Пулас кинсем :: Виççĕмĕш пайĕ
— Малашне астăвăр, пирĕн ура йĕрри çине пусса пырăр.
— Путсан, тек туртса кăлармастпăр!
— Çурхи шывпа юхчĕрин, — шӳтлекелерĕç çамрăксем. Каллех карталантăмăр. Малта — Артикка. Вăл вăрăм туйине тăсса пырать, мина шыранăн.
Пырсан-пырсан, Мишша Чичканов хуса çитрĕ мана. Юнашар утма тытăнчĕ. Пĕр вăхăт чĕнмерĕ, унтан бригадăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки сăмах-юмах тапратрĕ.
— Çураки ирттерме çитĕ-ши пире уйăрса панă вăрлăх?
— Çав тери тирпейлĕ пулма тивет, — тетĕп.
— Пĕр пĕрчине те ӳкерсе çухатмăпăр-ха. Анчах... Тата темле чăрмав пирки сӳтсе явăсшăнччĕ ĕнтĕ Мишша. Шăкăл-шăкăл калаçайăн-и, ара? Урана шыва чиксе кăларасран тĕмескерен тĕмеске çине шăрчăксем пек сикетпĕр кăна хăлаçланса.
Акă тачăрах çыпçăнса утма май килчĕ.
— Мишша, — тетĕп, — авланма шутламастăн-и-ха? Эпĕ çакнашкал ыйту парасса кĕтменскер, çухалса кайрĕ-и, сăнĕ самант хĕп-хĕрлĕ хĕрелчĕ.
— Ăçта унта авланма! Манăн часах ят тухать! — ассăн сывласа илчĕ Мишша.
— Савнă хĕрĕр кĕтет-и-ха çартан таврăниччен?
— Инга-и? Сăмах парать те-ха вăл. Хĕрсене ĕненме хĕн. Хĕр тени шыв пуллипе пĕрех, ытлашши вылянаççĕ.
Эпĕ ни апла, ни капла калаймарăм сăмах тупса. Хыçалтисем юрă пуçларĕç.
Кĕмĕл çĕрĕ ылтăн куç
Пур-и, ара, аллăнта?
Иксĕмĕр калаçнă сăмахсем
Пур-и, ара, ăшăнта?
Вăрмана пырса кĕтĕмĕр. Разъезд çывăхрах ĕнтĕ, алă тăсса та çитмелле. Пăравус кăшкăртрĕ. Ун сасси ытла уçă, çара йывăçсем хушшипе таçта çити саланать.
Чугун çул хĕррине тухрăмăр. Ав леререх разъезд çурчĕ. Тупикре — вакунсем. Тем тесен те, вĕсенче — вăрлăх.
Крыльца умĕнче йыша чартăм.
— Урасем мĕнле? — тĕпчетĕп.
— Лап-лачкам, — терĕç уйрăмах хĕрсем.
Мĕн тумалла пулать? Капла шăнса пăсăлаççĕ вĕсем. Шухăшласа тупрăм: документсем — манра, эпир Мишшапа иксĕмĕр кирлĕ çынсене тупса вăрлăха виçтеркеличчен йĕпе ураллисем вăрманта кăвайт чĕртсе чăлхи-тăлисене типĕтчĕр.
Хам шухăша юлташсене пĕлтертĕм. Хăшĕсем килĕшрĕç, теприсем пăч татса сивлерĕç.
— Чăваш ури — тимĕр, — терĕ Сахрун, хăрах ури çинче ялт-ялт! сиксе.
— Тимĕр йĕпеннипе тутăхать, — хирĕçлерĕ Эверук йĕкĕте. — Пирĕн урасем — хурçă.
Кăвайт патне каякансене кутамккасене хăварма хушрăм.
— Хывăр! — васкатать Артикка, пĕрне те теприне тĕрткелесе. — Эсир типĕннĕ çĕре кутамккăрсене тулă тултаратпăр.
Мишшапа иккĕн хамăра кирлĕ çынсем патне кайрăмăр. Ĕçе татса, алă пусса пачĕç вĕсем. Тырă параканни урăх çын-мĕн. Ăна ярса тытма çăмăл мар теççĕ. Çӳрет имĕш вакунран вакуна чупса.
