳртрен сĕтĕрсе тухрĕç. Тăшманĕсенчен мĕнле хăтăлма май пуррине шутласа илчĕ пулас та Платун хăйне такам касса турама пуçланă пек кăшкăрса ячĕ:

— Кăраву-ул! Çăлă-ăр! Вĕлереççĕ! Кăраву-ул!

Çтаппан аптраса ӳкрĕ, аллине вĕçертрĕ. Ирĕке туйсанах, Платун малалла талпăнчĕ. Çав-çавах çухăрашма чарăнмарĕ:

— Халăх, вĕсем юмăç карчăка çаратнă та халь мана вĕлересшĕн! Çăлă-ăр!

— Кум, ма тартрăн? Хăтăлма пултарать вĕт! — тăна кĕрсе ӳпкелерĕ Макçăм.

— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр! — хăй çухалса кайнине ăнланчĕ те Çтаппан Платун хыççăн чупрĕ.

— Çын вĕлерекене тытăр! Çынна çаратакана тытăр! — çывăхрах тăракансене хистерĕ Макçăм.

Лешсем ним тума аптрарĕç. Платун вĕсен умĕпе чиперех иртсе кайрĕ. Ĕнтĕ çулне пӳлекен никам çуккипе кăшкăрашма та пăрахрĕ. Тарса хăтăласси çеç. Вара тӳрех стражник патне чупĕ. Стражник хăй хутне кĕрсе Çтаппансене айăпласса ним иккĕленмесĕр ĕненет вăл.

Макçăм арçынсем кĕпĕрленсе тăракан тĕле чупса çитрĕ те сывлăшне аран çавăрса эхлетрĕ:

— Мĕн пăхса тăратăр, вăл юмăç карчăка вĕлерсе çаратнă вĕт! Атьăр тытма!

Хăшпĕрисем Макçăм хыççăн чупрĕç, теприсем ним тума аптраса тăчĕç.

Çтаппан Платуна аслă тăкăрлăка пăрăннă çĕрте çитсе тытрĕ:

— Эккей, э... Ăçта чупатăн? Пурпĕр тарса хăтăлаймастăн! Луччă пир тăрăхĕсене ăçтан тупнине каласа пар!

Макçăи та чупса çитсе сăмах хушрĕ:

— Йĕксĕк пуçĕ темерĕн? Аранах çаклантăн-и?! Ĕнтĕ хăвах урăхла калаçăн!

— Халăх! — хăйне алла илсе, сăмах чĕнчĕ Платун. — Юмăç карчăкĕн сĕтелли çинче кĕмĕл укçа нумайччĕ. Çав укçана çаксем çаратнине тытрăм та, вĕсем мана ан шарла, пĕрле тăвăпăр тесе йăлăнчĕç, Эпĕ килĕшмерĕм. Хăвăрах шухăшлăр, халăх! Староста пытарсан вара вăрăсене кам тытĕ? Ак хайхнне вĕсем, усал ĕç тунине çын çине кăларасран хăраса, мана вĕлерме тапăнчĕç. Эпĕ вĕçерĕнсе тарма ĕлкĕртĕм те, ман çине элеклеме тытăнчĕç. Десятскисем, ăçта эсир? — Виçĕ-тăватă çын мала тухса тăчĕç.—Çыхăр вĕсене! Уретник патне ăсатăр!

Халăх хумхана пуçларĕ. Платун сăмахĕ вĕсене пăтратса ячĕ. Ĕнер пулса иртнĕ ĕçсем хыççăн Çтаппанпа Макçăм старостăна курайманни пуриншĕн те паллă ĕнтĕ. Халăх хушшинче, уççăнах мар пулин те, Макçăмпа Çтаппана сивлесе калаçнă сасăсем илтĕнчĕç.

Кумĕпе пĕрле чухне Макçăм хăйсене никам пырса сĕкĕнес çука шанать. Çапах та Платун, халăха хăй майлă çавăрса хăтăлма пултарассине туйса, ирĕксĕрех хăраса ӳкрĕ. Стражниксем килсен, ыррине курас çука та ăнланать вăл.

— Халăх! — хĕрӳллĕн чĕнчĕ Макçăм, — илтрĕр-и, йĕксĕк пуçĕ пире юмăç карчăкăн кĕмĕлне çаратнă тесе айăплать. Хам тытрăм, тет. Апла пулсан, эсир унран çакна ыйтасчĕ: çаратнă кĕмĕлне ăçта хунă, тет, вара эпир? —халăх кăштах лăплансан, Платун еннелле çаврăнса хушса хучĕ: — Кала! Кĕмĕл укçасене ăçта хутăмăр эпир?

