Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ


Яланхи пекех Якур вырăн çинчен ир тăчĕ. Анчах ĕçе тытăнас вырăнне килне чупса кайрĕ. Амăшĕн çӳпçинче качча илме шутланă хĕре парнелеме хатĕрлесе хунă çитсă тутăр выртать. Вăл ăна кăларса илчĕ те Михха килне таврăнчĕ.

Вăхăт нумаях та иртмерĕ — Кĕтерук килсе ĕнесене сума тытăнчĕ. Якур çак самантрах калаçасшăмччĕ, ниепле те май килтереймерĕ. Е витесене тасатса лашисене апатламалла, е картишне шăлса тасатмалла пулчĕ. Çав хушăра Кĕтерук ĕнесене суса кĕтĕве хăваласа ячĕ те пӳрте кĕрсе кайрĕ. Унта хуçа арăмĕ ыйхăран вăраннă иккен, ăна пăхас пулать. Лукарье килте чухне Кĕтерук па улаххăн калаçма май çуккине Якур аван пĕлет. Çавăнпа вăл ĕçсене туса пĕтерсенех çветтуйсене хуçа арăмне ăçта та пулин илсе кайма йăлăнса кĕлтурĕ.

Юлашкинчен Якур кĕтни мая килчех. Лукарье пахчана тухрĕ. Вăл пӳртрен кайсан, Кĕтерук тĕрĕ тĕрлеме ларасса та аван пĕлет Якур. Ăна чĕнсе кăларас шутпа чӳречене пырса шаккарĕ.

— Мĕн кирлĕ сана, Якур?

— Мана нимех те кирлĕ мар... Сана çеç шеллетĕп...

— Мана шеллетĕп тетĕн? Мĕншĕн?

— Шухăшла хăвах, мĕнле шеллес мар сана?.. Тăватă стена хушшине хĕсĕннĕ те çутçанталăка курасшăн та мар. Эсĕ тухса пăхасчĕ... Çав тери аван çанталăк...

— Чăнах калаçатăн-и? ― шӳтлесе чĕнчĕ Кĕтерук.

— Суйнине тытма кил хушшине тухса пăх!

Кĕтерук шухăша кайрĕ: «Каччă чĕннине итлесе пӳртрен тухни аван пулĕ-ши?»

Якура хĕр тухасшăн мар пек туйăнчĕ.

— Кĕтерук, эсĕ темшĕн манран хăратăн пулмалла?

— Ан тĕлĕнтер, Якур! Санран хăрама упа-им эсĕ?

— Кам пĕлет, упаран та хăрушăрах курăнатăп-и, тен? Ахаллĕн эсĕ те кил хушшине тухса ларăттăн. Кунта, уçă сывлăшра, тĕрĕ тĕрлеме те аван.

«Чăнах, ма уçă сывлăша тухмалла мар-ха ман? Ма пӳртрех шурса лармалла? Якурпа калаçнишĕн мĕнех пулĕ? Эпир иксĕмĕр те хĕн-хур айĕнчи çамрăксем вĕт».

— Юрĕ эппин, тухатăп! ― терĕ юлашкинчен Кĕтерук. Вĕсем амбар умне ларчĕç те кулленхи ĕçсем çинчен сăмах хускатрĕç. Анчах Якур хĕр хăйне ăсаттарманнине халь те манаймарĕ.

— Каç киле кайнă чух тухатмăшсем хăратмарĕç-и? ― сăмах хушшинчен пек шӳтлесе ыйтрĕ вăл.

— Çук, хăратмарĕç. Киле çитнĕ те вилнĕ пек çывăрнă.

Хĕрĕн юлашки сăмахĕсене Якурăн ĕненес килмерĕ. Кĕтерук тем пулсан та ун çинчен шухăшламалла пек сунчĕ.

— Нивушлĕ никам çинчен шухăшламасăрах çывăрса кайрăн вара?

— Каларăм-иç, вăхăт та пулман тесе. Выртнă та çывăрнă.

Анчах ку сăмахсене Кĕтерук тĕрĕс каламарĕ. Михха патĕнче тарçăра ĕçлеме тем таранах йывăр пулсан та, кун каçиччен ĕçлесе тем пекех сӳсленсен те, çирĕм çулхи Кĕтерук юратакан каччи çинчен шухăшламасăр ирттермен. Иртнĕ каç та вăл, çывăрма выртсанах, уйрăлас умĕнхи тĕлпулăва аса илчĕ.

