Пулас кинсем :: Виççĕмĕш пайĕ
— Эх, Интри пичче, çамрăк хĕрпе пурăнма ăçтан хал çитерĕн? — терĕм ăна хĕрхеннĕн. — Сирĕн хăвăр арăмăрах лайăхскер. Çавăн патнех каясчĕ сирĕн. — Хăйне майлă кĕвĕллĕ арăмччĕ — хитрех те мар мухтама, начар та мар хурлама.
— Кăмăлĕ ырă ун.
— Каçарас çук пуль ĕнтĕ халь тин, — хурланать Интри пичче.
Эпир унпа алă тытсах уйрăлтăмăр.
Пĕррехинче, Иван Капитоновичпа курнăçсан, Интри пичче çинчен асилтĕмĕр. Вăл колхоз ĕçне тухаймиех йывăр чирлет иккен. Юрать, пăхакан пур — арăмĕ. Кăлльа яла таврăнман. Мĕнле пурăнать вăл — никам та пĕлмест.
«Социализм» колхоза хăвăрт çитес тĕллевпе май килнĕ таран тӳртен яртлаттаратăп. Улăха тухрăм. Кăлтăртатса чупаймăн кунта: çине-çинех — кăткă тĕми. Велосипед, туртана кӳлĕнме хăнăхман чăркăш тиха евĕр, ларкăчĕ çинчен кăларса ӳкересле, ялттин-ялттин! сиктерет кăна.
Ывăлăм ыйхăламасть те, пĕр-пĕр тĕлте тăрăнса анасран та шикленмест, çутçанталăк илемĕпе киленсе пырать.
— Анне, илтетне? Кайăксем мĕнле хитре юрлаççĕ? — Килĕшет-и сана вĕсен юрри?
— Анне, пăх-ха, чечек!
— Ăçта? — тетĕп юриех, курмăша хывса.
— Ав, ав! — аллине тăсать Рубен ешĕл курăк хушшинче чĕлтĕртетекен кĕрен, сарă, шурă чечексем енне.
— Чар-ха, чар! Татар-ха çав çеçкесене.
Мĕн тăвăн? Ача кăмăлне килмеллех. Их! вĕлтĕртеттерчĕ, читлĕхрен хăтăлнă уйăп пек. Эпĕ, велосипеда тытнăскер, тăратăп ывăлăма сăнаса. Ахăртнех, чечекĕсем пурте илĕртеççĕ ăна, нихăшне татма аптрать-тĕр, çавăнпа пĕрин патĕнчен теприн патне чупать, тĕпĕртетсе кăна тăрать.
Сисмен те çума Юльттине çитсе тăнине. Хаваслăн ыталантăмăр пĕр-пĕринпе.
— Аякка-и? — вăлтатăп йăвашшăн. Хам тӳрех чухларăм-ха ăçта тата мĕнле сăлтавпа çула тухнине.
— «Социализм» колхоза. — Хăй куçран пăхма хăяймасть. — Эсир те унтах пулĕ?
— Çавăнта. Клуб уçнине çитсе курасшăн-ха.
— Кайран ăсату каçĕ ирттереççĕ, çара каякан çамрăксен ячĕпе. Эсир юлатăр-и?
— Эпĕ пĕччен мар-ха паян. Каччăпа.
— Куратăп-ха.
— Эй, йĕкĕт! — чĕнетĕп Рубена. — Çитĕ, ыттисем валли хăвар!
Мулкач пек йăкăлт! йăкăлт! сиккелесе таврăнчĕ ывăлăм. Ывăçĕнче: шăнкăрав курăкĕ, супăнь чечекĕ, салтак тӳми. Куçа илĕртеççĕ. Вĕсене асăрханарах тыткалама хушатăп, Серафима Капитоновнăна парнелеттересшĕн. Ача хăйĕн чечекĕсене ытарайми пăхать. Тути тем пăшăлтатать.
Тапранатпăр. Рубена сукмакпа малта утма хушатăп. Вăл хавас, тĕнкĕлтетрĕ. Эпир — ун хыççăн.
— Э-э... Эсĕ салтакĕ чăн-чăн салтаках-ха та, анчах санашкал мĕшĕлтетсен, икĕ кунран та çитеймĕпĕр, — алла илтĕм ывăлăма. Юльттине пирĕн велосипеда çавăтрĕ.