Ĕнтĕ халăх хушшинче Макçăм майлă сасăсем илтĕнчĕç:

— Платун, каласа пар, кĕмĕле ăçта хучĕç вĕсем? Платун, кĕмĕлсене Çтаппанпа Макçăм илнине ним иккĕленмесĕр ĕненнипе, шухăшламасăрах хуравларĕ:

— Ăçта пултăр урăх, хăйсен çумĕнче!

— Аха, хамăр çумра терĕн эппин? — чĕрĕленчĕ Макçăм. — Халăх, илтрĕр-и, пирĕн çумра кĕмĕл укçа пур! Килĕр, ухтарăр!

Халăх ним тума аптраса тăчĕ. Вĕсене Платун та суймасть пек туйăнать. Ахальтен кĕмĕл ăçтине мĕнле тĕллесе пама пултартăр? Макçăмпа Стаппан вăрă ĕçне тытăннă тенине те ĕненесех килмест. Вĕсем тӳрĕ çынсем пулнине пурте пĕлеççĕ.

Макçăм, халăх иккĕленсе тăнине сиссе, ăна йăлтах хăйсем майлă çавăрма шутларĕ.

— Эсир мĕн, ухтарас мар тетĕр-и? Юрĕ эппин... — Эпĕ сире хамах тавăрса кăтартăп. Акă, пăхăр! — терĕ те пĕр-тен-пĕр кĕсйине тавăрса силлерĕ. Çăматтисене хывса пуçхĕрлĕ тытса кăтартрĕ. Йӳле пилĕк кĕпине çăтăркăларĕ. — Ĕненмесен хывса кăтартма та хатĕр.

— Кирлĕ мар! Унсăрăнах курăнать! — хута кĕнĕ сасăсем илтĕнчĕç.

— Кирлĕ мар-и? Ĕненетĕр-и эппин? Ĕнтĕ Çтаппан кума ухтарăр!

Çтаппана та пырса ухтаракан пулмарĕ, çапах вăл та Макçăм пекех туса кăтартрĕ. Халăх хушшинче Платуна сивленĕ сасăсем илтĕне пуçларĕç:

— Ку мĕне пĕлтерекен япала?

— Кĕмĕл укçасем ăçта?

— Мĕншĕн айăпсăр çынсене вăрра хушатăн?!

Платун самантлăха çухалса кайрĕ. Анчах, халăх шанма пăрахасса сиссе, хăйне алла илме тăрăшрĕ.

— Çук, эпĕ юри каламан. Çумĕсенче пулмасть, вĕсем çул çине кăларса пăрахнă е урăх çĕре пытарма ĕлкĕрнĕ! — терĕ епле те пулин хăтăлас шутпала.

— Апла иккен... Эпир кĕмĕле кăларса пăрахнă е пытарма ĕлкĕрнĕ! Эсĕ мĕн, çынсене ухмах шутласа, каллĕ-малле перкелешетĕн! Халь çеç вĕсем çаратнине хам куртăм терĕн. Ĕнтĕ ăçта хунине пĕлмен пек çаптаратăн. Çук, Платун Сидăрч, пире вăрра хушса, ху ирсĕр ĕç тунине сиреймĕн! Эсĕ луччă çакна каласа пар: пир тĕркемĕсене ăçтан тупрăн? Шарламастăн-и? Кум, çак йĕксĕке тĕл пулни çинчен каласа пар-ха халăха:

— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, халăх, эпĕ пушар тухиччен маларах çеç Атăлкассинчен таврăнтăм. Пус хапхинчен кĕрейнĕччĕ, пăхатăп —аслă тăкăрлăкпа пĕр çын чупать. Тулли михĕ йăтнă хăй. «Эккей, э... ырă шутлă çын мĕн тесе чупать пулĕ?» —терĕм те чĕнсе кăшкăртăм. Чарăнас вырăнне вăл пушшĕ хытăрах чупма тытăнчĕ. Ĕнтĕ ку ырă çын пулас çука йăлтах ĕненсе хăвалама пуçларăм. Аслă тăкăрлăк тăваткалĕнче хуса çитрĕм те хайскер таракан çын Платун пулчĕ кайрĕ. Михĕри пир тĕркисене çармăссен енче пухрăм терĕ...