Ун чухне вăл Михха патĕнчи ĕçсене туса пĕтерчĕ те килне кайма тухрĕ. Хăйсен тĕлĕнче ăна Ваçли кĕтсе тăнă пулнă. Вĕсем хӳме çумĕнчи сак çине ларчĕç. Ваçли ассăнрах сывласа ячĕ те:

— Ыран каятпăр, ― терĕ.

Хĕрĕн чĕри кăртах турĕ. Çавăнтах ăна хуйхă çавăрса илчĕ. Мĕншĕн-ха вăл кунашкалне халиччен туйманччĕ? Е Ваçли ыран тухса каясса пĕлмен-и вăл? Çук, пĕлнĕ. Кĕçĕрччен ăна иккĕшĕ уйрăласси ытлашши нимех те мар пек туйăннăччĕ. Апла халĕ мĕн пулчĕ-ши хĕре? Çак самантра Кĕтерук Ваçлие чун-чĕререн юратнине ăнланса илчĕ те уйрăлас вăхăт çывхарнипе хуйха ӳкрĕ. Ваçлипе пĕрле пулнă самантсем унăн пурнăçĕнче чи хаклă, чи телейлĕ самантсем пулнă-мĕн.

Вĕсем нумайччен ларчĕç, тем çинчен те калаçрĕç, пĕр-пĕрне юратни çинчен, уйрăлсан пĕр-пĕрин умĕнче тӳрĕ те шанчăклă пулма кирли çинчен çеç сăмах хускатмарĕç. Ун çинчен вĕсен чĕрисем калаçрĕç. Уйрăлас самант çывхарсан, Ваçли аллисене Кĕтерукăн хулпуççийĕ çине хучĕ те чуптума уртăнчĕ. Кĕтерук айккинелле карт! пăрăнчĕ. Вăрттăн çĕрте пулсан та, каччăпа чуптăвас йăла ăна килĕшӳсĕр пек туйăнчĕ. Е каччи мăшкăлласшăн пулсан, вара мĕн курмалла? Пĕлсен, Энĕшкасси ялĕнче çеç мар, прихучĕпех кулĕç. Юрату тени вăл чуптумасăр та пархатарлă, илемлĕ. Юратни çинчен уççăн калаçма тата чуптума хăйнă хыççăн юратăвăн вĕçĕ те çавăнтах пуçланать.

Ваçли ĕçе тухса кайнăранпа икĕ уйăх та çитрĕ ĕнтĕ. Çак хушăра Кĕтерук, Ваçлие юратнине тата ытларах туйса, тем таранах тунсăхларĕ. Анчах ун çинчен Якура пĕлтересшĕн пулмарĕ.

Якура та Кĕтерук хуравлани çырлахтармарĕ. Вăл малалла тĕпчерĕ:

— Нивушлĕ тĕлĕкре те никама курмарăн вара?

— Çук, тĕлĕкре те никама курмарăм. ― Куна Кĕтерук тĕрĕс каларĕ. Вăл, çав тери ывăннипе йывăр ыйха путса, тĕлĕкре мĕн курнине, чăн та, астумарĕ.

Вĕсем пĕр хушă чĕмсĕрленсе ларчĕç. Якур тарăннăн сывласа илчĕ:

— Эпĕ çĕр хутах çывăраймарăм. Çĕр хутах шухăшласа выртрăм...

— Мĕн çинчен шухăшларăн? ― ыйтрĕ Кĕтерук.

— Сан çинчен шухăшларăм... ― терĕ те Якур пĕççине шарт çапрĕ: ― Каç çеç-и вара... Тĕрĕссипе каласан, эпĕ сан çинчен çĕрĕн-кунĕн шухăшлатăп. Манăн мĕнпур ырă ĕмĕт-шухăшăм сан çинчех. Паян эпĕ сана пĕтĕм чунтан юратнине ĕнентересшĕн. ― Якур васкаса кĕсйинчен пĕчĕк тĕрке кăларчĕ те Кĕтерук чĕркуççийĕ çине хучĕ.