Вăрлăх илме килнисем нумай. Темшĕн вĕсем ĕрлешеççĕ. Ятлаçакансем те, пĕç çапса кулакансем те пур.
Ăçта пире кирлĕ çын? Унран та, кунран та ыйтатпăр.
— Ав вăл, — тĕллесе кăтартрĕ пӳрнипе çӳçеллĕ тутăрне каялла çавăрса çыхнă хĕрарăм пирĕн умранах тин кăна пашкаса иртнĕ хура мăйăхлă, сарлака пит шăммиллĕ этеме.
Эпĕ ăна хуса çитсе чартăм.
— Ну-с, мĕн каласшăн? — терĕ вăл.
— Пирĕн вăрлăх илмелле. Акă пирĕн документсем. Вăл пирĕн хутсене тыткаласа пăхкаларĕ те каялла тăсрĕ.
— Ну-с, кĕтме тивет.
— Эпир васкатпăр.
— Ман темиçе алă мар! — кăшкăрса пăрахрĕ вăл. Тупата, йĕркесĕр çын пулас ку, е ывăннипе çĕтĕлет.
Хăй ута пачĕ. Эпир те ун хыççăн кĕшĕлтетсе пыратпăр, шит юлмастпăр. Анрататпăр. Çаврăнчĕ те хайхискер ыйтрĕ:
— Ну-с. Ăçта сирĕн лавĕ?
Вăрлăха мĕнле илсе каяс пирки каласа патăмăр.
— Ай-ай-ах, — йăл кулса илчĕ. Кăмăлĕнче пăр ирĕлчĕ-ши? — Атьăр эппин.
Ертсе кайрĕ аранах. Пĕр вакун умĕнче чарăнчĕ. Эпир те ун хыçне пырса каплантăмăр.
Хура мăйăх вакун пломбине татрĕ те алăкне уçрĕ. Шалта —тулли пĕчĕк хут михĕсем. Шаршанласа маччана çитиех купаланă.
— Михĕсем пурте пĕр виçеллĕ, — асăрхаттарчĕ хайхи çын. — Тараса çине хурса асапланмалла мар. Сире çĕр михĕ памалла.
Мишшапа Артикка вакуна кĕчĕç.
— Тивĕçлине йăлтах, пĕр харăс илетĕр. Кайран-малтан сирĕнпе çăрăлма вăхăт çук ман, — хăратать пире хайхи этем. — Ну-с, тытăнăр.
— Питĕ аван, — тетĕп, килĕшсе. — Сире текех чăрмантармăпăр.
Çывăхрах ашăк йышши япаласем тупăнчĕç. Ăна çĕр çине сарса пăрахрăмăр.
Чăлха-тăла типĕтме кайнисем те пуçтарăнчĕç. Вара хĕрӳ ĕç пуçланчĕ. Рете тăрса тухрĕç çамрăксем. Вĕсем Мишшапа Артикка вакунран тыттарнă тулли михĕсене алăран алла куçарса шаршанласа хураççĕ. Капла вăрлăх йĕпенмест.
Йышпа ĕçленĕ чух ывăннине те, вăхăт иртнине те сисместĕн.
— Çĕрĕмĕш! — кăшкăрчĕ Артикка.
Акă ĕнтĕ юлашки миххе шаршана хучĕç. Шутлатпăр. Тĕрĕсех. Ытлашши те мар, çитмест те мар.
Юлашкинчен Мишша Чичканов вăрлăха йышăнни çинчен документ çине алă пусрĕ те хура мăйăхлă çынна алă пачĕ. Пурте сывпуллашса уйрăлтăмăр унпа. Çапла «Нарспи» бригада тупраллă пулчĕ. Мулĕ калама çук хакли. Вăл — йывăр пучахлă, парка хăмăллă тул уйĕ, вăл — пӳлме тулли тырă, вăл:—сĕтел çинчи кăпăш кулач.
Хут михĕсене çурса вăрлăхлăх тулла, çав тери тирпейлĕн тыткаласа, пĕр пĕрчĕ çĕре ӳкермесĕр, кутамккасене тултаратпăр. Ывăç тупанĕ çине хурса пăхмасăр тӳсейместпĕр. Тĕшĕ савăнтарать. Мĕн тери парка вăл. Пирĕн туйăмсене ăнланнăнах, халех çĕрпе варăнса калчаланасшăн тейĕн, тупата.