— Ан тив, халăх умĕнче тĕрĕсне каласа патăр! Ăçтан тупнă вăл ун чухлĕ пир-авăр? — Çтаппан шухăшне вĕçленĕ-вĕçлемен сăмах хушрĕ Макçăм.

Платун чунĕ ура тупанне анчĕ. Анчах вăл çакна лайăх тăна хучĕ: вилсен те Çтаппанпа тĕл пулнине, ăна мĕн каланине тепĕр хут асăнма юрамасть. Çармăссен енче пухнă тесен, ялне те кăтартса пама тивет. Халăха унта кайса тĕрĕслесси ним те мар. Вара суйни çавăнтах тăрă шыв çине тухĕ. Тунсан инкек иртме пултарĕ. Çтаппанпа тĕл пулнине никам та курман, çирĕплетекен те тупăнмĕ. Çитменне, Платун çаратнă япалисене шырасан та тупаймасса шанчĕ. — Халăх, — хăйне хăй яланхи пекех паттăрла тыткалама хăтлансă хӳравларĕ Платун. — Манă курайман икĕ тăшман элеклесе хур кӳресшĕн. Тĕрĕссипе эпĕ сирĕн пекех лăпкăн çывăрнă. Пушар тухни çеç хускатса ыйхăран вăратрĕ. Çавăнпа эпĕ çĕрле тем шыраса çӳрекен Çтаппана курма пултарайман. Мана ĕненмесен пырса ухтарăр. Çакна çеç ан манăр: эсир ман çине, хăвăрăн старăсту çине, алă çĕклетĕр. Çавăнпа сирĕн ман патăмра пир тăрăхĕсене тупасах пулать. Тупмасан, мана элеклеме хăйнă сĕмсĕрккесемпе танах сире те уретник умĕнче сăмах тытма тивĕ! — Халăх хăй майлă çаврăнма пултарасса сиссе, татах хăюлланчĕ. — Илтрĕм эпĕ, сирĕн хушăра мана шанмасăр шавлакансем те пулкаларĕç. Анчах эпир пӳртре виççĕн çеç мар, йышлă пулнă. — Платун халăх хушшинче пăхкаларĕ: — Якур! Тарас! Ăçта эсир?

Макçăм, халăх иккĕленнине сиссе, каллех çуйланчĕ. Ав, хушăран Платун май каланă сасăсем те илтĕнчĕç. Ку çынсем вăй илсен, Платун çăлăнасси паллах. Вара ыррине кураймăн.

Çтаппан пуçĕнче те çав шухăшах. Вăл, пир тăрăхĕсене тупма пулассине шанса, хăюллăн сăмах чĕнчĕ:

— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, халăх... Эпир, сирĕн умра, хăрушă суд умĕнче тăнă пекех, айăпа пĕр-пĕрин çине йăван-тарма тăрăшатпăр. Ман тата çакна хушса каламалли юлчĕ: Платун мана курман терĕ. Хăй патне кайса ухтарма хушрĕ. Мĕнех вара, каятпăр! Кун хыççăн, чăн та, айăплипе тӳрри шыв çинчи пекех курăнĕ!

— Халăх, кайрăмăр! — кăшкăрса чĕнчĕ Макçăм та.

— Кайрăмăр!..

Ытлашши хаваспах мар пулсан та, халăх Платуна çавăтса пыракан Макçăмпа Çтаппан хыççăн утрĕ.

Платун юмăçа вĕлерсе çаратнă, вара çунтарса янă текен хыпар, ял тавра çиçĕм пек çаврăнса, Энĕшкасси çыннисене пăлхантарчĕ. Хальччен киле юлнисемпе пушар сӳнтернĕ çĕртен таврăнма ĕлкĕрнисем те, урама вăркăна-вăркăна тухса, Платуна илсе пыракан ушкăна хутшăнчĕç. Йышлă халăх староста кил хушшине çурхи шыв пек кĕрлесе кĕчĕ те пĕтĕм кĕтесе саланчĕ. Пĕр ушкăнĕ Çтаппан хыççăн кĕлете кĕрсе ухтарма тытăнчĕ. Макçăмпа ик-виçĕ арçын Платуна сыхласа юлчĕç. Платун тарма шухăшламарĕ. Халăх кĕске вăхăтрах пур çĕре те шырама ĕлкĕрчĕ пулсан та, ним те тупаймарĕ. Нӳхрепе анса кайнине курсан çеç Платун сехри хăпрĕ. Ку та вăрахах пымарĕ. Нӳхрепе кĕнисем те пушă алăпах тухрĕç. Платун çăмăлах сывласа ячĕ.