— Мĕнле япала ку? ― тĕркене тытма хăймарĕ Кĕтерук.

— Салтса курсам, ара! ― сĕнчĕ Якур.

Пĕлес килни именнине çĕнтерчĕ. Кĕтерук тĕркене тытса салатрĕ те:

— Ытла та хӳхĕм тутăр-çке ку! ― тесе ячĕ.

— Эпĕ ăна сан ятпах илнĕ.

— Ман ятпах? ― тĕлĕнчĕ Кĕтерук.

— Сан ятпа, ― тепĕр хут çирĕплетрĕ Якур.

— Мĕн тума?.. ― Ку сăмаха Кĕтерук аван мартан çеç каларĕ. Ашĕнче вăл парнене йышăнма тĕвтурĕ. Каччă хĕре парне панишĕн нимех те пулас çук. Хĕрĕн çеç каччине парне пама юрамасть. Куна пĕлсен, пĕтĕм ялйыш кулма пултарать.

Хĕр парнене йышăнма кăмăлланине туйсан, Якур татах хăюланчĕ:

— Паян эпĕ сан сăмахна та илтесшĕн. Мана килĕштеретĕн, ман мăшăрăм пулма тиркеместĕн пулсан, эсĕ те терĕллĕ питшăлли парнеле...

Кĕтерукăн хавас кăмăлĕ сасартăк сӳнсе ларчĕ. Ку таранччен вăл Якурпа иккĕшĕ тĕл пулса калаçнисем вăхăт ирттерни çеç тесе шутланăччĕ. Тата каччă ăна юратнă пек кăтартни хĕрĕн мăнаçлăхне те кăштах савăнтаратчĕ. Якура сивĕтме сăлтавĕ çукчĕ. Халĕ вăл хăйне те парне пама ыйтать. Куна йышăнсан, унăн ытти сĕнĕвĕсене те йышăннине пĕлтерĕччĕ. Кĕтерук пĕтĕм чун-чĕрипе килĕшесшĕн пулмарĕ.

— Çук, çук! Унашкал парне вылятма кирлĕ мар!

— Мĕншĕн?

— Аван мар!

Кĕтерук тутăра каялла парасшăнччĕ, Якур тытмарĕ:

— Тен, эсĕ именетĕн? Уссăрах. Сан сăмахусем пирĕн ăраскалсене ĕмĕрлĕхе пĕрле тĕвĕлĕç. Аçу-аннӳ килĕшессе те шанатăп эпĕ.

— Атте-анне мĕнлине пĕлместĕп, Якур. Эпĕ хам ки-лĕшместĕп.

Çакна Кĕтерук йăвашшăн та евĕклĕн каларĕ пулсан та, Якура вăл пуç тăрăх пăрлă шыв янă пекех туйăнчĕ. «Килĕшместĕп...» Кĕтерук шӳт тумасть-мĕн — ку паллах. «Апла тесен, мĕншĕн йăлăмра манпа юнашар ларса эпĕ каланисене итлерĕн? Мĕншĕн ху мана килĕштерменни çинчен ун чухнех каламарăн?» ― тесе ӳпкелес шухăш пырса кĕчĕ, анчах шарламарĕ. Хĕр ăна килĕштерни çинчен пĕр сăмах та каламан-çке-ха...

— Килĕштерместĕн эппин?.. ― хĕрĕн сивĕ сăмахĕсене пăшăрханса каларĕ Якур. ― Апла иккен, Михха кучерĕ ман мăшăр пулма тивĕç мар тесе каласшăн эсĕ?..

— Якур, тархасшăн, кирлĕ мара ан калаç! — кӳренерех тавăрчĕ Кĕтерук. ― Эпир иксĕмĕр те Михха тарçисем. Хамăр хушăра та пулин пĕр-пĕрне хурлас мар.

— Апла тесен, ма килĕшместĕн? Ма тиркетĕн мана?

— Тиркесе каламарăм, Якур. Эпĕ çынна тиркемелли хĕр мар. Анчах кашнинех хăйяе май сăлтав пулма пултарать... ― калас мар сăмахне ирĕксĕртен персе ячĕ те Кĕтерук, хăйĕнчен хăй вăтанса, пуçне çĕрелле пĕкрĕ.

