Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
Мавра никам курман намăслăх сиксе тухрĕ тесе каласшăнччĕ, Çтаппан ытла та пăлханнине сиссе:
— Аван мар ĕç сиксе тухрĕ, — тесе хучĕ.
— Мĕнле аван мар ĕç вăл? — васкатрĕ Çтаппан.
— Виçĕмкун... сирĕн пата ыйткаласа çӳрекен хĕрарăм кĕрсе çывăрнă. Тепĕр кунне сан кин лаша, урапи-мĕнĕпех, вăрлăх, пĕр лав утă илнĕ терĕç. Çакна пĕлсен вара ялйышсем Анук ыйткаласа çӳрекене çаратнă тесе пухăнчĕç те тĕпчеме тытăнчĕç. Вăл малтанах нимĕн те каламарĕ. Хурал пӳрчĕ патне çитсен: «Мана укçа Михха панă», — терĕ.
— Михха?
— Ийя. Анук çаплах каларĕ.
— Çитет!—Чĕрене çуракан сасăпа кăшкăрса пăрахрĕ Çтаппан.
— Пихампар каçартăрах, Çтаппан, ман сăмахсем сан кăмăла каймарĕç пулсан!
— Çăварна хупла!
Çтаппан, персе амантнă арăслан пек, урисене аран улăштарса, алкум вĕçне таврăнчĕ. Пусма çине чул пек персе анчĕ. «Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, ку намăс çеç çитменччĕ... Хуçалăха тĕп турĕç. Ывăлăм çухалчĕ. Тата юратнă кинĕм никам курман намăса кăтартрĕ. Мĕншĕн çапла турĕ-ши вăл? Пĕрех хутчен хутаç çакса тухмаллаччĕ. Хутаç çакас йăла пирĕнтен тухман, пирĕнпе вĕçленмĕ те... Ку намăса ман ăрăвра мар, ялта та Мавра амăшĕнчен урăх курман... Эккей, э... Халь çеç хама телейлĕ тесе шутлаттăм... Куç хĕсни пек çеç иртсе кайрĕ. Мĕншĕн шăпам çак тери ăнăçсăр-ши ман?.. Мĕншĕн ман телейлĕ пулма юрамасть-ши?.. Пĕрех хутчен ма килтĕм-ши? Сасăпах макăрса ярасран аран тӳссе хуйхăрчĕ Çтаппан. Çав вăхăтра каллех лаша кĕçенни унăн чĕрине сăнă пек пырса тăрăнчĕ. Вăл пуçне ялт! çĕклерĕ. Ун умĕнче паçăр çеç-ха илемĕпе илĕртекен, халь чунтан курайман кинĕ сутăнчăкне тăрă шыв çине кăларакан лаша тăрать. Çтаппана мĕнпур инкекĕ те çак лаша пирки сиксе тухнăн туйăнса кайрĕ. Куçне кăра юн тулчĕ.
— Эсĕ ылхавлă çын каяшĕ! — шăлне шатăртаттарса эхлетрĕ те Çтаппан, хăй мĕн тăвасса та чухлаймасăр, чукмар чăмăрне çĕклерĕ. Анчах выльăх-чĕрлĕхе юратакан хресчен чунĕ унăн аллине тытса чарчĕ. Чăмăр вăйсăрланса лĕштĕр усăнчĕ. Çтаппан каллех пусма çине персе анчĕ. «Мĕн тăвас-ха ĕнтĕ, мĕн тăвас? Намăсран ăçта кĕрсе каяс? Çук, çук... Пĕрех хутчен куçăм ан куртăр. Ан тив, кирек мĕнле пурăнтăр. Ăна ятлама эпĕ унăн ашшĕ е упăшки мар», — шут тытрĕ Çтаппан. Васкаса пӳрте кĕчĕ. Енчĕкне кăларса карçинккипе юнашар хурса хăварчĕ.
XVII
Десятскисен аллинчен вĕçерĕнсен, Кĕтерук ăсран тухнă пек чупрĕ, çынсене тӳрĕ марришĕн, Сантăра тăван хĕрĕ хутне кĕменшĕн ылхана-ылхана пычĕ. Тусне çăлма пултарайманшăн хăйне хăй ятларĕ, староста пуçне касса татманшăн ӳпкелерĕ.