Аслă çул çине тухрăмăр. Ĕнтĕ текех ял катара мар, курăнать те ав.
Юльттине сăнĕ салхуланчĕ, тăтăшах ассăн-ассăн сывласа илме пуçларĕ. Кулянмалăх сăлтавĕ пур: ыран унăн савнийĕ — «Социализм» колхозри строительство бригадин бригадирĕ Ринарх Стахеев çара тухса каять. Кĕçĕр юлашки тĕлпулу.
— Çырăнса юлмаллаччĕ сирĕн, — тетĕп эпĕ. Юльттине именсе хĕрелет. Пĕр вăхăт чĕнмест. Унтан:
— Вăл шутсăр тилмĕрчĕ. Эпĕ килĕшмерĕм, — тет. Каллех хĕрелет. — Хăвăрах шухăшлăр: ни хĕр, ни арăм пулса юлатăп. Ринарха лере пĕр-пĕр майра килĕшсе пăрахĕ те, вара манăн, мĕн, юлас-и пĕр-пĕччен?
— Капла шанчăка çухатсан, ăçтан пурăнăн, Юльттине? Иксĕр хушăрта чăн-чăн юрату амаланать пулсан, унăн хĕлхемĕ нихăçан та сӳнмĕ. Упрама пĕлес пулать юратăва.
— Ман енчен пурте чиперех, йĕркеллех пулĕ. Çăмăлттайланса çӳреме вăхăт та çук. Вăл киле таврăннă тĕлелле институт пĕтеретĕп, — шухăшлăн пăхать хĕр аякри вăрман еннелле.
— Инженер-хĕре кам хăй çумĕнчен тĕксе ярĕ? — тетĕп. — Ринарх Стахеев — ăслă йĕкĕт. Вăл сана пăрахмасть. Эсир çамрăк-ха, арлă-арăмлă пурăнма ĕлкĕрĕр.
Ман сăмахсем кăшт лăплантарчĕç пулас Юльттинене. Хĕр кăмăлĕ вăл — шăп та шай çурхи кун. Капан-пĕлĕт айĕнчен хĕвел шуса тухрĕ те хаваспах ярăмлать шевлине.
Яла çитсен, эпир тӳрех Серафима Капитоновна патне кĕтĕмĕр. Вăл, пире курсан, хыпăнсах ӳкрĕ: тĕпелелле иртме чĕнет, пуканĕсене шутаркалать.
— Ку мĕнле каччă тата? — Рубен умне кукленчĕ вăл.
— Ман ывăл, — тетĕп, мăнкăмăллăн пуçа каçăртса.
— Ах, çырлах! Çапла пысăкланса кайнă та-и вăл?! Эпĕ ача хăлхинчен халĕ мĕн тумалли пирки пăшăлтатрăм. Рубен хăй пухнă чечек çыххине кил хуçи енне тăсрĕ.
— Ах, тавтапуç, тавтапуç! Телейлĕ пулах, ачам. Кур-ха, епле ырă кăмăллăскер вăл. Тахçантанпах мана никам та кунашкал парнепе чысламанччĕ-ха, — тесе, ачана пит-çăмартинчен чуптăва-чуптăва илчĕ.
Пире Серафима Капитоновна хуратул пăттипе хăналарĕ, пылпа чей ĕçтерчĕ.
Рубен, пуçласа вăрăм çула тухнăскер, ывăннă пулас, анаслать: йывăрланнă куç хупанкисем усăннăçемĕн усăнаççĕ. Ларнă çĕртех сĕнк пулчĕ. Кĕçех ăна çывăрма вырттартăмăр.
Клуба кайма хатĕрленнĕ вăхăтра Ринарх кĕрсе тăчĕ. Пĕри-пĕри Юльттине килни çинчен систернĕ, ахăртнех, ăна. Ялта çак хĕре палламанни çук та. Ара, вăл кашни çулах ку колхоз çĕрĕ çинче МТС тракторĕпе ĕçлет. Сахал мар çĕр сухаланă кунта.