Якур Кĕтерук çине тинкерсе пăхрĕ те пĕтĕмпех ăнланчĕ. «Хĕрупраç тенин, юратакан урăх каччи пулмасан, тата мĕнле хăйне май сăлтав пултăр?»

— Кĕтерук, ― сассине йăвашлатрĕ Якур, ― кам вăл ― сан юратнă каччу? Ма тӳррипе каламастăн?

Кĕтерук пит-куçне вĕри çапрĕ, чĕри ыррăн та именнĕн вăркăшма тытăнчĕ. Вăл Якур сĕмленнине сирме те, унпала килĕшме те пултараймарĕ.

Хапха тулашĕнче ӳсĕр çын юрă ĕнĕркелени илтĕнчĕ. Амбар айĕнчен сăнчăрти йытă сиксе тухрĕ те вĕрме тытăнчĕ.

— Пирĕн хуçа таврăнчĕ мар-и? ― ыйтрĕ хăраса ӳкнĕ Кĕтерук.

— Çавăн сасси, ― килĕшрĕ Якур. ― Тĕлĕнмелле, ку вăхăтра вăл нихçан та таврăнакан марччĕ-çке? Паян мĕн пулнă ăна?

— Эпĕ кайрăм! ― терĕ те Кĕтерук, Якур мĕн те пулин калама ĕлкĕриччен тутăрне ун чĕркуççийĕ çине хурса, тăрса кайрĕ.

Якур тутăра тирпейсĕр чăмăртаса кĕсйине чикрĕ, ӳсĕр хуçи тĕлне пулас мар тесе, сарайнелле кĕрсе çухалчĕ.

Пĕчĕк хапхинчен Михха кĕчĕ те алăкне вăйпа шалтлаттарса хупрĕ. Çийĕнче унăн яланхи пекех плащ, урниче пĕç тĕп таран сăран атă, аллинче пакур. Кĕрсенех вăл чарăнчĕ те пакурне айккинелле ывăтса ячĕ. Унтан юрă антрашкаласа йытти патнелле утрĕ.

 

Атя, карчăк, киле каяр,

Чим-ха, старик, ача чăркам.

Эсĕ ачуна чăрка-ха,

Эпĕ челĕм чĕртем-ха...

 

Хуçи çывхарсан, йытти, хирĕç чĕвенсе, урисене ун хулпуççийĕ çине хучĕ те пит-куçне, тутисене çуллама тытăнчĕ. Михха йыттине тĕкĕ май савса:

— Телейсĕр тăлăх-турат вĕт эсĕ ман... Пĕр-пĕччен асапланса пурăнатăн. Анчах ан макăр... Ельпох калатăп, часах мăшăр тупса парăп... — Унтан йыттине хăй патĕнчен хăваласа ячĕ. Малтанхи пекех антрашкаласа, çенĕкелле кĕрсе кайрĕ.

 

Чее çынна — чей курки,

Тăмсай çынна — тăм курки.

Пире юрĕ алтăр та,

Сăри пултăр çăрарах...

 

Якуртан уйрăлса кайри пӳрте кĕрсен, Кĕтерук çăмăллăн сывласа ячĕ. Хуçи ăнсăртран киле таврăнни ăна Якур сăмахĕсем çине хуравласран хăтарчĕ. Хуçа арăмĕ пӳртре çукки çеç кăштах пăшăрхантарчĕ. Анчах ку та нумая пымарĕ. «Кирлĕ пулсан, халь кайса чĕнсе килĕп», ― тесе шухăшларĕ вăл.

Ӳсĕр хуçине Кĕтерук ним хăрамасăр кĕтсе илчĕ. Хăрама сăлтавĕ те çук пек туйăнчĕ. Хуçи кунашкал ӳсĕррине вăл паян çеç курман. Михха ăна нихçан усал сăмах каламан. Тепĕр чухне вăл арăмĕпе ятлаçать, Кĕтерукпа çав-çавах çемçен те евĕклĕн калаçать.

Михха юрă ĕнĕрлеме пăрахрĕ, хĕсĕк те пăтранчăк куçĕсемпе Кĕтерук çине пăхрĕ.

— Мĕнле пурăнатăр?