Кил хушшине кĕрсе тăчĕ. Куççульне шăлса типĕтрĕ. Хăлхине ача макăрнă сасă пырса кĕчĕ те, чĕри кăртах турĕ. Самантлăха вăл кумăшĕ çинчен те, урамра халь çеç пулса иртнисене те манчĕ. «Мĕнле çынсем-ши çавсем? Ахăртнех, ачана пĕччен вырттарса хăварса, хăйсем таçта тухса кайрĕç пулĕ?» — пăшăрханса шухăшларĕ.
Кĕтерук йăнăшрĕ. Вăл пӳрте кĕнĕ çĕре хуняшшĕпе хунямăшĕ яланхи пекех ушупуççи сакки çинче: пĕри — чĕлĕмне паккаса, тепри сăмсаран тапак шăршласа лараççĕ. Кĕтерук пырса кĕриччен çеç вĕсем тем хĕрӳллĕн калаçни палăрать. Вĕсем ытлашши ватах мар: Тихăнĕ аллă пиллĕкре, Марине хĕрĕх тăххăрта. Анчах хăрушă траххум чирĕ иккĕшне те сĕм-суккăр туса хăварнă.
— Ах, ани... — ӳпкелерĕ Кĕтерук, — сирĕн чĕрӳсене чултан тунă-и, тен. Ача каçса каяс пек макăрать, эсир хăлхана та чикместĕр.
Марине ним пулман пек тапакне нăшлаттарчĕ.
— Ан тив, макăртăр. Ун йышшисем тем тусан та вилмĕç. Сăпкине сиктĕрмесен те ӳсĕç...
— Ах, ани! Çылăхран хăрасчĕ сан! Ху нихçан та амăш пулса курман пекех калаçатăн...
— Çук, зпĕ амăшĕ пулнă! — сасартăках шăртланчĕ Марине. — Анчах санашкал ăнăçсăр амăшĕ мар. Эпĕ малтанхи ачанах ывăл çуратнă, халь те пурăнать вăл. Ыттисене тур папай хăй патне илчĕ... Эсĕ малтанхинех хĕр çуратса патăн. Кама кирлĕ вăл!
— Турă тиркештертĕр сана, ани... — хуравларĕ Кĕтерук, хĕрачине сăпка çинчен илсе кипкине салатрĕ, айне типĕтрĕ. Хĕрачи макăрма чарăнсан, кăкăр ĕмĕртме тытăнчĕ. — Савнă хĕрĕм... пысăк хуйхă курма çуратрăм сана... — Хĕрачан пуçĕ çине куççуль тумламĕсем татăла-татăла ӳкрĕç, анчах вăл туймарĕ ăна, ăнланмарĕ.
Тихăнпа Марине, кинне курмасан та, ун сассинчен ăна темле пысăк хуйхă пуснине туйрĕç, палăртасшăн çеç пулмарĕç. Вĕсем ывăл ача çуратасса ĕмĕтленнĕччĕ. Кăçал, тырă акса хăварнă хыççăн çĕр валеçсен, халь çуралнă ывăл ачасене те ят парса хăварас хыпар пур. Кинĕ ывăл ача çуратнă пулсан, вĕсен тата тепĕр ят çĕрĕ хушăнатчĕ. Марине кăмăлĕнче пурринчен те ытларах хаяр курăнма тăрăшрĕ:
—Ăнăçсăр хĕрачуна пула ĕçе те манса кайрăн. Ана тытса ларан-ларан та яла тухса чупатăн. Çынсем вăрмантан хăрăк йăтаççĕ. Пирĕн те вут-шанкă çук.
Хунямăшĕ сăлтавсăр ӳпкелени Кĕтерук чĕрине çĕçĕ пек касать. Пурпĕрех вăл хирĕç чĕнмерĕ. Ун шухăшĕ каллех Анук çине куçрĕ: «Асаплантарса тĕпчеме тытăнчĕç пулмалла... Мĕн курчĕ-ши ĕнтĕ?..» Хĕрачи çывăрса кайсан, каллех унта кайма шут тытрĕ. Анчах хĕрачине сăпкана вырттарма ĕлкĕрейчĕ, кĕтмен çĕртен упăшки пырса кĕчĕ. Кĕтерук пĕр пăхсах вăл ӳсĕррине асăрхасан, чĕри çĕнĕ вăйпа ыратма тапратрĕ.