Ринархăн сăн-пичĕ çиçсе кăна тăрать. Савăнăçлă: шӳтлет пĕр вĕçĕм, йăл та йăл кулать. Хура çӳçлĕ вăл. Пичĕ хăйма сĕрнĕн шап-шурă. Çавăнпа та пулĕ, питри пĕчĕк пăнчă та таçтанах яр-уççăн курăнать. Тути хĕрринчен пит-çăмарти еннелле, кĕвенте çăлтăр пек, виçĕ турпалли речĕпе ларса тухнă.
— Турпаллинчен ытла пуян-çке эсĕ, Ринарх, — тетĕп.
— Çапла, — йăл-йăл кулкалать яш, хăйĕн çăра куç харшисем, кайăк çунатти евĕр вăрăмскерсем, илемлĕн авăсăнчĕç, — хуть пĕрне те пулин парнеле-ха тесе тăнран яраççĕ. Эпĕ — хыт кукар, килĕшместĕп.
Каччă Юльттинене сăрпалантарсах илсе тухса кайрĕ.
— Маттур вăл пирĕн. Ашшĕсĕрех çын пулчĕ, — ырларĕ Ринарха учительница. — Амăшĕ — ылтăн çын. Техннкум-клуба чи малтан алăк уçса кĕме те вăлах тивĕçлĕ.
Ринарх хăйне çавнашкал чыс тунăшăн çынсене пуç тайса тав турĕ те клуба кĕме картланă çĕлен çипе хачăпа вăш-ваш касрĕ. Халăх Ринарх хыççăн клубалла кĕшĕлтетрĕ.
Ку уявăн йăли-йĕрки клуб ăшне курнă хыççăн часах вĕçленчĕ, мĕншĕн тесен урăххи васкама хистет, çара каякансене пил памалла.
Тăрăхла сак çине ларса тухнă çынсем умне пулас салтаксем ретленсе тăчĕç. Чи малтан вĕсем патне Серафима Капитоновна ман ывăлăма, Рубена, çавăтса тухрĕ. Йĕкĕтсем ăшшăн пăхаççĕ хăйсен учительници çине. Ахăртнех, шкулта вĕреннĕ чухне те питĕ килĕштернĕ пулĕ ăна. Серафима Капитоновна кашнинех питшăлли парнелерĕ.
— Хаклă тусăмсем, çак питшăллисене мана каялла тавăрса памалла пултăр, — терĕ вăл. Ку ĕнтĕ киле чипер, сывă çаврăнса килме ырă сунннне пĕлтерет.
Алăк енчен Кĕçтенкки папай туйипе таклаттарса утса пычĕ. Аллинче—тирĕк. Мĕн-ши ĕнтĕ унта? Пурте кармашса пăхаççĕ, хыçалтисем ура çине тăчĕç.
— Сар-ха ывăçна, мăнукăм, — хушрĕ вăл чи хĕрринче тăракăн Ринарха. Вара папай тирĕкри япалана чĕпĕтсе илчĕ те каччăн ывăç тупанĕ çине хучĕ.
— Мĕн пачĕ? — кăсăкланчĕç пурте.
— Тăпра! — мăнаçлăн пĕлтерчĕ Ринарх. Пил сăмахĕ папайăн çапла пулчĕ:
— Эх, амалэт, эсир, мăнукăмсем, çак çĕр çинче çуралнă, çак çĕр ырлăхĕпе вăй пухнă, çирĕп сывлăхлă пулнă. Малашне-каяшне шухăшласан, çак çĕр чĕптĕмĕ сире кирек мĕнле йывăрлăхра та хăват парса тăмалла. Ан манăр, атьсемĕр, тăван çĕрĕмĕре.
Салтак ачисене алли пыран асăнмалăх мĕн те пулин тыттараççĕ. Колхоз председателĕ, ав, укçа кăшт валеçрĕ, кивçен тет. Çартан таврăнсан тавăрса памалла имĕш. Манăн та ăсату сăмахне каламалла: — Юратнă Тăван çĕршыва куç пек сыхласси — пысăк чыс. Çавна тивĕç пулнăшăн мăнаçланăр. Эпир, сирĕнтен аслăраххисем, хаяр тăшмана парăнмарăмăр. Совет çĕршывĕн чечеклĕ пуласлăхĕ — сирĕн алăра. Упрăр ăна. Тата сире акă мĕн сунас килет: сирĕн умăрта çул-йĕрсем нумай пулĕç, Анчах тăван киле илсе çитерекенни — пĕрре çеç. Çав çула ан манăр.
