Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ


Çтаппан пристане çитесси çурма çул юлсан, урам урла каçнă чухне хăйне такам чĕннине илтрĕ. Çаврăнса пăхрĕ те Матĕрне васкаса килнине курчĕ. Пасара илсе çӳрекен карçинкка тытнă хăй.

— Степан Иванович... Сывпуллашма та кăмăл тумарăн-и?

Чăнах та, çул çине апатланса кайма Матĕрне ăна çимеç лартса панăччĕ те кăштах кĕтме хушса общежитирен тухнăччĕ. Çтаппан ытла та васканипе манчĕ пулас. Халь вăл ырă сунакан вырăс хĕрарăмĕ умĕнче айăпа кĕнĕшĕн хăйне хăй ӳпкелерĕ.

— Каçар, Матрена Игнатьевна, эпĕ пăрахут çине васкарăм...

— Эпĕ... — именнине пытарасшăн Матĕрне ӳсĕрсе илчĕ. — Эпĕ кăштах кучченеç парса ярам тенĕччĕ... Акă, тыт-ха! — карçинккине Çтаппан еннелле тăсрĕ.

— Эккей, ара... Кирлĕ мар, кирлĕ мар!

— Такам палламан çын пек турткаланса ан тăр. Ку кучченеç сана валли мар, кинӳпе мăнуку валли. Пытармастăп, эсĕ каласа панă хыççăн вĕсене тăван пекех юратса пăрахрăм. — Çтаппан ним тума аптраса тăнине кура тилмĕрчĕ Матĕрне: — Степан Иванович, тыт ĕнтĕ! Хăраса ан тăр...

— Пурĕпĕр аван мар, Матрена Игнатьевна. Кинпе мăнук валли кучченеç хам та илсе кайма пултаратăп.

— Ху пĕлетĕн, ман кучченеç парса ямалли урăх никам та çук.

— Тăкакланма кирлĕ марччĕ, Матрена Игнатьевна...

— Ан хăра, Степан Иванович, куншăнах чухăнланса юлмăн ĕнтĕ, — савăнса хуравларĕ те Матĕрне карçинккине хăюллăн Çтаппана тыттарчĕ.

— Тавтапуç...

— Тав тумалăхах çук унта. — Çтаппан кайма тăнине астусан, айккинелле çаврăнчĕ те хĕвĕнчен сăмса тутăрĕпе чĕркенĕ япала туртса кăларчĕ. Каллех Çтаппан еннелле çаврăнса чăркамне тăсрĕ. — Ме-ха, тыт!

— Тата мĕн ку сан?

— Ку, Степан Иванович... укçа.

— Нимĕн те ăнланмастăп, Матрена Игнатьевна, мĕнле укçа парасшăн эсĕ мана?

— Сан килте йĕри-тавра хуралт, кил хушшинче лашапа ĕне пултăр тесе паратăп.

Ырă кăмăллă вырăс хĕрарăмĕ пулăшма тăрăшни Çтаппан чĕрине ачашларĕ. Богданов панă аллă тенкишĕн те тав тăвайманччĕ ăна. Тата вăл хăй укçине илме сĕнет.

— Степан Иванович, тытсам ĕнтĕ... Пуçĕпех пĕтермелле памаççĕ вĕт сана. Кивçен параççĕ. Май килсен кĕркунне тавăрса парăн. Халь хуçалăхра мĕн кирлине туян. Пуринчен ытла мăнуку валли сĕт пултăр...

Çтаппан чĕри хаваслăн тапма пуçларĕ. Кинĕпе мăнукĕн мĕн кирли пурте пулсан, вăл та инçетри çулта шухăшсăр ĕçлесе пурăнĕ. Кивçен илнĕ укçине кĕркунне парса татма нимех те мар. Çапах иккĕленнипе ним шарламасăр тăчĕ.

Матĕрне тăруках пăшăрханса ӳкрĕ. Çтаппан пуçĕпех киле кайнипе укçана илесшĕн мар пек туйăнчĕ ăна.

— Эсĕ мĕн, каялла таврăнасшăн мар-и?

— Мĕнле таврăнасшăн мар? Эпĕ Илюша сăмах патăм.

