Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ


Энĕшкасси халăхĕ пăшкаса сывларĕ пулин те, палламан çын астутарса калани вĕсене тăна кĕртрĕ. Вĕсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе каялла таврăнчĕç.

Платун Çтаппана палласа илчĕ. Лешĕ ун куçĕ умĕнчех вут-кăвара сӳнтерме хистет. «Ма ăçта та пулин тăрăнса пуçĕ çуралмарĕ-ши унăн?»— чун-чĕререн ылханса илчĕ Платун. Çтаппан килмен пулсан, ку темĕн пӳрте вут хыпса илĕччĕ те ним юлмиччен шăлса тасатĕччĕ. Платун тунă хура ĕçĕн йĕрĕ те юлмĕччĕ. Халĕ малашне мĕн тумаллине шухăшлама та вăхăт çук. Халăх шанăçĕнчен тухасшăн мар, ытти çынсем патне чупса пычĕ те йăлтах улшăннă сассипе кăшкăрчĕ:

— Воспоти помилуй, ман куçа темле усал курăннипе сехре хăпса чут çеç вилеттĕм. Кунта, чăн та, пушар тухнă-мĕн. Хăвăртрах сӳнтерме тăрăшăр! Сӳнтерме!..

Тул енче çунаканне сӳнтерсен, пӳрт ăшчиккинчи çулăма сӳнтерме тытăнчĕç. Часах унти çулăм та пăчланчĕ. Чӳречерен хура тĕтĕмпе пăс кăна туха пуçларĕ.

Çтаппан çав-çавах насус уçлать. Ĕнтĕ ăна пурте палласа илчĕç, пырса пулăшакансем те тупăнчĕç. Çтаппан килсе тухман пулсан, халăх тарса пĕтетчĕ те пушар кӳршĕ киле, унтан пĕтĕм яла хыпса илетчĕ.

Ĕнтĕ пушар хăрушлăхĕ иртрĕ. Энĕшкасси çыннисем хурал тăратса хăварчĕç те килĕсене саланĕç темелле пекчĕ. Анчах никамах та кайма васкамарĕ. Вĕсене юмăç ăрăскалĕ çинчен пĕлес килни чарса тăчĕ. Юмăç нихçан та килĕнчен тухса çӳрекен марччĕ. Апла тесен халь ăçта-ши вăл? Мĕн пулнă ăна?

Макçăм Çтаплан патне вашкăртса пычĕ.

— Аван-и, кум!

— Хуллен-ха...

— Мĕнле майпа килсе тухрăн эсĕ кунта?

— Мăнука курас килчĕ, — тĕрĕссине каласран пăрăнчĕ Çтаппан, Макçăм пуçне тутăрпа çавăрса çыхнине астуса ыйтрĕ: — Сана мĕн пулнă тата?

— Куна мана старостăпа десятскисем туянтарчĕç...

— Мĕншĕн?

— Ун çинчен каярах, кум. Киле таврăнсан. — «Пуçа мĕншĕн çыхнине ыйтрĕ пулсан, ĕнер ялта мĕн пулса иртнине нимĕн те пĕлмест-ха ку. Каласа парсан харкашу тапранĕ. Халь вăхăт мар», — шухăшларĕ Макçăм. Тата халăх çинче Анук ятне те асăнас килмерĕ. Çавăнпа урăх сăмах çине куçас шутпа: — Тĕлĕнмелле, юмăçĕ ăçта кайнă-ши? — терĕ.

— Хам та çавнах шухăшламастăп-и, ара...

Энĕшкасси çиннисене хăратса салатаймарĕ, пушара сӳнтерме чăрмантараймарĕ пулсан, Платун ытти çынсемпе пĕр кăмăллă пекех, пӳртре мĕн пулни-юлнине пĕлесшĕн çунчĕ. Анчах халăх ытла та сăнавлă пулнипе вăл ним тăваймасăр тăчĕ. Халăх пурпĕрех саланасса шанчĕ. Кайран кĕрсе пĕл-ме те пулать. Çук, çыннисем, Платуна тарăхтарсашăн пекех, саланма васкамарĕç. Вĕсем хальччен курман хăват сиксе тухасса кĕтнипе ним шарламасăр хытса тăчĕç.