Якур, Атăлкассинчи Жемени улпут патĕнче тарçăра ĕçлекенскер, юлашки вăхăтра час-часах ĕçсе таврăнакан пулчĕ. Арлă-арăмлă пурнăçĕ ăнăçсăр пулни ун чĕрине хĕскĕч пек хĕсет. Кĕтерука вăрласа ирĕксĕр арăм тунă хыççăн вăл пурăна киле ăраскалне парăнасса кĕтнĕччĕ. Ялта хĕре ирĕксĕрлесе арăм тунисем сахал мар, вĕсем пурте аванах пуранаççĕ. Çавна пула Якур, малтанхи кунсенче хăйне çав тери телейлĕ туйса, Кĕтерук куççульне те юплемерĕ, тĕрлĕ майсемпе кăмăлне çавăрма тăрăшрĕ. Вăхăт шунăçемĕн шурĕ. Кĕтерук, Якура иленсе, ăна пуçĕпех парăнас вырăнне унран сивĕнсе пычĕ.
Юлашкинчен Якур ăна çавăрма май çуккине, вăл çав-çавах Ваçлие юратнине ĕненсе çите пуçларĕ. Куна вăл Кĕтерук Анук ачин хреснамăшĕ пулса килнĕ хыççăн аван курчĕ. Вăл кун Якур килте çукчĕ. Кĕтерук чиркĕве кайса ачасене шыва кĕртекен пăхăр хуран умĕнче Ваçлипе юнашар тăнине пĕлсен, Якур тӳссе тăраймарĕ.
— Ваçлипе кумаллă пулас терĕн-и?
Якур арăмĕ тӳрре тухма тăрăшасса, Анук кăмăлне ытараймасăр ачин хреснамăш пултăм тесе каласса кĕтрĕ. Кĕтерук тӳрре тухма тăрăшмарĕ.
— Эсĕ мĕн, мана вăрланă чух ун çинчен пĕлмен-им? Çакăнтан вара Якур уççăнах кĕвĕçме тытăнчĕ. Хĕрача çурални ун çиллине татах ӳстерчĕ. Вĕсен пурнăçĕ йăлтах ӳпне çаврăнса кайрĕ. Кĕтерук тӳсĕмлĕ хĕрарăм, вăл хăйне алăра тыткалама пултарнипе çеç харкашу пуласса сирсе пычĕ.
Паян киле таврăннă чухне энĕшкассисем Якура тĕл пулчĕç те арăмĕ старостăпа десятскисене пуртăпа чут çеç касса пăрахманнине каласа пачĕç.
Якур килне кĕчĕ те пăтранчăк куçĕсене арăмĕ çине тĕллерĕ.
— Кĕтменччĕ-и?.. Килмест-ха ку терĕн-и? Килтĕм эп... Урăх чухне пулсан Кĕтерук сăмах чĕнмесĕр упăшки харкашасса ирттерсе яма тăрăшĕччĕ, паян тӳсеймерĕ.
— Якур, Якур... Ма укçана ĕçсе пĕтертĕн? Килте пĕрре хумалăх та çăнăх çуккине пĕлместĕн-им? Çынсем кĕçех тырă акма тухĕç. Пирĕн вăрлăх та çук. Çĕрне кам сухаласа парасси те паллă мар...
— Камшăн упрамалла ман укçана? Камшăн ĕçлемелле? Камшăн çĕре шуратса хăвармалла? Ав çавăн валли упрамалла-и? Çав харам пыр валли çĕре шуратса хăвармалла-и?.. — Хĕрачине нихçан ятран чĕнмест Якур...
— Юрĕ, Якур... Эпир мĕнле те пулин... Выçă вилсен те темех мар... Эпир ку килте ытлашши çынсем... Анчах сан хăвна çуратнă аннӳпе аçу пур. Сан çавсем çинчен шухăшласчĕ. Вĕсем мĕнле пурăнĕç?
Кинĕн сăмахĕсем ваттисен чĕрисене ăшшăн тиврĕç. Вăл хăйшĕн мар, вĕсен хутне кĕрсе калаçать вĕт. Ывăлĕ пăсăлнăшăн кинĕ айăплă пек суннипе ним шарламасăр ларчĕç.
— Эсĕ, явăл пуçĕ, ман аннепе аттене ан асăн! Пуриншĕн те эсĕ айăплă! Сана пула ĕçме вĕрентĕм.
