Йăмраллă ял :: Иккĕмĕш пай


— Тĕрĕс, тĕрĕс, — çирĕплетрĕ Кабир. — Карликла колхозсем тытни вăл ĕне вырăнне качака усранипе пĕрех. Çине тăмалла та пĕрлештерсе ямалла. Эпĕ санпа килĕшетĕп...

Лартас вăл ыйтăва парти пухăвĕнче. Ман майлă пулатăр-и? — çав-çавах хĕрӳллĕн калаçрĕ Ятман.

— Пулатпăр! — пĕр сăмах çеç каласа хучĕ Галимджан.

Кабир вăрăмăн ăнлантарчĕ:

— Парти пухăвĕнче сӳтсе явас та ял çинче ыйту лартас — халăх хăй татса патăр. Анчах эп сисетĕп, ĕçе тума йывăр пулать. Нумайăшĕсем пирĕн пек мар, пачах урăхла шутлаççĕ. Вĕсемшĕн пулсан, колхоз мĕн чухлĕ пĕчĕкрех, ун хуçалăхĕ çавăн чухлĕ тирпейлĕрех, колхоза тытса пыма çавăн чухлĕ çăмăлтарах. Кунта пирĕн халăха тĕплĕ ăнлантарса памалла...

— Хамăр вăя тĕрĕслер-ха, пире халăх итлет-и, итлемест-и? — терĕ Ятман.

Электростанци патĕнчен кайнă чухне сăмах каллех ун çине куçрĕ.

— Виçĕ колхоз вăйне пĕр çĕре пуçтарсан, кунта эпир чылай япала туса лартнă пулăттăмăр, вара ĕç каятчĕ.

— Ку шыва ахаль сиктермелле мар. Вăл ĕлĕк те усăсăр нумай шавланă. Эртелте мастерскойсем уçса тултармалла, ялта радиоузел туса лартмалла тата тем те пĕр. Эпĕ, тин килнĕ çын, мĕн тумаллине чухласах каяймастăп-ха, анчах халĕ ĕнтĕ ĕмĕтленме пулать.

— Маншăн пӳртри çутă та ĕмĕтри япала анчах-ха, — терĕ Галимджан. — Ниепле те хăнăхса çитейместĕп. Хам килте ларнă пек мар, ют çĕрте ларнă пек туйăнать.

— Çывăрма кансĕрлет-им? — тăрăхланă евĕр ыйтрĕ Кабир.

— Унран мар. Эпир кайнă чухне ун пек çутă пулманран-тăр.

— Кулянма кирлĕ мар, хамăр колхоз тунă, хамăр çынсем тунă.

Ятман Кабирпа паян темиçе хутчен те ĕç пирки сăмах хускатса пăхрĕ, анчах ун шухăшне нимĕн чухлĕ те пĕлеймерĕ-ха. Халиччен вăл çакăн пек ĕмĕтпе пурăннăччĕ. Кабир таврăнать те каллех хăйĕн вырăнне йышăнать, эпĕ парторг çеç пулса юлатăп, вара мана ĕçлеме те самаях çăмăлланать, тенĕччĕ. Ирхине каланă тăрăх, Кабир председателе ларассине «тĕлĕкре те тĕлленмест», председатель пур, вăл кунтан час каяс çук тет имĕш. Ку калаçу Ятмана канăçтармарĕ-ха, вăл Кабира правленине тепре чĕнсе кĕртрĕ.

— Эс мана пĕлетĕн, эпĕ сана пĕлетĕп, давай чĕререн калаçар, Гайнуллович, — терĕ вăл. — Эпĕ карьера шыраса килмен, маншăн эс ĕçлеме тытăнни нимле кӳренӳ те пулма пултараймасть.

— Çапла, Ятман, — хăй пĕрре те çăвар вылятманнине систерсе тавăрчĕ Кабир. — Пĕр-пĕрне ăнлансан лайăхрах пулĕ. Эпĕ хам шухăша пытарман, пытарассăм та çук. Ĕçле чипер кăна, эпир сана вăй çитнĕ таран пулăшăпăр, вот ман татăклă сăмахăм.