Вара Çтаппан сăмах чĕнсе шăплăха сирчĕ:

— Кум, атя-ха, пӳрте кĕрсе пăхар. Мĕн пулнă унта?

— Мĕнех, кĕме те юрать! — кăмăллах мар пулин те килĕшрĕ Макçăм.

— Атьăр, атьăр! — сăмах хушрĕ Платун та. Вĕсемпе пĕрле Якур тата темиçе арçын кĕрсе пăхма килĕшрĕç.

Çапла пĕр ушкăн арçын пухăнса пӳрте кĕчĕç те алăк патĕнче кĕпĕрленсе тăчĕç. Халь те сирĕлсе пĕтеймен тĕтĕмпе йăс-пăс сывлăша питĕрет, пыра йӳçĕхтерт. Тахăшĕ тӳсеймесĕр ӳсĕрсе ячĕ, ку вара пурне те шартах сиктерчĕ, чĕркуççи айсем чĕтрерĕç. Каялла тухса тарма хатĕррисем те пулчĕç. Ирхи кăвак çутă, пĕртен-пĕр пĕчĕк чӳречерен кĕрсе, пӳрт ăшчиккине вăйсăррăн çеç çутатать пулсан та, тĕпелте куç курнă таран никам та, нимĕн те çуккине сăнаса илме май пани тытса чарчĕ. Алăк кĕтессинче тĕттĕмре мĕн пурри курăнмарĕ. Платун, пуринчен кайра тăраканскĕр, вăрттăн пăха-пăха, Ваçухха кравачĕ çинче хура япала выртнине курчĕ... «Мухтав турра... Йăлтах çунса кайнă...»

— Пӳртре никам та пулман курăнать, — сăмах хушрĕ юлашкинчен Çтаппан.

Ун сасси ыттисен чĕлхине те уçрĕ:

— Тĕлĕнмелле юмăçĕ ăçта тухса кайнă-ши?

— Акă килĕ те — йăви çук. Вара ăçта кĕрсе кайĕ?

— Ан пăшăрханăр. Вăл уйăх çинче те пурăнĕ. Уншăн шăпăр çине утланса вĕçесси те ним мар.

Кулнă сасăсем те илтĕнчĕç. Çтаппан вĕсене пӳлчĕ. — Тем калăр та, ку япала ытла та тĕлĕнмелле. Кил хуçи çук çĕрте пушар тухнă. Мĕнрен-ши?

— Кăмака хутнă е вучахра апат пĕçернĕ вăхăтра кăвар ӳкернĕ пулĕ те... вăт сана пушар. Ун куçĕ витĕр маррине пурте пĕлетпĕр-çке. Тата куна тĕрĕслеме те нимех мар, —терĕ те Макçăм кăмака умне пычĕ. Анчах кăмака умне шывпа лӳшкентернипе нимĕн те чухлаймарĕ. Вара, аллине шала чиксе, стенисене хыпашласа пăхрĕ, кунта тахçантанпах вут хутманнине чухларĕ. Çавнашкалах вучахра вут чĕртменнине те пĕлчĕ. Кăмакапа вучах умĕнчи урай хăмисем те чиперех. — Çук, кăмакаран е вучахран пушар тухман. Вĕсене хутманни çулталăк та ытла пулĕ. Кам та пулин юри вут тĕртмен-ши? — малтанхи шухăшне сирсе каларĕ Макçăм.

— Кама кирлĕ пулнă вăл? — Макçăмпа килĕшмен сасăсем илтĕнчĕç.

— Пăхăр-ха эсир! — пӳлчĕ вĕсене Çтаппан. — Темĕн, урлă сак хăми уçă выртать пек курăнмасть-и çавăнта?

Пурте унта кĕпĕрленсе пычĕç. Урлă сак хăмисем, чăн та, уçă иккен. Икĕ хăми айккинерех выртаççĕ. Вĕсене вут-кăвар та тивмен. Сăнасарах пăхсан, урлă сакăн малти стени çунса хуралнине астурĕç.

— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, пушар урлă сакайĕнчен тухнă тесех калас килет. Камăн та пулин шăрпăк çук-и? — ыйтрĕ Çтаппан.