Юрĕ эппин, илем... — тутăр çыххи аллине кĕрсе ӳксен, килĕшрĕ Çтаппан.

Пăрахут кăшкăртни илтĕнсе кайрĕ.

— Ну, Матрена Игнатьевна, пуриншĕн те тавтапуç... — васкаса сывпуллашма хăтланчĕ Çтаппан.

Матĕрне ал памарĕ.

— Эпĕ те пыратăп, Степан Иванович... Атя, ăсатсах ярам ĕнтĕ...

Çтаппан хирĕçме мар, килтен инçетре, ют çынсем хушшинче те хăйне тата çемйине ырă сунакан тăван пек çын тупăннăшăн питех савăнчĕ.

Çтаппана «Русь» обществăн пăрахучĕсенче ĕçлекенсем кашниех паллаççĕ. Халь те вĕсем пăрахут çине кĕрсенех вашаватлăн саламларĕç:

— Степа, мĕнле пурăнатăн?!

Çав вăхăтра пĕр матросĕ пычĕ те, Çтаппан Атăлкасси пристанне çити каясса пĕлсен:

— Степа, эпир пурăнакан пӳлĕме кĕр. Хаклă хăна пулăн! — терĕ.

Пăрахут пролетĕнче капитан помощникĕ тĕл пулса саламларĕ.

Çтаппан чĕри вĕçĕ-хĕррисĕр савăнать. «Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, эрне каярах çеç-ха шыва сикме тăтăм. Халь... — Атăл тăршшĕпех тесшĕнччĕ, анчах каппайчăк шухăшне сирчĕ. — Халь ку пăрахут çинче ĕçлекенсем те паллаççĕ. Эккей, пурнăç тени мĕнле килсе тухрĕ».

Матĕрне те калама çук савăнать. Тăван пек юнашар утакан Çтаппана пурте паллани, ăна хисепе хурса саламлани килĕшрĕ ăна. Кунашкал ырлăха вăл упăшкине юнашар çӳренĕ вăхăтра та курман пек туйăнать.

Вĕсем курмана тухрĕç. Çтаппан ларма вырăн пăхкаланине асăрхасан:

— Кунта вырнаçасшăн мар-и эсĕ? — ыйтрĕ Матĕрне.— Çук, çук, Степан Иванович, кунта юрамасть, Çурхи çил усаллине хăвах чухламалла. Атя, шала кĕретпĕр. Унта выртса та канма пулать.

Матĕрне ырă сунса калаçни Çтаппана каллех пăлхантарчĕ, унăн куçĕсем шывланчĕç. Вăл, ахăртнех, арăмĕн сăмахĕсене аса илчĕ: «Сана, ватăскерне, шеллесе каларăм... Сывмарлансан хамах пăхма лекĕ...»

Матĕрне Çтаппан кăмăлĕ улшăннине сисрĕ.

— Степан Иванович, мĕн пулчĕ сана? Хуйха ӳкрĕн мар-и?

— Пулĕхçĕм çырлахтăр, Матрена Игнатьевна. Эсĕ мана вилнĕ арăма аса илтертĕн те, ирĕксĕрех чун хурланчĕ. Ĕçе кайма пуçтарăнаттăм-и е ĕçрен таврăнаттăм-и, вăл яланах ман сывлăха упрама тăрăшатчĕ. Анчах эпĕ ун сывлăхне упраймарăм...

— Пурнăçра тем те сиксе тухма пултарать... — ассăн сывларĕ Матĕрне те. Çтаппан арăмне асăнса сăмах хускатнине илтсен вăл кӳренмерĕ, ун хуйхине хăй хуйхи пек йышăнчĕ, ăна тата ытларах хисепленине туйрĕ. Çак аса-илӳсемех Çтаппан ырă кăмăллине, арăмне ытла та таса чун-чĕрипе юратнине нихçанхинчен те уççăнрах палăртрĕç. Матĕрне те хăй упăшкине юратнине, анчах ăна упрама пултарайманнине каласа парасшăн пулчĕ: — Эпĕ те упăшкана упраймарăм... Çула тухса çӳресрен чараймарăм. Ĕçлесе çӳремесен те çителĕклĕччĕ. Вăл тата ытлараххине хапсăнчĕ. Ирĕклĕ пурнăçа килĕштерчĕ.