— Çапах та сан чуну мĕнле ĕç патне туртать? Эс ĕçсĕр лараймастăн вĕт-ха?

— Халăх шанса парсан, эпĕ каллех фермăна илнĕ пулăттăм. Эпĕ председатель пуличчен фермăра ĕçленĕ вĕт. Юрататăп вăл ĕçе.

— Тӳрĕ кăмăлпа калатăн?

— Тӳрĕ кăмăлпа.

— Виçĕ колхоза пĕрлештерес пулсан, кутăнланаймастăн вара, асту, сана ун чухне райкомпа калаçса татăлсах председателе лартатпăр, — пӳрнипе юнарĕ Ятман.

— Вăл час пулакан япала мар-ха. Колхозсене пĕрлештериччен малтан тырпула пуçтарса кĕртсе валеçес пулать. Тата вăл туман тиха пилĕкне хуçнипе пĕрех — те ĕç тухать-ха, те тухмасть те.

— Тухать, — терĕ Ятман кĕскен çеç.

— Тухсан, пирĕншĕн лайăх. Председательне унта суйлăпăр — сана-и, мана-и, çынсем пирĕн çук мар.

Ятман ыйтнă тăрăх, Кабирпа вăл мĕнле ĕçе каясшăн пулни пирки райком секретарĕ Камышин та калаçса пăхрĕ, ăна та Кабир çав сăмахсенех каларĕ. — Ятмана тивме кирлĕ мар, председательте вăлах юлмалла, Кабира хăйне бригадира е çавăн пек урăх ĕçе лартмалла. Камышин кун çинчен пĕлтерсен тин Ятман тек хăйне ют çын вырăнĕнче ларнă пек туйма пăрахрĕ, вăл ĕнтĕ халь çынсене хăй шутласа хунă пысăк ĕçе тумашкăн хатĕрлеме тытăнчĕ. Камышин ăна çийĕнчех ăнланчĕ, каласа пĕтернĕ-пĕтерменех «Тĕрĕс, Тогаев, пĕчĕк колхозсем прогрессивлă япаласем мар, вĕсене пĕрлештерес пулать» — тесе хучĕ. Анчах мĕнле тапратса ямалла-ха ку ĕçе? Халăха мĕнле ăнлантарса памалла? Колхозсене пĕрлештересси Ятмана электростанци тăвассинчен те йывăртарах пулассăн туйăнчĕ.

Галимджана мĕнле ĕçе вырнаçтарасси пирки председатель Кабирпа темиçе кун каяллах сăмах татрĕ — ăна Нилов патне тимĕрçĕ лаççине вырнаçтармалла, вăл çара кайиччен те унтах ĕçленĕ. Çапах та Ятманăн Галимджан хăй мĕнле шутланине пĕлес килчĕ.

— Сана Нилов нумайранпа кĕтет, ăмăртса мăлатук çапакан çуккă тесе ӳпкелешет, — хĕтĕртрĕ вăл пĕррехинче, Галимджан çула май правление кĕрсен.

— Сисетĕп-ха та, пĕрер эрне канас терĕм, — ку уншăн тахçанах паллă пулнине систернĕ пек тавăрчĕ Галимджан.

— Апла эс урăх ĕç шырамастăн та пулĕ?

— Мĕнле урăх ĕç тата? Ман вырăн тимĕрçĕ лаççинче, хăвах калатăн-çке Ниловпа ăмăртса мăлатук çапакан çуккă тесе.

— Ху ыйтас пулсан, эпир сана урăх ĕç те пама пултаратпăр, — терĕ Ятман. — Эс кала, тепĕр тĕрлĕ ĕçе кӳлĕнес кăмăл çук-и?

Галимджан пуçне çеç сулчĕ.

— Тимĕрçĕ лаççине çын кирлĕ пулсан, мана унтах ярăр. Маншăн чĕре патне пыракан ĕç çавăнта.

Тепĕр куннех вăл сăран саппунне çакса ĕçе те тухрĕ. Анчах Ятман ăна куннинче Нилова пулăшакан пулса ĕçлеме лартасшăн мар иккен, кăшт вĕреннĕ хыççăн аслă тимĕрçĕ тăвасшăн. Ку Галимджаншăн кĕтмен япала пулчĕ.