Юлашкинчен Ринарх Стахеев комсомолец салтака каякансен ячĕпе çарта чăн-чăн паттăрсем пек пулма тула турĕ.
Çамрăксем ташă-юрă мая ярасшан тăпăртатаççĕ. Пирĕн, Рубенпа иксĕмĕрĕн, çула тухмалла. Ăна кукамăшĕ кĕтсе те ывăнчĕ-тĕр. Тăрать пулĕ-ха ял вĕçĕнче, укăлчара, тинкерсе пăхать-тĕр аслă çул çине?
30
Кăмăл паян иртенпех пăсăк. Ĕç патне алă пымасть. Кабинета кĕркелекенсем те, çакна сиссе-ши, пĕри те тепри тинкеререх пăхкалаççĕ те, сăмаха тарăна ямасăр, тухса каяççĕ. Чунăмра лăпкă марри, элле, пит-куçăмра палăрать-ши?-
Юлашкинчен чăтса лараймарăм. Алăка питĕртĕм те вĕçтертĕм килелле. Ара, Илай шăллăм пирки ăш вăркать. Ирхине вăл хăйĕн сăмахĕпе пĕтĕм чун-чĕрене пăлхатса ячĕ.
...Пӳрт умĕнче, çăвăннă хыççăн, шăлăнса тăраттăм. Илай пӳртрен тухрĕ те ман пата пычĕ. Куçран пăхаймасть хăй темшĕн.
— Талюна аппа, — терĕ вăл пăшăлтатса, — Паян кăнтăрла иртсен, пĕр икĕ сехетсенче, киле таврăн-ха.
— Мĕн тума?
— Ку вăл вăрттăнлăх, — çаплах пуçне çĕклемест Илай.
— Кирлĕ мара ан лĕпĕртет... Ĕç пăрахсах ăçтан килĕп?
— Эппин, хăвăн кăмăлу. Кайран-малтан ан ӳпкелеш. Илай тутине чăп çыртрĕ. Эпĕ шăллăма хам мĕн тĕллевпе кирлĕ пулма пултарассине чухлаймасăрах тухса кайрăм.
Пăлханса уçса кĕтĕм тăван кил хапхине. Тӳрех халиччен пулман япала куç умне ӳкрĕ. Шăп картиш варринче — пĕчĕк кӳлĕ. Унта кăвакалсем айкашаççĕ. Мĕн ку? Анне алкум вĕçĕнчи картлашка çинче аллинчи туйи çине ӳпĕнерех тайăнса ларать. Ман çине сӳрĕккĕн пăхса илчĕ хайхискер. Çавăнтах ӳпкелешме тытăнчĕ:
— Э-э, ик-чак... Мĕнле кун пулчĕ паян? Пуçа минретмелли тупăнсах пырать. Икĕ кăвакал чĕппи çухалнă. Тăххăрăн çеç юлчĕç. Мавра куман хурĕсем, ăв, сĕре ăслă, кăшăл-кăшăл туса анчах çӳреççĕ. Курăк çине кăларнăранпа та пĕр пуç катăлман. Пирĕн кăвакалсене сыхласа çитерме май çуç. Халь мелне тупрăм пек-ха. Капла çапах та куç умĕнче. Э-эх, ик-чак... Илайĕ тата тарăхтарса çитерчĕ.
— Вăл мĕн хăтланать тата? — аннепе юнашар пырса лартăм эпĕ.
— Килтен тухса кайма уйлать.
— Хăй ăçта халь?
— Таçта масарта çӳрет-ха. Хытах ятларăм та, çухалчĕ куçран. Ним каласа итлемест. Тăна илчĕ, пурпĕрех каятăп тет.
Сăмах çинех Илай килсе тухрĕ. Пӳрт хыçĕнчи пахчара пулнă пулас: аллинче — кишĕр.