Пăрахут иккĕмĕш хут кăшкăртрĕ. Ку ытла та кĕтмен çĕртен пулнипе Çтаппанпа Матĕрне шартах сикрĕç.

— Матрена Игнатьевна, каçар, тархасшăн, — хумханса сăмах хушрĕ Çтаппан. — Эпĕ пĕрре те сана кӳрентересшĕн марччĕ...

— Кирлĕ мара ан калаç, Степан Иванович, — хăйне алла илме ĕлкĕрсе, малтанхи пекех çепĕççĕн чĕнчĕ Матĕрне.— Ман кӳренес тĕлĕ те пулман. Эсĕ хăвăн пурнăçу çинчен каласа панисене эпĕ яланах итлеме хатĕр. Халь ĕнтĕ санăн арăму ăслă, сана тивĕç мăшăр пулнине те аван пĕлетĕп. Турă кирек кама та иксĕр пек пурăнма пулăштăр. Анчах ун çинчен тепĕр чухне, эсĕ таврăнсан, калаçăпăр. Халь шала кĕрер-ха.

Çтаппан ним сăмахсăрах Матĕрне хыççăн утрĕ. Пăрахут çинче пассажирсем сахаллипе вĕсем чӳрече умне пычĕç. Çтаппан ларма ĕлкĕриччен Матĕрне, тутăр кăларса, сак хăмисене шăлкаласа илчĕ.

— Ĕнтĕ ларма та юрать. Кунта аван. Çырансене курса пыма та пулать. Канас тесен те никам кансĕрлес çук.

— Пуриншĕн те... пуриншĕн те тавтапуç, Матрена Игнатьевна.

— Эсĕ мана хăваласшăн-им? — хаваслăн кулса каларĕ Матĕрне. — Çук, эпĕ санран ниçта та хăпмастăп ĕнтĕ. Санпа пĕрлех пыратăп.

Çтаппан Матĕрне çине тĕлĕнсе пăхрĕ. Ку сăмахсене мĕн шутпа каланине чухласа илеймерĕ.

Пăрахут виççĕмĕш хут кăшкăртни вĕсен халапне татрĕ. Матĕрне ĕшенсе ӳкрĕ.

— Аннеçĕм, пире уйрăлма вăхăт! Хăçан кĕтсе илме хушатăн?

— Ыран ирхине таврăнатăп.

— Ну, эпĕ чупрăм. Чипер кайса килмелле пултăр, Степан Иванович.

Вĕсем уйрăлчĕç. Матĕрне пăрахут çинчен тухаччен Çтаппана ăсаттарасшăнччĕ. Калама хăймарĕ. Çтаппан та ăсатма кирлине тавçăрса илеймерĕ.

Пăрахут пристань çумĕнчен хăпсанах, Çтаппан курмана тухрĕ. Пристань çинчен шурă тутăрсемпе, карттуссемпе сулни ун чунне хумхатрĕ. Вăл ăсатакансем хушшинче Матĕрнене шырарĕ. Тупсан, ун çине савăнса пăхрĕ. Матĕрне те ăна курса тутăрпа сула пуçларĕ.

Пăрахут васканăçемĕн васкарĕ. Пристань те инçе юлчĕ. Çтаппан куçĕнчен вĕлкĕшекен тутăрсем те, пристань те çухалчĕç. Вăл карттусне тăхăнса тата кăштах пăхса тăчĕ те пăрахут ăшне кĕчĕ. «Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, аса илчĕ Çтаппан, вăл мана миçе тенкĕ панине пăхаймарăм та-çке эпĕ?» Кĕсйинчен тутăр çыххи кăларса салтрĕ. Аллă тенкĕ... Ун çумне Богданов панă укçана хушрĕ те: «Пурĕ çĕр те вун-пилĕк тенкĕ....» — шутласа илчĕ. Кун чухлĕ пуянлăха вăл ĕмĕрне те алăра тытса курман. Çухатнă çĕр хĕрĕх тенкĕне шутлама та кирлĕ мар. Ку тĕлĕкре çеç пулса иртнĕ. Ан тив, аллă тенкине кĕркунне каялла пама та пĕр эрнешĕн малалла илнине ĕçлесе татма тивтĕр. Кинĕпе мăнукĕ ним нушасăр пурăнĕç.