Ĕнтĕ кашниннех кутамкка тулнă. Ман валли пушă кутамкка çук.
— Сире çĕклеттерĕпĕр-и? Çук, çук, — теççĕ çамрăксем.
— Киле кайăр эçир, Итемри юлташ!
— Пуçланă ĕçе хамăрах вĕçне çитеретпĕр! — теççĕ.
— Апла мар-ха, — килĕшместĕп вĕсемпе. — Эпĕ çул çинче ывăнакана улăштарса çĕклекенни пулăп эппин.
Нимпе те ӳкĕте кĕмеççĕ. Тата тепĕр ыйту татса памалла: шаршанра юлнă вăрлăха сыхлама камăн юлмалла?
— Эпĕ! — татăклăн каларăм. Вара, манран ытла шанчăклă хуралçă тĕнчере çук пекех, йыш шутсăр хĕпĕртерĕ.
Мишша юлташĕсене васкатрĕ:
— Атьăр, çула тухар!
Пĕрин хыççăн тепри карталанса утрĕç ялалла. Малта вăрăм патаккипе çул хыттине суйласа Артикка пырать.
Шаршан тавра каллĕ-маллĕ çӳретĕп. Капла ура та шăнмасть, тата хуралçи пурри те курăнса тăрать. Кичемрех кăна кăштах хама. Аса илех кайрăм, сумкăра Лацис çырнă «Сын рыбака» кĕнеке пур-çке-ха. Малтанхи страницисемпе çеç паллашма ĕлкĕрнĕччĕ. Ялан алă çитмест. Ку романа ырланине нумай илтнĕ. Кăлартăм сумкăран кĕнекене. Тытăнтăм утнă çĕртех вулама. Çапах та хам куç хӳрипе михĕсем çине пăха-пăха илетĕп. Çын мар, шăши е юс йăпăртатса чупнине курăн.
Кĕнекине ырлани тĕрĕсех-мĕн, тыткăнларĕ вăл мана та, çав тери кăсăклă çырнă. Пулăç ывăлĕ — Оскар Кляве ытла та юратмалла çын. Мĕн пулать-ши ĕнтĕ малалла? Мĕн кĕтет ку йĕкĕте. Вулатăп... вулатăп... Сасартăк илтех кайрăм:
— Салам, хуралçă!
Ялт çĕклерĕм пуçа. Тур çырлах! Михĕсем çинчен те манса кайнă-çке эпĕ. «Нарспи» бригадăн çамрăкĕсем çывхараççĕ-мĕн. Мĕнле инкеке пула каялла таврăнчĕç-ши? Пăшăрханнипе ыйтрăм:
— Вăрлăха яла çитереймерĕр-им?
Вĕсем нимĕн те ăнланмаççĕ-и, чăрлаттарса пăхаççĕ.
— Ăçта хăвартăр? — тетĕп.
— Мĕнле «ăçта»? — тĕлĕнет Мишша. — Пӳлмене хывса хăвартăмăр. Кĕлет уççи те хамрах. Акă вăл, — ывăç тупанне сарса кăтартрĕ çăра уççине.
Шутсăр аванмарлантăм. Кĕнеке вуланипе мĕн вăхăт иртнине те сисмен.
Çамрăксем каллех вăрлăх çĕклесе утрĕç. Вĕсене мĕн курăнми пуличченех пăхса ăсатрăм.
Бригада юлашки хут килсен, эпĕ те йышпа пĕрле кайрăм. Çул ним латти çук — талккăшпех сĕлкĕш шыв. Йывăр кутамкка пуснипе пĕри те тепри чĕркуççи таран лакса ларать. Апла пулин те, нихăшĕ те нăйкăшса юлташсен кăмăлне хуçмарĕ. Чиперех çитрĕмĕр.
Ĕнтĕ ман халĕ килелле кайма та вăхăт. Сывпуллашнă май кашнинех алă паратăп, ăнăçлă ĕçпе саламлатăп.