— Талюна аппа, мана хăвăн чăматанна парăн-и? — аннепе иксĕмĕре айккинелле сирсе, пирĕн хушăпа çенĕкелле васкавлăн иртме тăчĕ.
— Чим-ха, Илай, — чартăм ăна. — Чăматан ма кирлĕччĕ сана?
— Анне каларĕ пулĕ... Каятăп.
— Ăçта?
— Ун пек «ăçта-ăçта?» тесе ыйтма хушмаççĕ, çул ăнмасть, тет.
— Ай-уй, хăçантанна çапла тĕшмĕше ĕненме пуçланă эсĕ, Илай? Шухăшламан шăллăм çакнашкаллине. — Тĕрĕссипе илсен, вăл чееленет. Чăн калассине çапла майпа пытарасшăн. Эпĕ те, анне пекех, хирĕçлесрен, киле çыхса хăварасран хăрать. Эпĕ пурпĕрех тĕпчеме чарăнмастăп. — Çапах та ăçталла выртать вара çулу? Кăнтăралла е çурçĕрелле?
— Çурçĕрелле тейĕпĕр.
— Çĕр чăмăрĕн хăш тĕлĕнче тымар яма ĕмĕтленен?
— Тĕллесе кăтартаймастăп. Анчах эпир çӳрес çĕр айĕнче пурлăх нумай: нефть, ылтăн тăпри, алмаз тата темтепĕр. Шăпах çав хаклă мула шыраса тупмалла пулать те пирĕн.
— Эсĕ геолог мар-çке, — хирĕçлетĕп Илая.
— Паян — мар, анчах пулатăп. Геологсен партинче ĕçленĕ çамрăксене института хапăл тусах йышăнаççĕ. — Илай анне куçĕнчен тинкерчĕ.
— Э-эх, ик-чак... Пуçăнта кĕвелĕк сахалли пĕтерет сана, Илай, — çаплах тулхăрма чарăнмасть анне. — Таçти мур шăтăкĕнчи ĕçрен колхоз ĕçĕ мĕнрен кая, тет? Кунта, тăван килте, хуралтă та пулăшать. Э-эх, ик-чак... Тыт, ав, аçун пуртти-пăчкине. Каскала, ăстала. Ăста алăра вут пуленки те юрă-кĕвĕ хывать, теççĕ.
— Шухăшла-ха, анне, çамрăк чухне ман тĕнче курса юлмалла мар-и? Чун туртнă ĕçпе ĕçлес килмест-и? — йĕрсе ярас пекех Илай.
Ăнланатăп шăллăма. Вăл тĕкленнĕ ĕнтĕ. Кăçал вăтам шкул пĕтерчĕ. Кĕсйинче — аттестат. Текех йăвара, амăшĕн çуначĕ айĕнче ларас килмест. Тĕнче калама çук аслă. Таçта та çитсе курас килет çамрăк чунăн. Килте ларсан, паллах, мăкланасси те ним мар, тухса çӳресен, ыйхă уçăлать. Кайтăрах, ман енчен чару çук. Çапах та шел, пӳрт пушанса юлать. Кăмăлĕ ырă ун. Хăйне май арçын илемĕ те пур. Халлĕхе Илай куçĕ, хăй çамрăккине пула, çурхи хĕвелпе ялтăртатаканнине кăна курать-ха. Чунĕ вара лăп та шăп таса кантăк, ун çине халлĕхе пĕр тусан пĕрчи те ларман.
Астăватăп-ха, Илай учитель пуласшăнччĕ, кайран летчике тухма ĕмĕтленетчĕ. Халĕ, ак, сана, ним кĕтмен çĕртен — геолог.
— Илай, ман чăматан пăлтăрта, халех илсе кĕрсе паратăп, — куç хĕсрĕм шăллăма. Ку ĕнтĕ эпĕ ун шухăшĕпе йăлтах килĕшнине пĕлтерет. Вăл, мана ăнланнăскер, йăл кулчĕ.
Анне Илая хĕвне хупма мел çитерме май çуккине чухларĕ пулас. Пĕр самант чĕнмесĕр тăчĕ, куççуль витĕр ыйтрĕ:
— Кампа каян?
Шăллăм хăй юлташĕн ятне асăнчĕ.