Çтаппан укçине енчĕке чиксе хучĕ те ку тĕлĕнмелле ырă вырăс хĕрарăмĕ кинĕпе мăнукĕ валли мĕнле кучченеç парса янине пĕлесшĕн пулчĕ. Вăл, карçинккана витнĕ çивиттине сирсен, çиелтех виçĕ-тăватă булка тата икĕ кĕрепенккерен кая мар кăлпасси выртнине курчĕ. Вĕсене кăларса айккинелле хурсан, темиçе пакетпа кăнахвет, пĕремĕк тата тĕрлĕ йышши мăйăрсем сиксе тухрĕç. Çавăнтах пулштух эрех те тупăнчĕ. «Куна ман ятпа çул çине валли хурса янă пулмалла. Акă, киле çитсен Макçăм кумпа Сантăр хăтана чĕнĕп те, вĕсемпе пĕрле ĕçĕпĕр», — шут тытрĕ Çтаппан. Карçинкка тĕпĕнче тата хутпа чĕркесе хунă тем япала выртать, ытти кучченеçсене кăларасшăн мар пулса, салатса пăхмарĕ. Кунашкал хаклă тăракан кучченеçе хăй ĕмĕрĕнче те тытса курман.

Çтаппан килĕ çинчен шухăшла пуçларĕ. Анчах матрос пырса чăрмантарчĕ.

— Ав ăçта иккен эсĕ! Эпир сана кĕтсе йăлтах хăшкăлтăмăр. Атя пирĕн пата!

Тавтапуç, ырă тус-йышăм! — хумханарах чĕнчĕ Çтаппан.

— Атя, эпир çĕтĕрлек шӳрпи пĕçернĕ! — терĕ те матрос ун карçинккине йăтрĕ. Çтаппан матрос хыççăн утрĕ.

Пăрахут Атăлкассине çитсен, Çтаппан, тус-йышĕсемпе сывпуллашса, çыран хĕррине тухрĕ. Пулă шӳрпи умĕн кăштах ĕçме тивнипе вăл хăйне хĕрĕнкĕрех туять. Хусана кайнă чухнехи пекех, çыран хĕрринче ун куçне чи малтан туса пĕтернĕ тырă амбарĕсем тĕл пулчĕç. «Ытла та хăвăрт ĕлкĕрнĕ-çке!» — шухăшларĕ те Çтаппан ун çинчен çавăнтах манса кайрĕ. Уя тухсан вăл пĕтĕмпех килĕпе çемйи çинчен шухăшлама тытăнчĕ. «Вĕсем чĕрĕ те сывă пулсан, ыттишĕн пăшăрханмаллиех çук. Хусана ик-виçĕ кун кая юлса таврăнсан та нимех мар. Хам килте пек чухне лаша, ĕне тата вăрлăх илсе хăварасчĕ-ха. Сарай, вите тата сурăх карти тума платник тытасчĕ. Кинпе мăнукăк нимрен те аптраса пурăнмалла ан пултăр. Уйра суха тăвакансем курăнманни те аван-ха. Шăп кине сăмах панă вăхăтра çитрĕм. Килтен тухса кайнăшăн ялйышсенчен вăтанса тăмăп. Эпĕ мĕн чул укçа ĕçлесе килнине пĕлсен, хăйсемех чĕлхисене çыртĕç. Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, ман телей те çухалман иккен... — Ула-чăла пус хушшинче хура хăю пек курăнакан ана пуррине астусан тĕлĕнчĕ: — Эккей, э... Ман ана-çке ку. Сухаланă мар-и ăна?» Чăн та сухаланă. Хресченĕн чухлама хăнăхнă куçĕпе пĕр пăхсах вăл анана нумаях та пулмасть, тен, паян ирхине çеç сухаласа хăварнине тавçăр-чĕ. Ав, йăрансен мăкăрĕсем пусăрăнма та ĕлкĕреймен. Тата лаша йĕррисем ытла та çĕнĕ. Çтаппан анине ансăррăн та тарăннăн кастарса сухаланине те астуса илчĕ. Çĕр-ĕçне юратакан сухаçă çеç çапла сухалама пултарать. Анчах кам сухаланă-ши? Хăй килте çук чухне те унăн пархатарлă йăли çухалманни паха. Шухăшĕпе вăл лаша паракана тав турĕ. Лаша хуçине, кирек кам пулсан та, паянах хăна тума шутларĕ. Вырăс хĕрарăмĕ çакна пĕлсех-и, тен, эрех парса янă.