Якур шăрпăк çутса урлă сакайне çутатрĕ. Арçынсем тата çывăхарах пырса пăхрĕç. Урлă сак ăшĕнчи урай хăми çуннине асăрхарĕç.

— Куртăр-и, пушар акă ăçтан тухнă? — малтанхи шухăшне çирĕплетрĕ Çтаппан.

Çак самантра тахăшĕ ытла та тĕлĕнсе кăшкăрса ячĕ:

— Атьсемĕр, сĕтел çине пăхăр-ха!

Пурте унталла пырса тинкерчĕç те, вĕсен куçĕсем алчăраса кайрĕç. Сĕтел çинче вуншар, тен, çĕршер те пулĕ, кĕмĕл укçасем купаланса выртаççĕ.

— Вăт ку пырасла!

Платун, халь çеç хăйне тăрă шыв çине кăларасран чĕтресе тăрăканскĕр, кĕмĕле курсан йăлтах улшăнчĕ, хăрушлăх çинчен те манса кайрĕ. Паçăр Ваçуххана пуçтарнă чухне куна асăрхайманшăн хăйне хăй ятласа илчĕ: «Манран тунката кам пултăр? Çак мула курман вĕт эпĕ!» Кĕмĕле пур-пĕр хăй аллине çавăрса илме шут тытрĕ те, Якур аллине тăснине курсанах, хаяррăн кăшкăрса пăрахрĕ:

— Ан тыт, ан тыт! Стражник киличчен кунти пĕр япалана та илме юрамасть! Никам та пырса сĕкĕннĕ ан пултăр! Уретник ялан çапла тума хушать.

Макçăм, кĕмĕл укçасем çĕре ӳкмен-ши тесе, шăрпăк çутса урайне пĕшкĕнчĕ. Тахăшĕ кĕмĕл укçа тупнине сиссен, пурте упалене-упалене шырама тытăнчĕç. Платун каллех чарма хăтланчĕ. Ана никам та итлемерĕ. Сĕтел çинчи кĕмĕле илме хăрарĕç пулин те, çĕртен тупнисене, Макçăмсăр пуçне, пурте ним шухăшламасăрах кĕсйине ярăнтарчĕç. Платун та тӳссе тăраймарĕ—шырама тапратрĕ. Çтаппан çеç ку ĕçе хутшăнмасăр пăхса тăчĕ. Шăрпăк хыççăн шăрпăк çуткаласан, Макçăм урайĕнче пушă кĕленче выртнине курчĕ. Тем шухăшпа мар, пур япалана та тĕпчесе пăхма хăнăхнă йăлипе кĕленчене илсе шăршларĕ те унта краççын пулнине пĕлчĕ... «Мĕне пĕлтерекен хăямат ку? Мĕншĕн урайĕнче япса выртать?» Макçăм пуçне пырса кĕнĕ шухăшне пĕлтерме васкарĕ:

— Кум, пăх-ха, урайĕнче краççын кĕленчи тупрăм. Çутма лампи ниçта та курăнмасть. Апла краççын мĕн тума кирлĕ пулнă ăна? Тата ку кĕленчене мĕншĕн кунта пăрахнă?

— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр... чăннипех те тĕлĕнмелле... — шухăша кайса хуравларĕ Çтаппан. — Краççын кĕленчи... Кĕмĕл... Пушар урлă сакайĕнчен тухнă... — пурте тĕлĕнмелле. Ман шутпа, ку ĕçре юмăçăн пĕр айăп та çук. Кунта усал çын алли пулнă.

Платун, укçа шыранă çĕрте те хăлхине чăнк! тытнăскер, çак калаçăва илтсен, шартах сикрĕ. Вăл каллех хăйне хăй ӳпкелесе илчĕ: «Чăннипех тунката-мĕн эпĕ. Кашни утăмрах хам йĕре хăварнă. Кăштах ăс пулсан, ку этемсене пӳрте кĕртмеллеччĕ-и?! Халь мĕн тăвас-ха? Малалла йĕрлеме чарас тесен, кусене халех пӳртрен кăларса ямалла». Çак шухăшпа вăл, укçа шыранă пек туса, алăк патнелле упаленсе пычĕ те:

— Тăвансем, пĕтрĕмĕр! Кунта вилĕ пур! — тесе пӳртрен тухса сирпĕнчĕ.