— Нилов ăçта каять вара? — ăнланмарĕ вăл, хăйне кун çинчен пĕлтерсен.

— Вăл хăйсен ялĕнче ĕçлетĕр. Сана эпир ĕçкунĕ паратпăр, эсĕ — хамăр колхоз членĕ. Нилов тара кĕрешнĕ çын шутланать, вăл договор тăрăх ĕçлет.

— Хăй вырăнне юлассине пĕлсен, вăл мана вĕрентесшĕн те пулмĕ-ха?

— Вĕрентет, — терĕ Ятман. — Ун пирки калаçса татăлатпăр.

 

XVIII

Тырă вырма тухас умĕн атăлкассемпе тутаркассем кашни çулах Акатуй ирттереççĕ. Таврари çамрăксемшĕн ку Акатуй питех те чаплă праçник шутланать, ăна вĕсем мĕн çуркуннеренпе кĕтеççĕ. Юлашки Акатуй хĕрĕх пĕрремĕш çулта, вăрçă тухиччен темиçе кун малтан пулнăччĕ. Ăна çынсем манман-ха, ун чухне лашапа кам мала тухнине, паттăрсем пĕр-пĕринпе мĕнле кĕрешнине халĕ те асăнаççĕ. «Ах, Мĕтри çапрĕ вара çавăн чухне! — аса илеççĕ сăмах хускатсан, — миçе çынна пуçхĕрлĕ ывăтрĕ. Паттăр-тăк паттăр ĕнтĕ, пăхма та юман кĕреш пек». — «Хăш колхозранччĕ çак Мĕтри?» — «Ара, «Динаморан», хăш колхозран пултăр». — «Таврăннă-и вăл фронтран, сывах-и?» — «Сывă пулмасăр, ăна пуля витет-и? Килет пулĕ-ха, камит кăтартса хăварать ĕнтĕ тепре».

Çапла, Мĕтри епле кĕрешнине Галимджан та лайăх астăвать, вăл ун чухне пĕр тăруках виçĕ çынна çĕннĕшĕн мар, Мĕтрипе кĕрешме черет çитменшĕн савăннăччĕ: унпа тытăçнă пулсан, ĕнтĕ ял çыннисем «Мĕнле, Галимджан, пилĕкӳ халĕ те ыратмасть-и? Епле ывăтрĕ сана Мĕтри!» тесе кулнă пулĕччĕç. Телее, Галимджана Арифулла маларах парăнтарчĕ те, вăл вара тек намăс курма та шутламарĕ. Мĕтри чи юлашкинчен таçти аякри ялтан килсе тухнă пĕр çинçешке çынпа кĕрешрĕ. Çынни вăйсăр марччĕ, Арифуллана çавă аяла турĕ. Мĕтрипе те вăл темиçе минут лайăх кĕрешрĕ, лешне çӳлелле йăтса илме паман пулсан, тен, çĕнтернĕ те пулĕччĕ. Анчах Мĕтри ăна ал вĕççĕн пуç тăррине çĕклесе илчĕ те «Ăçта çапас? Ăçта çапас?» тесе çеç ахăрса çӳрерĕ. Лешĕ — урисемпе тапкаланать — нимĕн те тăваймасть. Мĕтри ăна пуç çийĕнче тепре çавăрчĕ те çĕре пăрахрĕ.

Галимджана кăçалхи Акатуй тата интереслăрах пулассăн туйăнать-ха, мĕншĕн тесен халăх ирех калама çук нумай пуçтарăннă. Вăрман хĕрринчи тӳрем çеремлĕ-хе лавккасем туса тултарнă, вĕсен варринче карусель çаврăнать. Халлĕхе ярмăркка шырать-ха, Акатуй пуçланман. Арифулла ашшĕпе Кăтра Михала лашапа ăмăртакансене вăрман катине чĕнеççĕ — старт унта пулмалла. Çапах та лашапа килнисем те сахал мар — Галимджан умĕнченех темиçе урхамаха ташлаттарса иртсе кайрĕç.

Галимджан патне Ятман пырса тăчĕ. Вăл та лашасемпе ăмăртнине курма каясшăн мар: унта Тутаркас лаши çук.