Мишшапа Артикка ман çума пырса тăчĕç.
— Сире хамăр ăсататпăр, — теççĕ.
— Ан чăрманăр, — килĕшместĕп, — вăрлăх йăтса ывăннă, сирĕн канмалла.
— Никампа сăмахламасăр танккаса пырасси — чĕр вилĕм, — ĕнентересшĕн мана Артикка.
— Пĕччен ямастпăрах,—йăл-йăл кулкалать Мишша та. Ак япала, ушкăн çаплах саланмасть. Мана ăсатма пурте кĕпĕрленсе пырасшăн.
— Капла эпĕ кӳренетĕп, тусăмсем, — мăртлатанçи пултăм. — Эсир пурте ывăннă, чылайăшĕ йĕпеннĕ. Сирĕнтен кам та пулин чирлесе ӳксен, эпĕ хама питĕ лайăх мар туйăп. Паянхи çĕкленӳллĕ савăк кăмăл та пăсăлĕ.
Çак сăмахсем тăпах чарчĕç вĕсене. Унтан тем пăшăлтатрĕç пĕр-пĕринпе. Эпĕ тăнласа тăмарăм, утрăм укăлча еннелле. Унччен те пулмарĕ, Мишшапа Артикка хуса çитрĕç. Мĕн тăвăн? Хӳтерсе ямарăм. Пырăçин, ара.
«Нарспи» бригада хăй ятне ямарĕ, питĕ тăрăшса ĕçлерĕ. Ку çул вăл калама çук ăнăçлă тулă ӳстерчĕ — гектартан çирĕм пĕр центнер! Республикăра малти вырăна тухрĕ.
26
Район центрĕн аслă урамĕнче мана Урине почтальонка тытса чарчĕ.
— Уй-уй, шăпах кирлĕ çын, — терĕ вăл саламланă май, сумкинчен вăштах çыру туртса кăларчĕ. — Мейĕр.
Чăрлаттарса пăхрăм конверта. Почеркранах тавçăртăм: Ольăран. Тур çырлахах! Самант пит-куçа вут хыпрĕ. Тарăхатăп хама. Ара, Ольăна асран кăларса пăрахнă пекех пурăнатăп эпĕ. Тупата, çапса пăрахмалла мана. Çук, çук! Манман эпĕ Ольăна. Йăлтах асра: Шупашкар медтехникумĕнче, аэроклубра пĕрле вĕренни, фронтра Оля амансан унпа тĕл пулни, вăл мана хăй самолечĕпе вĕçме хушни, рапорт çыртарни, тăшмана тĕп тума вĕçни... Киле таврăнни хăçан ĕнтĕ! Ольăна вара халиччен пĕр çыру та яраймарăм. Адресне те пĕлнĕ-çке. Айăплă эпĕ ун умĕнче, айăплă. Ырантан ырана хăварсах паянхи куна çитсе лартăм иккен.
Хыпалансах вулама тытăнтăм Оля хыпарне.
«Талюна, ăçта эсĕ? Чухлаймастăп. Аннӳ пурăнакан яла çырма шутларăм.
Сана пĕлтермелли ырри нимĕн те çук ман. Темиçе уйăх каялла упăшкана пытартăм. Фронтра аманнăскер, тем чухлĕ тăрăшсан та сывалаймарĕ. Хам больницăра выртатăп. Манăн пĕчĕк хĕрĕм, Илпинас, пур. Вăл çулталăкра çеç-ха. Пепкем тăлăха юлать пулас. Тăшман пули чĕре патне çывхарнăçемĕн çывхарать. Вăрçă вĕçленни темиçе çул иртрĕ ĕнтĕ, вăл пур, çăткăнскер, çаплах пирĕн çамрăк кунçулăмăра татать.
Атте-анне çуккине эсĕ пĕлетĕн-ха. Мана пăхса ӳстернĕ анне аппăшĕ те пĕлтĕр çĕре кĕчĕ. Вилĕм çĕнтеретех пулсан, Илпинаса Чăваша илсе кайма тăрăшсам, май пулсан, хăв пăхса ӳстер. Питĕ ыйтатăп, шанатăп сана, юратнă тантăшăм Талюна...»