— Чиперех, ― терĕ те хĕр малти пӳрт алăкне уçрĕ. Михха йывăррăн утăмласа алăк пуканĕ урлă каçса тăчĕ. Хăйне кĕтсе илменнинчен арăмĕ пӳртре çуккине сисрĕ.

— Лукарье ăçта?

— Пахчана тухрĕ пулас. Халех чĕнсе килетĕп! ― хăвăрттăн хуравларĕ Кĕтерук.

Михха аллине сулчĕ.

— Кирлĕ мар! Упăшкине кĕтсе илмен арăма кайса чĕнни — тивĕçсĕр хисеп!

— Эсĕ халиччен ку вăхăтра нихçан та таврăнакан марччĕ те, çавăнпа кĕтмен ĕнтĕ вăл. Таврăнасса пĕлнĕ пулсан, ниçта та каймĕччĕ! ― хуçа арăмĕн хутне кĕме хăтланчĕ Кĕтерук.

Миххан пит-куçĕ çинче усал чеелĕх те савăклă кулă палăрчĕ. Вăл шӳтлĕ сасă çине куçрĕ.

— Эсĕ те кĕтмен-и мана?

Кĕтерук тăруках ним хуравлама аптраса тăчĕ. Кĕтмен тесе тĕрĕссине калас, хуçи çилленесрен хăрарĕ. Кĕтнĕ тесе суйма хăюлăхĕ çитмерĕ.

Михха çамрăк хĕр шухăшне çине тăрсах пĕлесшĕн пулчĕ.

— Эсĕ те кĕтмен-и вара мана?.. ― тата тимлĕрех ыйтрĕ вăл.

Текех ним чĕнмесĕр тăма юраманнине ăнланчĕ Кĕтерук. Çав вăхăтрах хуçа кăмăлне пăсни ырă пулас çуккине те асра тытрĕ.

— Хуçа таврăнасса эпĕ яланах кĕтетĕп. Ман ĕçĕ çавнашкал...

Миххана ку хĕр халиччен пытарса усранă кăмăл-шухăшне уçса панă пек туйăнчĕ.

— Кĕтерук, савнă хĕрĕм... Тавтапуç сана, ― чĕлхи çыхланнипе кашни сăмахнех вырнаçусăр тăсса каларĕ Михха. ― Пĕтĕм кил-çурчĕпе эсĕ пĕр-пĕччен кĕтсе илтĕн мана. Пĕр-пĕччен хисеплетĕн... Куна эпĕ нихçан та манассăм çук. Эпĕ сана тĕлĕкре курман телей кăтартăп. Ман укçа çĕршер пин тенкĕн шутланать. Часах миллионпа шутлама тытăнатăп. Эпĕ такама та сутăн илме пултаратăп... Сăрнайсем çеç кша! ― Юлашки сăмахне Михха такама хăмсарнă пек каларĕ те плащне çĕре хывса пăрахрĕ.

Кĕтерук ăна вăр-вар йăрхаха илсе çакрĕ.

Михха тĕпелелле иртсе пукан çине ларчĕ, урисене тăсрĕ. Ку вара унăн сăран аттисене хывса илмеллине пĕлтерчĕ. Кĕтерук Михха патне васкаса пычĕ те хăрах уринчи сăран аттине тытса туртма пуçларĕ, анчах Михха ури пуçне юри каçăртса хытарнипе хăвăрт хывса илеймерĕ. Яланах çакнашкал: Кĕтерук пĕтĕм вăйĕпе мекеçленсе туртать, Михха, аттине уринчен вĕçертмесĕр, çамрăк хĕрĕн илемлĕ кӳлепине курса савăнса ларать. Акă халĕ те унăн куçĕсем çисе ярас пек ялкăшса тăраççĕ. Вараланчăк атăпа тăрмашакан Кĕтерук ăна курмасть. Юлашкинчен вăл Миххан хăрах аттине хывса илчĕ те теприне ярса тытрĕ.

Михха пăшăлтатса калаçма тытăнчĕ.

— Чунăм, тавтапуç... Эсĕ мана хисепленине манассăм çук. Эпĕ сана пуян та чаплă тăвăп. Ху çеç сăрнай ан пул...

Кĕтерук хуçи темĕн сӳпĕлтетнине юплемерĕ. Кун пеккине вăл кашни ӳсĕрĕлмессеренех куркаланă.