— Эпир хамăр колхоз чысне кунта хӳтĕлетпĕр, пулмалла, — терĕ Ятман, такама кĕтнĕрен пĕр пĕччен тăракан юлташне, алă парса.

— Эсĕ патакпа тухасшăн мар пулĕ те? — ун аллинчи патака асăрхаса, ирĕксĕрех кулчĕ Галимджан.

— Унпа сире хавхалантаратăп, лайăхрах кĕрешĕр.

— Эпĕ паян кĕрешместĕп.

— Ан калаç. Эс кĕрешмесен, кам кĕрештĕр?

— Ман Нилов хатĕрленетчĕ. Ĕнер темиçе хут тренировкăна илсе тухрĕ.

— Вăл пултармалла. Анчах эсĕ те тухатăн. Тутаркассем пуринчен ытла сана шанса тăраççĕ.

Хĕвел тата çӳлерех хăпарсан, кăнтăрла умĕн, çеремлĕхĕн пĕр кĕтесне халăх хуп-хура сăрса илчĕ. Ункă пек тăрса тухнă çынсем варринче çаннисене чавса тĕлĕнчен хĕрлĕ пусмапа çыхса янă Садыковпа районран килнĕ работник çӳреççĕ, вĕсем кĕрешес текенсен хушамачĕсене çыраççĕ.

— Галимджана çыр! — терĕ Ятман, каччă хăй шарламаннине кура.

— Мĕнле, çырас-и, Галимджан? — блокнотпа ун умне пырса тăчĕ Садыков.

— Тем тумалла? Те вăя тĕрĕслесе пăхмалла?

— Ну, апла çыртăм.

Халăх пухăннăçемĕн пухăнать, çынсем тĕрткелешсе ушкăн варрине тухма тăрăшаççĕ, комисси членĕсем тем пек каялла чакарсан та, кĕрешме хăварнă вырăн пĕчĕкленсех пырать. Çынсем хыçала тенкелсем, чикмексем, урапасем лартса тултарнă, вĕсем çине хăпарса тăрса пахаççĕ.

Акă халăх кăшт сирĕлчĕ — çерем çине икĕ çамрăк кĕрешме тухрĕç. Хăш ялсем вĕсем — Галимджан палламасть, анчах пĕр ялсем мар пулас, вĕсене икĕ ушкăнран кăшкăрни илтĕнет. Çамрăксем пĕр-пĕрне куçпа виçсе илчĕç те комисси членĕсем пушă маррине кура халăх варрипе майĕпен утса çаврăнчĕç. Садыковпа юнашар тăракан çын, физкультурăпа спорт енĕпе ĕçлекен районри комитетăн работникĕ, свисток пачĕ. Çамрăксем, пĕр-пĕрне хыттăн пăчăртаса тытса, пăркалама тапратрĕç. Вĕсем каялла-маялла нумай çӳремерĕç, çарапуç тухнă каччи чакса-чакса пычĕ те хăвăрт тӳнсе кайса çынна хăяккăн ывăтрĕ, лешĕ чухласа иличчен ун айĕнчен сиксе тухса, кăкăрĕ çине хăпарса выртрĕ. Судья свисток пачĕ — çарапуç каччă çĕнтерчĕ.

Ăна хирĕç тата икĕ çын тухрĕç, вăл кусене те хăй айне турĕ. Садыков вăрçăччен паттăра юлнă Мĕтрие чĕнчĕ. Ăна курсан, йĕри-таврари çынсем хаваслăн калаçкаласа илчĕç:

— Э, ку пĕр çĕмел тумалăх кĕлте ывăтса тултарать ĕнтĕ.

— Кăна тӳнтерме йывăр!

— Вăл акă пирĕн каччăсемпе упа хăйĕн çурисене вылянă пек выляма тытăнать.