Эпĕ макăрса ятăм. Мĕнле-ха апла? Мĕншĕн? Темле пулсан та, Ольăн пурăнмаллах. Юн тăка-тăка вилме çапăçман-çке вăл хаяр тăшманпа.
Почтăна чупса каçрăм та çыру вăрăмăш телеграмма çаптартăм Ольăна. Пурăнма тархасларăм, пĕр Илпинасшăн та пулин куçа хупас марччĕ. Вилни ытла мăшкăл. Оля хăй те çамрăк. Вăтăра та çитеймен-çке эпир. Эх, тискер вăрçă. Кам шухăшласа кăларнă-ши сана?! Çапăçу хирĕнче мĕн чухлĕ çын ӳксе юлчĕ. Ку çитмест иккен, халĕ те пулин çынсене ураран ӳкерет, чуна илет тăпăлтарса хăямат.
Почтăран тухрăм. Хĕвел пăхать шартарса. Вăл уйри çынсен çурăмĕсене ăшăтса лăпкать, çĕр типиччен акса пĕтерме васкатать.
Велосипед çине ларса хирелле çул тытрăм. Çамрăк акаçăсем патне çитĕп. Пур çĕрте те Ольăн çырăвне вуласа парăп. Пĕлччĕр вĕсем пурнăç мĕн хака тăнине.
27
Мишша Чичканов — комсомол организацийĕн пултаруллă секретарĕ. Унăн заместительне те, Артиккана, ырăпа асăнмалла. Чăннипех мухтава тивĕçлĕ йĕкĕтсем. «Нарспи» бригадăна пĕлсе ертсе пыраççĕ. Хире тимĕр акапуç кӳлсе тухнă кун пĕрремĕш касă уявĕ ирттерчĕç. Халăх нумай пухăнчĕ. Пурин те савăнас килет мар-и, ара. Çамрăксем колхозниксене васкасах ĕçе кӳлĕнме йыхăракан сăвă-юрăсем, кахалсемпе ĕçре чăрмантаракансене йĕплесе те шӳтлесе такмаксем парнелерĕç. Çакă та пулăшрĕ мар-ши «Нарспи» бригадăра çеç мар, пĕтĕм колхозĕпех акана кĕске вăхăтра та ăнăçлă ирттерме.
Мишшан ят тухнă-ха. Паян-ыран килтен тухса каймалла. Совет Çарĕн калама çук маттур салтакĕ пулĕ вăл. Эпĕ пĕртте иккĕленместĕп кун пирки. Пĕр кунхине, комсомол райкомĕнче Мишшапа питĕ хĕрӳ калаçса кайрăмăр. Фронтра пуç хунă ял çыннисене асăнса палăк лартас пирки пулчĕ пирĕн сăмах-юмах. Шухăша кайса урамалла пăхса тăчĕ вăл пĕр хушă. Вăрçа кайнă тăванĕсене, кӳршĕ-аршисене аса илчĕ пулĕ-и? Вара çирĕппĕн çапла каларĕ: «Эпир хамăр ялта фронтран таврăнайманнисене чысласа чаплă палăк лартатпăрах».
Çакăн хыççăн, нумай та вăхăт иртмерĕ, Мишшаран çыру илтĕм. Мана хăйсен ялйыш пухăвне пыма чĕнет. Кун йĕркинче унччен тапратнă ыйту иккен.
Палăртнă кун ĕç пăрахсах çула тухрăм.
Яла кĕрсен хӳме çумне çыпăçтарнă пĕлтерӳ курăнчĕ. Велосипед çинчен ансах вуларăм ăна. Сакăрвун икĕ çын пуç хунă-мĕн вăрçăра. Вĕсен ячĕсене те çырнă. Çакă пĕчĕк ялшăн ытла нумай-çке — сакăрвун икĕ çын!
— Сывлăх сунатăп, аппа!
Вĕлт! пăхрăм. Манпа юнашар пукане пек хитре хĕрача тăра парать.
— Салам! — терĕм ăна.
— Кунта ман атте ятне те кĕртнĕ. Ав вăл — иккĕмĕш, Армантеев Петр Иванович.
Хĕрача сассинче хурлăхпа пĕрле мăнаçлăх та палăрчĕ.