Çтаппан çурăмĕ тăрăх сивĕ тар юха пуçларĕ. Шыраман кĕтес, хушăк хăвармарĕç, пӳлме тулли тырра та хускаткаласа пăхрĕç, пир тĕркемĕсем çаплах тупăнмарĕç. Кĕлете тустаракансем пĕр çĕрелле кĕпĕрленсе тăчĕç. Анчах Çтаппан çав-çавах пăрахса тухасшăн пулмарĕ.

— Атьсемĕр, — терĕ вăл хăйпе пĕрле кĕнисене, — пăхкалăр-ха, тимĕр туя тавраш çук-и çавăнта?

Пер арçынĕ часах туя тупса пачĕ. Çтаппан пӳлмери тыра тĕпне çитиех шăтарса шырама тытăнчĕ. Çапла вăл те хĕрринчен пуçласа малалла шыраса пынă хушăра тимĕр туя çурри таран путсан чарăнчĕ. Çтаппан хытăрах пусса пăхрĕ — туя путмарĕ.

— Атьсемĕр, — чĕнчĕ Çтаппан, — пăхкалăр-ха, пысăкрах савук е кĕреçе таврашĕ курăнмасть-и çавăнта? Тахăшĕ савук тупса пачĕ. Тырă купине çурри таран алтсан, пир тă-рăхĕ сиксе тухрĕ. Çтаппан чĕри хавасланса кайрĕ. Кунашкал тĕплĕ вырăна вăрланă япалана çеç пытарма пултарнă. Пир тĕркине илсе пурте курăнмалла çĕклерĕ: — Акă вăл!

— Тупăнчĕ?! — тĕлĕнчĕç арçынсем.

Çтаппан пĕр çĕклем пир-авăр йăтса тухрĕ те Платун ури умне пăрахрĕ. Ун хыçĕнчен татах йăтса тухрĕç, малтанхи купа çинех хучĕç.

— Эккей, э... Ĕнтĕ мĕн калăн-ши Платун Сидăрч? — сиввĕн чĕнчĕ Çтаппан.

Сасартăк пĕр хĕрарăм пир купи патне чупса пычĕ те пĕр тăрăхне илсе çухăрса ячĕ:

— Ку манăн! Эпĕ ăна Ваçуххана юмăç пăхнăшăн панăччĕ!

Тата пилĕк-улттăшĕ хăйсен пиррисене пыра-пыра палларĕç. Çалла вĕсене юмăç карчăк килĕнчен илсе килни аванах курăнчĕ.

— Ма нимĕн те шарламастăн, йĕксĕк пуçĕ!

Макçăм ыйтăвĕ çине хуравланă пекех, халăх хушшинче хаяр сасăсем тапса тухрĕç:

— Вăрă! Çын вĕлерекен! Вут тивертекен! Хăйне вĕлермелле ăна! Хăйне!

Платун ни вилĕ, ни чĕрĕ пулса тăчĕ. Ĕнтĕ ниепле те çăлăнма çуккине ăнланать вăл. Анчах çак тери хаяр хăрушлăх, тен, вилĕм умĕнче тăрать пулсан та, хăй усал ĕç тунăшăн ним чул та ӳкĕнмерĕ. Ун чĕринче савăнăç та сӳнмерĕ-ха. Чи хаклă мула — укçана тупаймарĕç. Ĕнтĕ пурĕ те халăх хаярлăхне йăвашлатса чĕрĕ юлмалли çеç. Юмăçа вĕлерсе вут тивертнине те тунма юрамасть. Луччĕ халăх умне ӳксе, çынсен çиллине кăштах та пулин çемçетес... Кĕтмен çĕртен Платун чĕркуççи çине персе анчĕ те хурлăхлă сасăпа йăлăнма тытăнчĕ:

— Халăх, сирĕн ирĕкĕр... Мĕн тăвас килет, çавна тăвăр... Мана усалсем аташтарса çылăха кĕртрĕç. Кĕлтуса тасалма чунăма чĕрĕ хăварăрах...

— Чунна чĕрĕ хăвармалла-и, йĕксек пуçĕ! Макçăм Платуна тапса çĕре ӳкерчĕ. Тата темиçе çын, халь тытса çурма хатĕр пулса, Платун патне сиксе ӳкрĕç. Çтаппан вĕсене чарчĕ:

— Халăх, тăхтăр-ха, ан тивĕр! Вăл чи малтан ман умра сăмах тытма тивĕç. Вара сирĕн ирĕк. Мĕн тăвас килет, çавна тăвăр! — халăх кăштах лăплансан, Платун енне çаврăнчĕ: — Акă мĕн, паттăр! Ман вăрлăх ăçта?