Кĕтерук кунашкаллине те тӳссе ирттерекенччĕ. Халь тӳсеймерĕ.
— Мана, юрăхсăр хĕре, мĕншĕн вăрласа килтĕн? Эпĕ те анне пекех хĕрача çуратассине пĕлмерĕн-им? Мĕншĕн урăххине, ывăл çуратакан хĕре, качча илмерĕн? Эсĕ вăрласа килмен пулсан, тен, эпĕ те телейлĕ çынах пулăттăм!
Якур ку сăмахсене Кĕтерука илсе килнĕ малтанхи кунĕсенчех илтнĕ. Анчах ун чухне вĕсене чĕринех хуманччĕ. Халь Кĕтерук ытла та пуçсăрла калаçнă пек туйăнчĕ ăна.
— Апла иккен! Сан телее эпĕ çинĕ пулать!
— Çапла, ман телее эсĕ çирĕн, халь ĕнтĕ ачапа иксĕмĕре те ним вырăнне хумастăн!
Хуняшшĕпе хунямăшĕн кăмăлĕсем улшăнчĕç, вĕсене кинĕ хисеплемен пек туйăнчĕ.
— Пирĕн киле хурлама мĕнле хăятăн эсĕ? Пирĕн кил нихçан та чăх йăви пулман. Сан аçу-аннӳ килĕ ĕмĕртенпех чăх йăви! —сиввĕн сăмах хушрĕ Марине.
Амăше хута кĕни Якурăн çиллине татах вĕскĕртрĕ.
— Сан телей ăçта пулнă тет вара?! — хаяррăн кăшкăрчĕ те вăл малалла утăмларĕ... Кĕтерука сăмах памасăр: Шарламастăн-и? Апла пулсан, хам каласа парăп! Эсĕ Ваçлие качча тухасшăн çуннă! Ăна юратнă!—терĕ.
— Юратнă! — хăй мĕн каланине те астăваймасăр персе ячĕ Кĕтерук. — Малашне те юрататăп!
Кĕтерук чĕринче мĕн пуррине ваттисен умĕнчех ытла та уççăн калани Якура тилĕртрĕ.
— Ав епле иккен! — асар-писерле кăшкăрчĕ те вăл Кĕтерука çӳçĕнчен çавăрса тытрĕ. Хĕнеме тытăнчĕ.
Марине кинĕ хутне кĕрес вырăнне ывăлне вĕслетрĕ:
— Якур, лайăхрах пар ăна. Хулламан кĕрĕкĕн ăшши çук, теççĕ. Ан тив, упăшкине хисеплеме хăнăхтăр!
Кĕтерук, хурланса макăрас е шеллеме ыйтас вырăнне, чĕрене çуракан сасăпа çухăрчĕ:
— Вĕлер мана! Эсĕ тискер кайăк вĕт! Пĕтĕм чунтан кураймастăп сана!
Якур ывăнса çитнипе Кĕтерук çӳçне ячĕ. Лешĕ ирĕке туйсанах пӳртрен сирпĕнсе тухрĕ.
Кил хушшинче вăл сывлăшне çавăрма чарăнса тăчĕ. Анчах ăçта кайса мĕн тумалли çинчен шухăшласа тăма вăхăт пулмарĕ унăн. Якур халь сиксе тухса тепĕр хут ярса тытасран хăрарĕ. Вара, кил хушшинчен тухса, ашшĕ-амăшĕн килĕ еннелле вĕçтерчĕ. Унта хута кĕрессе шанчĕ.
Ануксен тĕлне çитсен, вăл ирĕксĕрех чупма чарăнчĕ, «Кума мĕнле-ши ĕнтĕ?» — аса илчĕ вăл. Кил хушшинелле пăхрĕ те çенĕк умĕнче хĕрарăм выртнине курчĕ. «Кума мар-и ку... Турă çырлахтăр, çавă-çке!» — палласа илчĕ те чупса кĕчĕ. Анук патне пырса чĕркуçленчĕ. Ăна ыталаса çепĕççĕн чĕнчĕ:
— Кума, кума...