Миххан пăтранчăк куçĕсене таçти сĕм вăрманта Кĕтерукпа иккĕшех çӳренĕ пек курăнса кайрĕ. «Акă ăçта вăл чĕрчĕлĕхсĕр вырăн! Акă ăçта вăл никам курасран шикленмесĕр хĕре ыталамалли вырăн!» Михха урине тăрук туртса илчĕ те — Кĕтерук ун чĕркуççийĕ çине сирпĕнсе ӳкрĕ.

— Ой, Михал Петрович! ― шарт сиксе кăшкăрса ячĕ Кĕтерук.

— Кша!.. ― терĕ те Михха Кĕтерука хăй çумне чăмăр тама тытăнчĕ. ― Ху çеç сăрнай ан пул. Санран пуянни, санран чапли тĕнчере урăх пулаймĕ.

Кĕтерук çуйлăн кăшкăрса ячĕ:

— Михаил Петрович, мĕн тăватăн эсĕ? Ан ашкăн! Яр, тархасшăн!

— Кша... Ху çеç сăрнай ан пул. Эпĕ сана патша майри пек пуян та чаплă тăвăп, — кăшкăрнине пăхмасăр йăтрĕ те вăл хĕре — чăланалла илсе кайрĕ.

— Кăравул кăшкăратăп!

— Кăравул кăшкăратăп тетĕн-и? ― сассине хăпартрĕ Михха. ― Кăшкăр çеç, паянах хăваласа яратăп. Ыранах аçупа аннӳ ыйткалама тухса кайĕç! Эсĕ сăрнай мар çав. Аçупа аннӳне хутаç çактарасшăн пулмăн. Эпĕ сана такамран та пуян тăвăп!

Михха илĕртсе сӳпĕлтетни Кĕтерук хăлхине кĕмерĕ. Вăл, хăйне вилĕмле хăрушлăх тивнине ăнланса, пĕтĕм вăйĕпе кăшкăрма тытăнчĕ:

— Яку-ур! Çăлсам, тархасшăн! Кăравул! Яку-ур! Малтан Кĕтерук, ун хыççăн Михха пӳртелле кĕрсе кайсан, Якур пĕчченех тăрса юлчĕ те, ним тума аптраса, лупасайĕнче каллĕ-маллĕ уткаласа çӳрерĕ. Сасартăк пӳртре хĕрарăм кăшкăрнă сасă илтĕнсе кайрĕ. Якур малтанах хуçа арăмĕ кăшкăрать пулĕ тенĕччĕ. Анчах вăл пахчана тухса кайнине аса илсен, хăраса чӳрече умне чупса пычĕ. Пӳртри хĕрарăм ăна чĕнет-мĕн.

— Яку-ур! Çăлсам, тархасшăн! Кăраву-ул!

Якур чĕрине вут хыпрĕ. Вăл юратакан хĕрне тапăннине тавçăрчĕ. Тарăхнипе ниçта кайса кĕреймесĕр пӳрте чупса кĕчĕ, чăлан алăкĕ умне çитсе тăчĕ.

Мяхха Кĕтерука кăкăрĕпе пусарса вырăн çине вырттарнă. Лешĕ çăлăнма хăтланса кăшкăрать.

Якур Миххана кĕпе çухинчен ярса тытрĕ те хăй патнелле туртрĕ. Лешĕн кĕпи шар! çурăлса тухрĕ.

Михха, тӳрленсе тăрса, Якура палларĕ. Хĕсĕк те ӳсĕр куçĕсем тискеррĕн йăлтăртатрĕç.

— А-а... Сăрнай! ― шăл витĕр сăптăрса хаяррăн кăшкăрчĕ вăл — Эсĕ хуçу çине алă çĕклерĕн-и?

Якур ăна-кăна итлесе тăмарĕ, Миххана ура явса, пĕтĕм вăйĕпе тĕкрĕ. Лешĕ тĕрекленсе тăраймарĕ, çĕре кĕрĕслетсе ӳкрĕ — пуçне ыраттарнипе йынăшса ячĕ.

Якур Кĕтерука аллинчен тытрĕ:

■ Страницăсем: 1... 15 16 17 18 19 20 21 22 23 24