Чăнах та, Мĕтри темиçе çынна çĕнтернĕ паттăра пĕрре лучăркаса илсех çĕр çине хучĕ. Галимджан пуринчен ытла ун техникине сăнама тăрăшрĕ. Курчĕ вăл малтанхи çынна Мĕтри çăтăр-çатăр тытса ал вăйĕпе пăвса пăрахрĕ — имшертерех çынсене вăл апла парăнтарать иккен. Ун хыççăн тухнă темиçе çынна, вăл шутра Нилова, Мĕтри кĕрешӳ техникипе çĕнтерчĕ — лешсем мĕнле те пулин йăнăш тăвасса сыхлать те ку йанăшпа усă курса вара çавăрса çапать. Галимджана унпа çурма-финалта тĕл пулма май килмерĕ. Мĕтрие, нумай çынна çĕнтернĕскере, финал валли хăварчĕç. Галимджанăн, финала çакланас тесен нумай вăй хумалла-ха. Ăна хирĕç вăйлăран-вăйлă паттăрсем тухаççĕ. Хăйне пĕр-пĕр каччă техникăпа çĕнтерессинчен хăрамасăрах Галимджан темиçе çынна Мĕтри меслечĕпе çăтăр-çатăр тытса парăнтарчĕ, унăн тĕп ĕмĕчĕ Мĕтрие улталасси пулчĕ, — çавă тĕрĕс мар шутлатăр, çавă ăна кĕрешме пĕлмен çын вырăнне хутăр. Каччă кĕрешет, çав вăхăтрах «Динамо» колхоз членĕсен калаçуне итлет.

— Ан хăрăр, кун техника çук, ку вăйпа илет.

— Мĕтри ăна мĕнле пăвса пăрахмаллине вĕрентет.

— Çапах та вăйлă пулмалла, миçе çынна хăй айне турĕ!

Темиçе минут каннă хыççăн, судья свисток панине илтсе, икĕ паттăр халăх варрине тухрĕç. Çывăхри тенкел çине ĕнтĕ çĕнтерекене пама хаклă парнесем хатĕрлесе хуă. Анчах паттăрсем ку парнесем çине мар, хăйсен паллакан çынĕсем çинелле пăхаççĕ. Лешсем ĕнтĕ тусĕсене тахçанах çухатнă, пĕр-пĕрне тĕрткелесе, ура айне кăвар хунă пек, ташласа, пĕтĕм чĕререн хумханса тăраççĕ.

— Ну, Мĕтри, маххă ан пар!

— Тытнă-тытман çĕкле те çап, сиссе те ан юлайтăр!

— Пĕтĕм тĕнче сан çине пăхать, Мĕтри. Галимджана та çавăн евĕрлĕ сăмахсемех калаççĕ. Ун çине те темиçе çĕр мăшăр куç тинкерет. Укахвин çамки çине тар тапса тухнă, вăл ăна çынсем сисиччен хăвăрт шăла-шăла илет. Акă ун куçĕсем Галимджанăн кĕрешӳри чарусăрлăх вучĕпе çунакан хура куçĕсемпе тĕл пулчĕç, каччă ун çине «Мĕн тăвас тетĕн, çĕнтерсен çĕнтерет, иксĕмĕртен пĕрин пурĕпĕрех аяла пулма тивет» тенĕ пек пăхса илчĕ те тепĕр еннелле çаврăнса тăчĕ.

Судья тепĕр свисток пачĕ — паттăрсен тытăçма вăхăт. Мĕтрипе Галимджан пĕр-пĕрин патне утрĕç. Мĕтрийĕ шăмшакран çав тери тĕреклĕ, унăн урисем çĕре пăраласа лартнă пек пусаççĕ, кĕрешнĕ чухне вара тăлпăва рычакла тĕревленĕ пек тĕревлеççĕ. Куçĕсене курма çук, Мĕтри картусне çамки çинех антарса лартнă. Тутисем вăрттăн кулăпа кăшт чалăшнă пулас. Вăтам ӳт-пӳллĕ Галимджан Мĕтри çумĕнче ӳссе çитмен çамрăк каччă пек тăрать. Хăй картуссăр, сапаланса кайнă çӳçĕ кансĕрленĕ пек, вăл сылтăм аллипе вĕçĕмсĕр ăна тӳрлетет.