— Тупнă кампа çула тухмалли. Юлташ тени, э-э, ик-чак... хăвăнтан маттур пултăр тенĕ ваттисем. Кăна вара, ашшĕ-амăшне пăхсан, уçăмлă этем теме те иккĕленмелле.
— Ан тиркеш-ха, ан ятла-ха, анне, çаплах, — йăлăнчĕ Илай. — Ырă сун луччĕ. Амăшĕ пиллесен, пин пулать, пиллемесессĕн — кĕл, тетĕн-çке хăвах. Эпĕ телейсĕр юлсан, хăвах хыпса çунатăн-иç.
— Атя, ăшă кăмăлпа ăсатса ярар ăна, — тетĕп аннене.
— Э-э, ик-чак... Кĕскерен вăрăм тăсаймăн ĕнтĕ, — мăштах пулчĕ анне.
— Тĕрĕс, усăсăр мĕншĕн юхтармалла куççуль? Эпĕ çухалмастăп-иç. Тен, хăçан та пулсан, инженера та тухăп. Тен, пирĕн енче те çĕр айĕнче мул выртать? Пирĕн те таврара сăрт-ту сахал мар. Вĕсенче пурах-тăр-ха пуянлăх.
Кĕçех пĕрле каякан юлташĕ килчĕ. Иккĕшне те сĕтел хушшине лартса сăйларăмăр.
Кăнтăрла иртни икĕ сехет çурă. Çула каякансем тапранчĕç. Вĕсем Мускав пуйăсне ĕлкĕресшĕн.
Анне укçа парать.
— Асту, ан çухат, э-э, ик-чак...
— Турă ан хуштăрах, — кулкалать Илай, укçине шалти кĕсйине чикнĕ май. Вара аннене ыталаса чуптурĕ, ĕçме-çиме чăп тулли чикнĕ чăматана çĕклерĕ. Урама тухрăмăр.
— Эй, мансах кайнă, ăçта пирĕн Рубен? — тăп чарăнчĕ Илай.
— Чăн та, ăçта пирĕн Рунькка? Э-э, ик-чак... Анчахрах килтеччĕ-иç. Каллех Мавра кумасем патне вĕçтернĕ пулĕ-ха. Вĕсен хапхи умĕнче выляма юратаççĕ.
Виçĕ кил урлă пурăнать анне куми. Вĕсен тĕлне çитсе пынă май ывăлăм сассине илтрĕм: «Кушак ури чуста — ман ура тимĕр. Ап!» Хайхискер каска пуканĕ çинчен сикет иккен. Пире асăрхасан, чупса пычĕ. Илай ăна çĕклерĕ те мĕн ял хапхинчен тухиччен хулпуççи çинчен антармарĕ.
Чуптусах уйрăлтăмăр. Илай хăйĕн пурнăç çулĕ çине тухрĕ.
Анне хăйĕн чи кĕçĕн ачине чылайччен тĕмсĕлсе пăхса тăрса юлчĕ.
31
Çав тери хĕрӳ вăхăтра, ĕççи пуçланнă самантра, пирĕн çемье хутшăнчĕ. Вăрçă суранĕсенчен юсанаймасăр çĕре кĕнĕ Ольăн хĕрачине — Илпинаса илсе килме тиврĕ.
Алăри ачапа кĕрсе тăтăм пӳрте.
— Э-э, ик-чак... Çитрĕр-и? — хыпăнса ӳкрĕ анне. — Пайтахранпа кĕтетпĕр, чӳрече умĕнчен хăпма пĕлмерĕмĕр.
— Ай-уй, чак... Кукамай, кур-ха мĕнле пĕчĕк папак!— тĕпĕртетсе сиккелет пирĕн умра Рубен. — Çĕре яр-ха ăна, вылятам.
Ют хĕрачана ывăлăм çапла ăшшăн йышăнни мана хĕпĕртеттерчĕ. Куншăн аннене тав тумалла, вăл пĕчĕк йĕкĕт чунне ырă кăмăл кĕртнĕ, эпĕ илсе таврăнакан хĕрачана шутсăр хĕрхенмелли, юратмалли пирки ĕнентернĕ.
Аннен хăйĕн ĕçĕ: пире апат çитерсшĕн хыпаланать.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...