— Кĕлетре... Михĕре... — аран-аран хурасларĕ Платун. Ура çине тăр! — Çтаппан мĕн тума шутланине тавçăрайман пирки Платун васкамарĕ.— Сана калаççĕ, тăр! Ан хăра, тивместĕп. Сан пек пахăçа çапса алла вараламастăп.

Платун чĕтре-чĕтре ура çине çĕкленчĕ.

— Урапа туртса кил!.. Халăх, çул парăр ăна! — çынсем сирĕлсен, Платун урапа туртса пычĕ, —Ĕнтĕ урапа çине ман вăрлăха тие! — хушрĕ Çтаппан.

Платун, ниме пĕлми васкаса, вăрлăх миххисене йăта-йăта урапа çине тиерĕ.

— Ĕнтĕ ман пата туртса кай!— хушрĕ Çтаппан. Платун турта хушшине кĕрсе тăчĕ. Урапа вырăнтан та сикмерĕ.

Макçăм, Çтаппан шухăшне тавçăрса, чăпăркка тупса хатĕрлесеччĕ, халь унпа сывлăша чăвăшлаттарса илчĕ.

— Ну, йĕксĕк пуçĕ! Турт теççĕ сана! — хаяррăн кăшкăрчĕ те Платуна çурăмĕнчен ăшаласа илчĕ.

Платун ыратнине тӳсеймесĕр çĕлен пек авкаланчĕ. Шеллекен никам та пулмарĕ. Халăх хушшинчен вĕслетнĕ сасăсем илтĕнчĕç:

— Макçăм, лайăхрах çунтар! Аяк пĕрчи шутла!

— Турт хăвăртрах! — кăшкăрса хушрĕ Çтаппан та. Платун, юлашки вăйне пухса, урапана вырăнтан хускатрĕ. Урама туртса тухрĕ. Çтаппансен еннелле çул анаталла пулнипе, хăвăртрах ута пуçларĕ. Çул çинче темиçе хут та такăна-такăна ӳкрĕ. Макçăм ăна кашнинчех чăпăрккапа ăшаласа тăратрĕ.

Хăйсен тĕлне халăх çывхарнине курсан, Анук хăраса алкум вĕçне чупса тухрĕ.

— Кин, вăрлăхсене йышăн!

Анук ытла та хумханнăран хирĕç ним те чĕнеймерĕ.

— Ну, паттăр! Михсене ăçтан илнĕ, çавăнта йăтса кайса ларт! — хушрĕ Çтаппан.

Платуй пĕр миххине йăтса кайрĕ. Çтаппан уй хыçĕнчен алкум вĕçне пычĕ, Платуна чарса тăратрĕ.

— Кин, унта ман мăнук çывăрать-и?

— Çывăрать, çывăрать! — чĕрĕленсе хуравларĕ Анук. — Илтрĕн-и? — хуллен каларĕ Çтаппан.— Ман мăнук çывăрать... Асту, миххе сас-чӳ тумасăр алкум пусми çине ларт та теприне илме вĕçтер!

Анук урамра мĕн пулнине çав-çавах тĕплĕн пĕлеймерĕ пулсан та, хуняшшĕ вăрлăха каялла илсе килнине курсан, пĕтĕм чĕререн хавасланчĕ. Юлашкинчен мĕнпур ĕç ырăпа вĕçленчĕ: хуняшшĕ Анукпа мĕн пулса иртнине пĕтмĕпех пĕлет. Вăрлăхсем те тупăнчĕç. Анук ытти миххисене илсе килессе кĕтмесĕр, Платун халь çеç лартса хăварнине йăтса, çенĕке кĕрсе кайрĕ.

Платун михĕсене йăтса пĕтерсен, Çтаппан ăна çухавинчен тытса çĕклерĕ те урапа çине хăпарчĕ:

— Астăватăн-и, паттăр? — пĕрре халăх çине, тепре Платун çине пăхса, хаяррăн каларĕ Çтаппан. — Мана пĕр сăл-тавсăр хурăн хуллипе çаптарнă чухне мĕн тери савăнса кулнăччĕ эсĕ?

— Санран çеç кулман вăл! Пурне те мăшкăлланă! Вилĕм ăна! Вилĕм! — аслати кĕмсĕртетнĕ пек шавларĕ халăх.

■ Страницăсем: 1... 18 19 20 21 22 23 24 25