Анук пуçне çĕклерĕ. Куçĕнче куççуль çук ĕнтĕ. Нумайччен макăрнипе куçĕсем хĕмленеççĕ кăна. Вăл Кĕтерук çине пăхрĕ те çара пуçăн иккенне, çӳçĕсем сапаланнине, пит-куçĕ кăн-кăваккине курчĕ, хăраса ӳкрĕ.
— Эй, кума, сана ытла та хытă хĕнесе пĕтернĕ-çке! Ахалех ман хута кĕтĕн. Урнă кашкăрсене сурăх пырса чарайрать-и вара?.. Тискер кайăксен чĕрине çемçетейрĕн-и вара?
Кĕтерук кумăшĕ мĕн каланине тавçăраймарĕ, хăй шухăшне малалла каларĕ:
— Турă çырлахтăр, кума... Мĕнле вĕлермерĕç вĕсем сана?.. Мĕнле хăтăлтăн вĕсен патаккинчен?..
Анук çав-çавах Кĕтерука шеллерĕ:
— Эпĕ нимех те мар, кума. Эпĕ тăпах... Эсĕ маншăн уссăрах патак çирĕн!
Кĕтерук юлашкинчен Анука ăнланса илчĕ:
— Çук, кума, ку патака эпĕ саншăн çимен. Мана Якур хĕнесе пĕтерчĕ.
— Ма тата?
— Якур йăлтах пăсăлса кайнине пĕлетĕн ĕнтĕ. Паян та ĕçсе таврăнчĕ. Хамăрăн çăкăр та, вăрлăх та çук. Чĕре ыратнипе тӳсеймерĕм, ӳпкелерĕм. Вăл хĕрачана хур кӳме, кĕвĕçме тапратрĕ. Çавăнтан çапăçу пуçланчĕ. Ани тени, ман хута кĕрес вырăнне, вĕслетсе ларчĕ. — Кĕтерук куçне йӳçĕ куççуль пырса капланчĕ. Унăн, Анука ыталаса, унпа пĕрле тăраничченех макăрас килчĕ. Анчах, кумăшĕ пысăк асап тӳснипе, макăрсан ун кăмăлĕ пушшех хуçăласран хăраса ассăн сывласа илчĕ те: — Ах, кума... Çĕр çинчен тăр-ха... Шăнса сывмарлансан тем курса ларăн!— терĕ çепĕççĕн.
Анук ура çине тăчĕ. Кĕтерук пулăшнипе питлĕхе мăйĕнчен кăларса пăрахсан, çăмăллăнрах сывласа ячĕ.
— Кума, лашана тăварма пулăш-ха, — терĕ. Иккешĕ лашана тăварсан, хушса хучĕ: — Лаша шыв ĕçесшĕн пулмалла. Çенĕкре шыв катка туллиехчĕ.
Кĕтерук пĕр сăмахсăрах витрепе шыв тултарса тухрĕ. Лашана шăварсан, утă парса, урапа çумне кăкарчĕ. Анук сĕлĕ парасшăнччĕ, сĕллине торгипе сутнине аса илчĕ. Каярах пăтратни туса пама шухăшланипе хăйне хăй йăпатрĕ. Вара вĕсем миххе йăтса пӳрте кĕчĕç.
Кунта, миххе урайне лартсан, сĕтел çинчи шурă çивитти витнĕ тулли карçинкка ларнине, ун çумĕнче енчĕк выртнине асăрхарĕç.
— Мĕн япала ку? —тĕлĕнчĕ Анук. Сĕтел патне васкаса пычĕ. Енчĕке тинкерсе пăхрĕ те палласа илчĕ. — Турă çырлахтăр, атине хам аллăмпа çĕлесе панă енчĕк. Хăйпе пĕрле чиксе кайнăччĕ вăл ăна. Халь мĕнле майпа килсе выртнă кунта? — Енчĕк килсе выртни сăлтавне пĕлесшĕн пек васкаса ăшĕнчен укçа кăларса илчĕ те сасăпах шутлама тытăнчĕ; аллă... çитмĕл пиллĕк... çĕр... Çĕр те вунпиллĕк... Турă çырлахтăр, кума, ати таврăннă пулмалла. Ахаллин кам пăрахса хăвартăр кун чухлĕ укçана? — Анук карçинкка çивиттине сирсе пăрахрĕ те куçĕ умне булкăсем, кăлпасси, кăнахвет, премĕк, мăйăр сиксе тухрĕç. — Ати таврăннă! Анчах ăçта вăл?