Мĕтри мĕнле майпа çĕнтерме шутланине Галимджан çийĕнчех сисрĕ — лешĕ маларах кĕрешнĕ çамрăксем пек аяккалла тармасть, хăй шăмшакне йăлтах Галимджаи ытамне парать. Анчах Галимджан та ухмах мар, вăл юман кĕреш евĕрлĕ çынна хăвана авнă пек авма май çуккине пĕлет. Мĕтри ăна карт туртсанах Галимджан тăлпăвĕпе пружина евĕр хытса тăрать, хускану çине çав тери хăвăрт хусканупа ответлет. Кунта урăхла кĕрешме юрамасть, туртса илнĕ чухне пĕр секунд кая юлсанах — пĕтрĕн вара. «Çапах та эпĕ ăна улталарăм, — шухăшларĕ Галимджан. — Малтан тӳрккессĕн кĕрешнине кура, эсĕ мана техникăпа çĕнтересшĕн. Çук, эсĕ ху ман ая пулатăн». Темиçе минут çӳренĕ хыççăн Мĕтри ăна икĕ алăпа та çатăртаттарса ярса илчĕ. Кĕрешекенсем кăна полусуплесс теççĕ. Галимджан паçăрах курчĕ — ку вăл Мĕтрин юратнă меслечĕ, вăл унпа нумай çынна çĕнтернĕ. «Динамо» колхоз членĕсем савăнса кайрĕç. «Акă çапать, кĕтсе тăрăр, акă çапать!». Галимджан Мĕтрирен тармарĕ, ун ӳт çумне çыпçăнса ларнă аллисенчен хăтăлма тăрăшмарĕ, Мĕтри çумне таччăнрах çеç лăпчăнчĕ. Кĕрешӳ пĕр самант хушшинче вĕçленчĕ — Галимджан чĕркуççине хутлатрĕ, аялалла анчĕ, Мĕтри çĕклесе илме тытăнтăр тесе ун айнерех кĕчĕ, Мĕтри ăна пĕтĕм вăйран çĕклесе илме тăчĕ, анчах кăшт каярах юлчĕ те, Галимджанăн хурçă пек карăннă аллисем ăна хăйне çӳле çĕклесе çĕрелле тăрслаттарчĕç.

Халăх шапăртаттарса алă çупса ячĕ. Галимджан Мĕтрие икĕ хулпуççийĕпех кăшт çĕр çумĕнче тытнă хыççăн çĕкленме пулăшрĕ, унтан хăйсен ял çыннисем патне кайса тăчĕ.

— Маттур, Галимджан!

— Çавăн пек кирлĕ!

— Ай, хитре çапрăн вара, ывăлăм! — илтĕнчĕç сасăсем унтан та кунтан.

Судья ăна тенкел патне чĕнчĕ. Вăл Галимджана мăйран вĕрçĕнĕ питшăлли çакса ячĕ, ытти парнесене тыттарчĕ, юлашкинчен саламлă сăмахсем каласа алă тытрĕ. Галимджан ун сăмахĕсене итлемерĕ, вăл ĕнтĕ халĕ Укахвие шырарĕ. Çак вăхăтра Галимджан çине нумай хĕр «Кам патне пырать-ши ĕнтĕ ку паттăр? Кам патне пырать-ши?» тесе пăхрĕç пулĕ, вĕсенчен чылайăшĕ ăна хăйсен патне кĕтрĕç пулĕ, анчах каччă хăй пекех хура çӳçлĕ, тĕреклĕ пӳ-силлĕ, харсăр пит-куçлă хĕрачана шыраса тупрĕ те тӳрех ун патне пырса чарăнчĕ. Хăмач пек хĕрелсе кайнă Укахви каччăн мăйран çакса янă питшăллине алла илчĕ, ун тарланă питне тирпейлĕ шăлчĕ.

— Çавăн пек, çавăн пек, — кулчĕ çывăхрах Кабир. — Вăл паян тарламалăх ĕçленĕ.

Мĕтри ушкăнĕнчи çынсем кулса калаçни илтĕнчĕ. — Эх, эсĕ те çав, Мĕтри, çав каччăна пăрахаймарăн!

— Мĕн каласси пур, шăши кушака улталарĕ çав!

— Начар вĕçлерĕн, Мĕтри. Эпир кăна кĕтменччĕ...

■ Страницăсем: 1... 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 ... 20