Платун сасси ыттисемшĕн мачча йăтăнса аннăнах туйăнчĕ. Халь пусса лартасран хăранă пек пӳртрен чикелене-чикелене тухрĕç. Якур ыттисенчен кая хăрамарĕ пулин те, çынсем тарма пуçланине усă курса, сĕтел çинче кĕмĕле йĕкĕрлесе илме ĕлкĕрчĕ.

Платун кил хушшинче те асар-писерле кăшкăрчĕ:

— Халăх, пĕтрĕмĕр! Унта вилĕ выртать! Тарăр хăвăртрах!

Платун хыççăн ыттисем те чупрĕç. Çитменнине, Якур çенĕкрен сирпĕнсе тухрĕ те каллех хаяр сасăпа кăшкăрма тытăнчĕ:

— Халăх! Пӳртре виле пур!..

Энĕшкасси çыннисем тӳсеймерĕç, халь тем пырса тытасран хăранă пекех тарма пуçларĕç.

Çтаппан, пӳртрен сирпĕнсе тухсан, çенĕкре тытăнса юлчĕ. Вилĕмрен вăл та хăрать. Анчах ялйыш умĕнче хăравçăлла курăнса намăса кĕрес килмерĕ ун, сехре хăпнине лăплантарас шутпа сăхсăхрĕ те, пӳртре мĕн пуррине йăлтах тĕрĕслеме шут тытса, юлташлăха кам та пулин килессе кĕтрĕ.

Макçăм кумăшĕ çенĕкрех юлнине астурĕ те, ун умĕнче хăравçине кăтартасшăн мар пулса, чарăнса тăчĕ. Çенĕк умне таврăнса сасă пачĕ:

— Кум, эсĕ кунтах-и çак?

— Кунта-ха, — илтĕнчĕ шалта Çтаппан сасси. — Эсĕ ма тартăн тата?

— Эпĕ-и?.. Мĕнле калас... Çынсем ăçталла—эпĕ те унталла пек килсе тухрĕ... Эсĕ ма тухмастăн тата?

— Эпĕ тепĕр хут кĕрсе пăхасшăн, кум. Кăмăл тусан, манпа атя, — яланхи лăпкă сассипе чĕнчĕ Çтаппан.

Макçăм урам еннелле çаврăнса пăхрĕ те хăйсенчен инçех мар пĕр ушкăн арçын, вĕсенчен çур анкарти тăршшĕнче ыттисем те тăнине курчĕ. Ахăртнех, малтан сехĕрленни сирĕлнипе чарăнчĕç пулĕ. Платун çав-çавах хăратма хăтлансан та текех чупмарĕç. Тата вĕсене Çтаппан тухманни, Макçăм та çенĕке каялла кĕни тĕлĕнтерчĕ.

Çтаппанпа Макçăм пӳрте кĕчĕç. Вĕсем тĕпелте нимĕн те çуккине паçăрах курнăччĕ ĕнтĕ. Тĕрĕслеменни алăк кĕтесĕ çеç юлнăччĕ, Çавăнпа чи малтан унта пăхма шут турĕç. Çтаппан шăрпăк тивертсе кĕтесе çутатрĕ. Вĕсен куçĕ умне хăрушла япала тухса тăчĕ: халиччен кравать ларнă вырăнта çунса хуралнă, суха хăми пек авăннă виле выртать. Макçăм алăк патне сирпĕнчĕ. Анчах Çтаппан вырăнтан хускалманни чун кĕртрĕ ăна. Вăл чарăнчĕ.

Çтаппан çӳçĕ те вирелле тăчĕ. Çапах та Макçăм хыççăн тухма васкамарĕ. Хăйне алла илме тăрăшса, ăшĕнче кĕл-турĕ: «Пӳлĕхçĕм, çырлах, ан пăрах... усалсенчен, лăп-лапран сыхла, упра..»

Йĕксĕк пуçĕ, Платун калани тĕрĕсех иккен.

— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, кум... — çывăхрах Макçăм сассине илтсе хăюлланчĕ Çтаппан. — Мана çакă тĕлĕнтерет: мĕнле майпа çунма пултарнă вăл? Нивушлĕ вут хыпса илнине туйми çывăрнă? Туйрĕ пулсан, нивушлĕ тухса тарма ĕлкĕреймен?

— Кам пĕлет... тен, ăна малтан вĕлернĕ, вара вут тивертсе хăварнă?

— Эккей, э... Кама, мĕн тума кирлĕ пулчĕ-ши карчăк пурнăçĕ? Вăл юмăç пулсан та никама кансĕрлемен вĕт?

— Айван пек калаçса тăратăн, кум... Ваçуххан шутласа кăларайми мул пур тенĕ хыпар ял хушшинче çӳренине илтмен-и эсĕ? Куна паян хамăр куçпа куртăмăр. Ав сĕтел çинче мĕн чул кĕмĕл выртать? Ĕнтĕ ним иккĕленмесĕрех пу-шар, урлă сакайĕнчен тухса, краççын сапнă йĕрпе карчăк патне çитнĕ теме пулать. Ман шутпа, ăна малтан вĕлернĕ, вара краççынпа сапнă. Краççын кĕленчи ăнсăртран килсе выртнă-им?

Çтаппан ун çине пĕр сăмах та хушса калаймарĕ. Çилĕ ытла та авăкланнипе:

— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, кам турĕ-ши ку усал ĕçе? Карчăк пурнăçне шеллеменскер, мĕнле çын вăл? —терĕ.

— Пакăш ращинчи вăрă-хурахсем хăçан çынна шелленĕ? Аса ил-ха, хăвна мĕн турĕç? Икĕ лашуна илсе кайрĕç. Ĕнӳпе пăрушне вĕлерчĕç. Тата мана чут çеç кӳсекпе шаккаса пăрахмарĕç...

— Каллех çавсем-ши?..

— Тата кам пултăр! Юмăç мулĕ çине куç хывнă вĕсем. Ваçухха патне таврари чăвашсем çеç мар, çармăссемпе тутарсем те çӳренĕ. Ун патне укçа, пир илсе килнĕ. Миçе тăрăх пир пулнă-ши унăн?

Çтаппан сасартăк Платунпа тĕл пулнине аса илчĕ.

— Тăхта, кум.

— Мĕн тата?

— Юмăçăн пир нумай пулнă тетĕн-и-ха?

— Куна пурте пĕлеççĕ.

— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, кум... Кĕçĕр, нумаях та пулмасть-ха, пĕр çынна тĕл пултăм.

— Кама тĕл пултăн тата?

— Пушар тухиччен маларах çеç эпĕ Атăлкассинчĕн таврăнтăм. Пус хапхинчен кĕтĕм те тулли михĕ йăтнă пĕр этем тăкăрлăкпа чупса пынине курах кайрăм. Ман ăна ырă çын тесе шанас килмерĕ. «Эй?,! Тăхта-ха! Ăçта чупатăн?!» —терĕм. Çын чарăнас вырăнне пушшĕ хытă чупма тытăнчĕ. Эпĕ хыçалтан чавтартăм. Тăкăрлăк тăваткалĕнче хуса çитсе, миххинчен ярса тытрăм. Михĕ çĕре персе анчĕ те —ăшенчен пир тăрăхĕсем тухса ӳкрĕç.

— Вара? — васкатрĕ Макçăм.

— Вара ку çын Платун пулчĕ тăчĕ.

— Платун?

— Ийя, кум, Платун пулчĕ тăчĕ.

— Вăл чулать терĕн-и?

— Аран хуса çитрĕм. Ма кунашкалах чупатан? — терĕм.

— Вăл мĕн терĕ?

— Мана ырă мар çын тесе шутланипе чупрăм терĕ.

— Пирне ăçтан тупни çинчен ыйтмарăн-и?

— Ыйтмасăрах каларĕ. Çармăс енче пухрăм терĕ. Вĕсем ирĕксĕрех чĕнмесĕр тăчĕç. Самай вăхăтран тин Макçăм сăмах пуçарчĕ.

— Ку усал ĕç никамăн та мар, Платунăн.