— Сан аçу-ха, эппин, вăл —паттăрскер, — теме çеç пултартăм эпĕ хĕрачана.
Пухăва унпа пĕрле утрăмăр.
Шкул умĕнчи çеремлĕ таса вырăнта халăх—лăк. Пĕр çын та килмесĕр юлман-тăр. Кăшăл евĕр çаврăм ларса тухнă. Тăраканнисем те чылай. Пуху пуçланнă та-мĕн.
Асăрхарĕç те мана сĕтел хушшине чĕнчĕç. Эпĕ Чичкановпа юнашар вырăн тупрăм.
— Халĕ сăмах Уртем Велимине паратпăр. Велиме, кил кунта, — чĕнчĕ пуху пуçлăхĕ — Мишша.
Авă вăл, шурă тутăрне майралла çавăрса çыхнăскер, халăх хушшинчен тухрĕ. Пирĕн паталла утать. Çук, каçăрăлса пымасть, лăпкăн, шухăшлăн яра-яра пусать. Çийĕнче — аркăллă хура сатин кĕпе. Умне хăмăр саппун çакнă. Сылтăм аллинче темле япала пур. Мĕн йăтса тухать — тавçăраймастăп.
Типшĕмрех пит-куç, салху сăн, тĕксĕм тум — çакă йăлтах ку хĕрарăмăн чун-чĕрине нихăçан иртми хуйхă-суйхă пусăрăнтарса тăнине пĕлтерет.
Арăм-ши, е хĕр-ши? Тинкерсе пăхатăп ăна. Сăнĕпе çамрăк курăнать. Чиперскер. Ахăртнех, манран та кĕçĕн-тĕр.
«Ах, ялйышăм, — пуçларĕ вăл сăмахне, хăмач пек хĕрелчĕ хăй. — Çав вăрçă тухнă куна, юратнă çынпа ĕмĕрлĕхе уйăрнă куна, эпĕ чунтан ылханатăп. Иртнĕ вăрçă вăхăтĕнче пирĕн ял çыннисем çĕршыв умĕнче парăма юлмарĕç. Хăйсен этем тивĕçне чыслăн пурнăçларĕç. Эпир, киле юлнисем, фронта кирлĕ пек пулăшса тăтăмăр. Çапăçу хирĕнчисем тискер тăшмана çĕнтерме вăй хучĕç. Йывăр пулчĕ пулин те, шăла çыртса çĕнтертĕмĕр. Анчах çав тери шел, пурне те тăван килне таврăнма пӳрмерĕ. Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхне хӳтĕлесе, çапăçу хирĕнче пирĕн ял ывăл-хĕрĕсем — сакăрвун икĕ çын выртса юлчĕç. Çав шутра ман варли — Ваньтук та пур. Вăл морякчĕ, сирĕнтен нумайăшĕ астăвать ăна».
Ваньтук ятне асăнсан, Велиме макăрса ячĕ. Хĕр хăйĕн чун вăрттăнлăхне уçса панинчен никам та тĕлĕнмест. Çынсем те нăш-нăш нăшлатаççĕ. Вĕсем çак икĕ çамрăк пĕр-пĕрне мĕнле юратни çинчен питĕ лайăх пĕлеççĕ.
«Мăшăрăм пулмалли çынччĕ Ваньтук. Йăлтах калаçса татăлнăччĕ. Вăрçă тухиччен шăп пĕр кун малтан флотран курма таврăннăччĕ килне. Кайиччен туя ларасшăнччĕ. Пурнăçланаймарĕ пирĕн ĕмĕт. Вăрçă тухнă кунах тухса вĕçтерчĕ... Вара пирĕн калаçу çыру вĕçне тăрса юлчĕ. «Тăшмана хăвалатпăр, вирлĕн çапатпăр, ăна тĕп тăватпăрах. Часах киле таврăнап. Чи малтан сан пата кĕрĕп, Велиме. Кĕт! Кĕтме ан пăрах. Юрататăп, юрататăп...» тесе çырнă çырусем, акă, мĕн чухлĕ вĕсем. Вăрçă çулĕ вăрăма тăсăлчĕ, Берлина çитрĕ вăл...»
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...