Çтаппан, пĕр татăк булка хуçса илсе, ана пуçне чĕркуçленчĕ: «Эй, аслă пӳлĕхçĕм... Хăвăн ырă кăмăлупа инçетри çĕршывра телей кӳнĕшĕн тавтапуç сана. Эй, асатте-асанне. Атте-анне... Ачасем тата хурăнташсем. Асран кайми Татьяна... Эпĕ çинине çийĕр. Эп ĕçнине ĕçĕр. Эпĕ тутă, эсир те тутă пулă. Йывăр тăпрăр çăмăл пултăр. Чунăрсем сĕтлĕ кӳлĕре çӳреччĕр. Çырлахăр, ан пăрахăр...» Вара пĕшкĕнсе çĕре чуптурĕ те булка татăкне ана çинелле ывăтрĕ. Ана çинчен илсе кайнă тăпра муклашкине енчĕкрен кăларса хучĕ.

Çтаппан крючникре ĕçлеме пуçланăранпа туяннă çĕнĕ утăмĕпе — кăштах тармакланарах та урисене сăтăрттарарах, çурăмĕ çинче выртакан йывăр япалана тытса пынă чухнехи пек, чавсине хуçса утать. Сайра хутра тĕл пулакан Энĕшкассисене хаваслăн саламлать. Анчах энешкассисем паллаймарĕç ăна. Сухалпа мăйăхсăрри тата халиччен курман кĕпе-йĕм тăхăнни аташтарчĕ. Çакна пула вĕсем хирĕç саламлас вырăнне тĕлĕнсе пăхса иртрĕç. Хушăран тавçăрса илнисем тупăнсан, йĕрлешкелесе кулчĕç е шеллерĕç. Кĕçех çуркуннехи тумĕпе çамрăкланнă ватă йăмра курăнчĕ. Ун тĕлне çитсен, хăрăк турат çинче çакăнса тăракан сӳрене асăрхаса: «Ватă тус-йышăм, лаша илеймесен çакăнтах хăрса саланăттăн. Акă, лаша илĕп те, эсĕ те кирлĕ пулăн. Шăрăçтарса шăлусене çирĕплетме паянах кӳлле кайса ярăп:», —тесе шухăшларĕ. Ват йăмра хутлĕхĕнчен иртсен, ирĕксĕрех чарăнса тăчĕ. Картиш алăкĕ яриех уçă, Сайхахĕсем ăçта кирлĕ унта сапаланса выртаççĕ. Çтаппан тĕлĕнчĕ, çавăнтах кăмăлсăрланчĕ те. Юрĕ, лаша кĕртме картиш алăкне уçма тивнĕ пултăр. Мĕншĕн сайхахĕсене çав тери сапаланă? Хамăн кил хушшинче кунашкал йĕркесĕрлĕхе курманччĕ. Çтаппан алкум вĕçĕнче урапа ларнине курчĕ. Васкаса пырса сăнасарах пăхрĕ те куншакал тимĕрпе тыттарнă урапа Миххан та çуккине аса илчĕ. «Кам урапи ку? Ăçтан килсе ларнă кунта?» Çтаппан ăнсăртран алкум вĕçнелле çаврăнса пăхрĕ те унта тулли михĕ ларнине астурĕ. Ку ăна тата ытларах тĕлĕнтерчĕ. Вăл хăвăрт пырса тĕрĕслерĕ. Михĕре ыраш çăнăхĕ. «Эккей, э... Ку мих ăçтан килсе ларнă кунта?» Анкартинче лаша кĕçенни янраса кайрĕ. Çтаппан çаврăнса пăхрĕ те сухапуç кӳлнĕ тимĕр кăвак лаша утса килнине курчĕ. «Кам лаши ку? Кунашкал лаша ялта никамăн та çукчĕ-çке». Тимĕр кăвак лаша алкум вĕçне çитсен каллех кĕçенчĕ. Çтаппан сухапуçĕ Макçăм кумăшĕнне палласа илчĕ. Лаша чĕлхипе тутине çуланăран, вăл шыв ĕçесшĕннине чухларĕ Çтаппан. «Мĕншĕн тăварман ăна? Кин ăçта-ши?»