— Эсĕ çаплах шутлатăн-и вара?

— Ним шутламалли те çук, ахалех паллă. Çав йĕксĕк тахçантанпах лавкка уçасшăн тапаланать. Халăх мулне çаратнипе вăй çитереймен. Тухатмăш пуянлăхне куç хывнă. Никам та мар, çав вĕлернĕ ăна. Йĕре пĕтерес тесе, вут тивертсе хăварнă.

Макçăм çирĕплетсе каланисем витĕмлĕ пек туйăнчĕç пулсан та, Çтаппанăн ĕненесех килмерĕ. Сĕм вăрман варринче, тарăн çырмасем тĕпĕнче пурăнакан вăрă-хурахсем тесен, урăх шутчĕ. Ан тив, Платун та путсĕр çын пултăр. Çапах та халăхпа пĕрле явăçса пурăнакан çын карчăка вĕлернĕ тенине ниепле те тăна илеймерĕ.

— Пĕрре те ĕненес килмест, — терĕ Çтаппан.

— Ĕненес килмест?.. Апла тесен, эсĕ Миххана пĕлмен пекех, Платуна та начар пĕлетĕн, — хирĕçлерĕ Макçăм. — Ĕнер вăл сан килте мĕн хăтланнине аса ил-ха. Йĕксĕк пуçĕ, торги тăванçи пулса, санăн пĕтĕм вăрлăха йӳн хакпа илсе кайрĕ.

— Мĕнле вăрлăха?

— Кум, кум... апла пулсан нимĕн те пĕлместĕн эсĕ... Итле, Анук кумапа иксĕмĕр пасарта лаша тата акма вăрлăх илтĕмĕр. Йĕксĕк пуçĕ, торги уçса, чи малтан çав вăрлăха йӳн хакпа хăй патне илсе кайрĕ.

Çтаппан тинех алкум вĕçĕнче мĕнле çăнăх миххи ларнине, пӳрт урайĕнче мĕнле тырă пĕрчисем сапаланса выртнине тавçăрса илчĕ. Платун ун кинне хур кӳнипе çеç çырлахман иккен, вĕсен мулне те çаратса кайнă!

— Акă мĕншĕн вăл, явăл пуçĕ, çынсен сехрине хăпартса кунтан хăвалама тăрăшрĕ! —Ĕнтĕ Макçăмпа йăлтах килĕшрĕ Çтаппан.

— Эпĕ мĕн терĕм сана?

— Халех ун патне кайса ухтармалла.

— Кум, тăхта, ан шавла. Такам килет, — алкум вĕçĕнчи ура сассине илтсе чарчĕ Макçăм.

Платун, асар-писер кăшкăрса çынсене хăваларĕ пулсан та, Çтаппан çенĕкрен тухманнине, Макçăм тухсан та каялла кĕрсе кайнине асăрхаса илчĕ. Унăн чĕри ĕнтĕ хăйне тăра шыв çине кăларасран хăранипе мар, Çтаппанпа Макçăм кĕмĕл укçасене илме кĕрсе кайнă пек шутласа канăçсарланма тытăнчĕ. Васкавлăн каялла таврăнчĕ те Платун пӳрт алăк пуканĕ урлă каçнă-каçманах:

— Мĕн тăватăр эсир кунта? Ма тухмастăр?! — тесе çухăрчĕ хаяррăн.

Çтаппанпа Макçăм чĕнмерĕç. Вара Платун пĕр сăмахсăрах тĕпелелле утрĕ. Сĕтел çинче кĕмĕл сахалланнине курса чĕтрешсе ӳкрĕ.

— Акă мĕнле паттăрсем эсир... Çаратма тăрса юлнă. Кĕмĕл укçасем ăçта? — пăхăнтарма вĕреннĕ сасăпа кăш-кăрчĕ Платун. Макçăмпа Çтаппан çав-çавах чĕнменнине кура, кĕмĕле чăн та вĕсем çаратнине ĕненсе хушса каларĕ: — Халех сĕтел çине кăларса хурăр! Астăвăр, уретникпе стражник килсен, хăвăрах аван мар пулĕ!

■ Страницăсем: 1... 17 18 19 20 21 22 23 24 25