Кĕтерук, ним шарламасăр тăнăскер:
— Ытла та тĕлĕнмелле, кума... Вăл таврăнса вăхăтлăха çеç тухнă пулсан, мĕншĕн укçине сĕтел çине пăрахса хăварнă-ши? — терĕ.
Анук тăруках тавçăрса илчĕ. «Турă çырлахтăр, эп намăса кĕнине пĕлсе каялла тухса кайнă ĕнтĕ вăл.» Ку Анук чĕрине çурсах пăрахрĕ. Вăл урлă сак çине йăванса кайрĕ.
— Кума, кума! Мĕн пулчĕ сана?! — хăраса ун патне чупса пычĕ Кĕтерук.
XVIII
Лукарье киле тăрмаласа пĕтернĕ пит-куçĕпе, сапаланчак çӳçĕпех таврăнчĕ. Анчах ăна хĕнесе ыраттарни мар, Михха Анука укçа парса пуйтарни тарăхтарчĕ. Ан тив, вăл та упăшкине улталанă пултăр, уншăн никамăн та ĕç çук. Хăй çеç хуйхă-суйхă курса тӳснĕ. «Малашне мĕн курмалли юлчĕ-ши? Ман çул çинче каллех çавă...» Лукарье кĕвĕçнипе пĕрлех, арлă-арăмлă пулнăранпах телейсĕррине, тăлăх-турат пек пурăннине аса илчĕ те пушшех тарăхрĕ.
Паян унăн мăнаçлăхне ытла ним шеллемесĕр хуçрĕç. Кунашкал мăшкăла вăл пуçламăш хут Микуларан курса тӳснĕччĕ, халь — арăмĕнчен. Лукарьен çак самантрах куçне хупса çут тĕнчерен çухалас килчĕ.
Вăл яшка-çăкăр тыткалакан пӳлĕмре пыл сăра пуррине аса илчĕ те ăна йăтса тухса сĕтел çине лартрĕ. Пĕр курка тултарса тĕппипе ĕçсе ячĕ, сывлăшне çавăрсан тепĕрне ĕçрĕ. Халиччен пĕр куркапах пуçĕ çаврăнаканччĕ. Халь виççĕмĕш куркана тултарса пушатрĕ. Вара тин ăстăнĕ те пăтрана пуçларĕ. Анчах кăмăлĕ çăмăлланас вырăнне пушшех йывăрланчĕ. Ĕнтĕ Анукпа Миххана çеç мар, куçĕ умĕнчи пĕтĕм япалана курайми пулчĕ вăл. Пурне те çапа-çапа салатас килчĕ. Пĕрре кăна хăмсарчĕ — сăра кăкшăмĕ çĕре ӳксе саланчĕ, сăри урай талккишпе юхса сарăлчĕ. Сăра куркине стена çумне çатлаттарчĕ, сăмавара çĕре сирпĕтрĕ. Кĕмсĕртетнĕ сасăпа чăланта çывăракан хĕрачи вăранса макăрма тытăнчĕ. Лукарье илтмерĕ ăна. Яшка-çăкăр тыт-калакан пӳлĕмре тирĕк-чашăк нумаййине аса илчĕ те унта кайма шут тытрĕ. Анчах пĕр-икĕ утăм тусанах сулăнса кайрĕ, урайне кĕрĕслетсе ӳкрĕ. Лукарье çапах ним ыратнине туймарĕ. Ăна ӳкнĕ пек мар, ун çине мачча персе аннăн туйăнчĕ. Вăл салхуллă юрă ĕнерлеме тытăнчĕ:
Тăваткал тутăр кĕтессине
Кам çырнă-ши кранташпа?
Эпĕ ырă курмассине
Кам ыйтнă-ши турăран?..
Михха Атăл çинчен таврăнчĕ. Çиелтен пăхма ун кăмăлĕ лăпкă та хавас темелле. Хумханма та сăлтав çук пек. Икĕ кун каярах ыйткаласа çӳрекене таптанине маннă. Кирек кама усал тусан та асра тытса çӳремен вăл. Ытти ĕçсем ăнса пыраççĕ. Çапах та ун чĕрине темле шухăш кăшлать. Вăл Анука аса илчĕ. Ун патĕнчен ытла та хăравçăлла тухса тарнине те манаймасть.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...