Çтаппан васкаса пӳрте кĕчĕ. Кунта вăл пушшех те тĕлĕнмелле япаласем курчĕ. Пукансемпе саксем тӳнсе выртаççĕ. Урайĕнче тыр пĕрчисем сапаланнă. Çтаппан чĕри ирексĕрех усала сиснĕн çуйланма тытăнчĕ. Вăл инçетре чухне килĕнче темле киревсĕр ĕç пулса иртнине тавçăрса илчĕ. Вара карçинккине сĕтел çине лартса хăварса алкум вĕçне тухрĕ. Лаша каллех янăравлă кĕçенчĕ. Çтаппан лашана тăварма та хатĕрччĕ — урампа пĕр ушкăн хĕрарăм калаçса пыни тытса тăчĕ. Вăл тимлесерех итлерĕ те, ун хăлхине акă мĕн пырса кĕчĕ:

— Анук чупкăн хĕрарăм тесе кам шутлама пултарнă?

— Мĕн шутламалла марри пур унта. Сантăр хапхине ахальтен тикĕтпе вараланăччĕ-и?

— Кирек мĕн калăр та, ухмах мар вăл. Пĕр чуптусах лаша туянчĕ.

Ушкăн хушшинчен пĕртен-пĕр хута кĕнĕ сасă илтĕнчĕ:

— Ăçта нушапа хуйхă — унта Михха. Выçлăх тени ют аннерен те хаяртарах. Ӳте мар, чунна та сехмете кайса сутăн!

Сасăсем илтĕнми пулчĕç. Çтаппан çав-çавах кӳсĕкпе çапса антарнăн хытса тăчĕ. Малтан ăна, кинĕ ятне асăннине илтрĕ пулсан та, урăх Анук çинчен калаçрĕç пек туйĕнчĕ. Анчах, çын халапĕсен чăнлăхне çирĕплетме пекех, куç умĕнче лашапа урапа.

«Пӳлĕхçĕм çырлахтăр...» Чĕри ыратнине тӳсеймесĕр йынăшса ячĕ Çтаппан. Çав вăхăтра Мавра иртсе кайнине курчĕ те урама чупса тухрĕ.

Мавра каялла çаврăнса пăхрĕ. Çтаппана палласа илеймен пирки, хăйне чĕннине те ĕненсех каймасăр, малалла утрĕ.

— Мавра, тăхта-ха! —хăвăрт ун патнелле пычĕ те Çтаппан ӳпкелесе илчĕ; — Эккей, э... Эсĕ манпа калаçасшăн та мар курăнать...

— Çтаппан, эсех-и вара ку?

— Куратăн пулĕ!

— Пихампар ан пăрахтăрах мана... Ху чĕнмесен, ниепле те паллассăм çукчĕ. Эсĕ йăлтах улшăннă.

— Эпĕ улшăннипе улшăнманни нимех те мар-ха, Мавра. Эсĕ мана чăннине каласа парасчĕ. Мĕн пулнă кунта?..

Мавра Çтаппан халь çеç çултан таврăннипе ним те пĕл-меннине чухларĕ. «Çапах та кинĕ сутăнчăккине мĕнле каласа парас?» Ним хуравлама аптарнă енне:

— Çынсем мĕн калаçнине пĕлместĕп, Çтаппан... Анчах сан умна, чăн та, никам курман... — терĕ те шухăшне вĕçлемесĕрех чарăнчĕ.

— Мĕн никам курман?.. — тĕпчерĕ Çтаппан.

■ Страницăсем: 1... 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 ... 25